Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлес (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр улмипе ӗҫлес текенсене те витӗмлӗ пулӑшу лекӗ, субсиди виҫи кашни гектар пуҫне 2942 тенкӗ те 86 пуспа танлашӗ (ҫӗре элита вӑрлӑх варсан кашни гектартан 30 пин те 303 тенкӗ тавӑрса парӗҫ).

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ачасем телефонпа хитре сӑн ӳкерчӗк тӑвас, кӑсӑклӑ постсем хатӗрлес, юрӑ юрлас, тӗрӗ тӗрлес, вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлес енсен вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хыврӗҫ.

Помоги переводом

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Кун пек пулсан, ман ташлас килет или кинора ӗҫлес килет.

Тогда я хочу танцевать или работать в кино.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Ӗҫлес тетӗр-и е вӗренме шутлатӑр?

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Хӑлхара кунӗпех пӗр илемлӗ юрӑ янӑраса тӑчӗ, хамӑн калама та ҫук ӗҫлес килет.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сурӑх ӗртечессипе ӗҫлес кӑмӑллисене Раҫҫей бюджетӗнчен те, республика хыснинчен те кӑҫал самай пулӑшу кӳме палӑртнӑ.

Помоги переводом

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хушшинче тӗл пулакан талантсене профессилле искусство патне ҫывхартас, вӗсен чӑн-чӑн пултарулӑхне палӑртас тесен, вӗсемпе ҫине тӑрса, пӗлсе, тӑрӑшса ӗҫлес пулать.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Автомеханикра ӗҫлес тетӗр пулсан мана диплом кӑтартӑр, — аллине тӑсрӗ Мамарланов.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна асра тытса эпӗ пӗр самант та калаҫмасӑр тӑмарӑм, анчах сирӗн умра — кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та ӗҫлес тесе ӗҫлекен ҫын умӗнче — манӑн ун чухне чӗлхепе мар, кӗреҫепе ытларах ӗҫлемеллеччӗ-мӗн.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ман тӗле хальхинче ӗҫлес текенсемех ҫакланатчӗҫ — пӗркунхи хӗрарӑм пек, кӗреҫе ҫине ҫеҫ уртӑнса тӑмастчӗҫ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Мана чылаях йывӑр килчӗ, мӗншӗн тесен хайхи хӗрарӑм ӗҫлес вырӑнне ытларах кӗреҫе ҫине уртӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӗҫлес тесех ӗҫлӗп.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ара, Санарова унӑн савнийӗ ӗҫлес вырӑна туртса илнӗ-ҫке!

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Клуб пуҫлӑхӗнче ӗҫлес кӑмӑл пур пулас сирӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Магазинта ӗҫлес пулсан ачасене хампа пӗрле унта та илсе пыма пултаратӑп.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Промышленность таварӗсем, тӗрлӗрен пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курнӑшӑн тӳлемелли хаксем ҫав-ҫавах тӗлли-паллисӗр ӳссе пынӑ вӑхӑтра сӗтӗн сутлӑх хакӗ чакни ял ҫыннин кӑмӑлне хуҫать, паллах, ҫакӑ вӗсен малашлӑхра тӑрӑшса ӗҫлес хавхаланӑвне те чакаратех.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Илемлӗ произведени, унӑн кашни сыпӑкӗ, кашни пуплевӗпе сӑмахӗ халӑха, партие усӑ патӑр, ӑна ӗҫ ҫыннисем савӑнса вулаччӑр, вуланӑ хыҫҫӑн вӗсен хаваслӑхӗ ҫӗклентӗр, пурӑнас, ӗҫлес килнипе вӗсем малалла туртӑнччӑр, савӑнса юрлаччӑр.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ӗҫлес килет, чӑн ӗнтӗ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫлес килнипе аптӑратпӑр-ҫке, — сӑмах хушмасӑр юлмарӗ кӑвайт пӑтратса ларакан арҫын.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑмӑл савӑк пултӑр та ӗҫлес туртӑм хӗрӳллӗ пултӑр.

Помоги переводом

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней