Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗм (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ траншейӑпа ҫитсе ӳкрӗм кӑна — фашистсем эпӗ пулнӑ вырӑна минометран каллех «сухалама» тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Хӑраса ӳкрӗм: мӗн пулнӑ ку ачана?

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

— Ара, кам пулатӑр эсир? — аптраса ӳкрӗм эпӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Парне те ҫук тесе хыпӑнса ӳкрӗм.

Заволновалась, что и подарка нет.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Тӗлӗнсех ӳкрӗм: ара ку мӗнле мыскара?

Помоги переводом

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Киле ҫитсен эпӗ каллех чирлесе ӳкрӗм.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ питӗ хӑраса ӳкрӗм.

Помоги переводом

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Татах пӗчӗкрех ҫӗрулми шыра-шыра хыпӑнса, эпӗ, анӑрасах ҫитнӗскер, лачкам тарах ӳкрӗм ӗнтӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сивӗ тара та ӳкрӗм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах ӗҫӗнче йывӑр ҫӗклемеллисем, шӑнкаланисем пулчӗҫ те пӑртак чирлесе ӳкрӗм.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хӑраса ӳкрӗм эпӗ, — терӗ Сима, тарлӑ ҫамкине шӑлса.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпӗ ун ҫинчен пуҫ хӗрлӗ ҫӗре ӳкрӗм.

Помоги переводом

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Халь калама юрать: чи малтанах, сана палатӑра курсан, суймастӑп, эпӗ хӑраса ӳкрӗм.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эх, мӗнле хыпӑнса ӳкрӗм эпӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Юнланнӑ йӗпе брюки чӑмӑрккипех ҫара ӳте картласа, ума тытса, Мишша кукаҫ умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗм те сасӑпах ӗсӗклесе йӗре-йӗрех:

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасартӑк вӑрман уҫланкинчи кӳлле кӗрсе ӳкрӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эсӗ лаша илнине пӗлсен, пӑшӑрханса ӳкрӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах сасартӑк чирлесе ӳкрӗм: студентсемпе практикӑна кайса килтӗмӗр кӑна, пуҫ ыратма пуҫларӗ, икӗ куҫран та куҫҫуль шапӑртатса юхать.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Сирӗн ҫырӑвна илсе вуласан, эпӗ хӑ-раса ӳкрӗм.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каллех хам айӑплӑ, чан сассинчен хӑраса ӳкрӗм.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней