Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халь вӑл ҫав ҫырури пӗр вырӑна аса илсе пынӑ, юлташӗ ун патне ҫапла ҫырнӑ: «Инвалид» хаҫата илсе килнине курсан вара, Пупка (отставкӑна тухнӑ улан хӑйӗн арӑмне ҫапла чӗннӗ) пӗтӗм ӗҫе пӑрахса малти пӳлӗмелле чупать те, хаҫатсене ярса илсе, эс ҫине, беседкӑна, хӑна пӳлӗмне (астӑватӑн пулӗ вӗт-ха, пирӗн полк хамӑр хулара тӑнӑ чух, эпир иксӗмӗр унта хӗллехи каҫсене мӗн тери аван ирттернине) чупать, сирӗн геройла ӗҫӗрсем ҫинчен вара, ун ҫинчен эсӗ шухӑшлама та пултараяс ҫук, хӗрсе кайсах вулать.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ну, ӗҫӗрсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр!
Хӗрлӗ обоз // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӑй тӑваттӑмӗш «Б» класра вӗренекен ачасенчен: — Ну, сирӗн ӗҫӗрсем мӗнле унта? — тесе ыйтать.Взволнованно спрашивал ребят из четвертого класса «Б»: — Ну, как у вас тут дела?
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Тӳрех калас пулать, сирӗн ӗҫӗрсем мана килӗшеҫҫӗ.— Я, вообще-то говоря, доволен тем, как у вас тут дело идет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ҫук, ҫук, — терӗ васкасах ӑна хирӗҫ пичче, — эпир никама та чӑрмантарасшӑн мар, господин Фридриксон; сире пӗтӗм чунтан тав тӑватпӑр; сирӗн пек вӗреннӗ ҫынсем ӗҫре пит усӑллӑ пулӗччӗ, анчах сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫӗрсем…
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫапла, ҫапла, йывӑр сирӗн, ывӑлӑм, манӑн старикпе иксӗрӗн, ӗҫӗрсем!
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӗҫӗрсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Сирӗн ӗҫӗрсем еплерех ӑнса пыраҫҫӗ тата?
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ӗҫӗрсем мӗнле пыраҫҫӗ?
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тӗллевӗрсем те, ӗҫӗрсем те сулмаклӑ пулнӑ.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
77. Манӑн ӳкӗтӗмсемпе Эпӗ хушнисене туса тӑратӑр пулсассӑн, ҫылӑхӑрсем сире пусса тӑракан йывӑрлӑх пулмӗҫ, йӗркесӗр ӗҫӗрсем сире ҫӗнтереймӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа сирӗн ӗҫӗрсене питӗ уҫӑмлӑн курса тӑрать, сире пурсӑра та тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ — 66. ҫав кун сирӗн ҫылӑхӑрсем ҫынсен умне тухса тӑрсассӑн, йӗркесӗр ӗҫӗрсем хӑвӑра айӑплама тытӑнсассӑн, эсир намӑса юлатӑр.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те эсир хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле сывӑ халлӗн пурӑнатӑр пулсассӑн, сирӗн ӗҫӗрсем хӑвӑр ӗмӗтленнӗ пекех пыраҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ, тӳпене шанса, Турра питех те, питех те тав тӑватӑп.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр: 12. Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ун чухне вара хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсем ҫинчен, хӑвӑрӑн ырӑ мар ӗҫӗрсем ҫинчен аса илетӗр те йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн, йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсемшӗн хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫапла каламашкӑн сире йӗркесӗр ӗҫӗрсем чӑрмантарчӗҫ, ҫак ырлӑхран сире ҫылӑхӑрсем пӑрса ячӗҫ: 26. Манӑн халӑхӑм хушшинче усал ҫынсем пур: вӗсем кайӑк тытакан пек сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, тапӑ лартаҫҫӗ, ҫынсене тытаҫҫӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ, 3. мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2