Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Унтан халӑхран канӑҫлӑх парни кӳмелли вӑкӑрпа такана пуснӑ; ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ, вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 19. вӑкӑрӑн ӑш ҫӑвне, такин хӳри чикки ҫинчи ҫӑвне, [вар ӳчӗ] ҫинчи [ҫӑвне], пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пынӑ, 20. ҫӑвне ӑмӑрӗ ҫине хунӑ, вӑл ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 21. ӑмӑрӗпе сылтӑм хулне, Моисей хушнӑ пек, Аарон Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳнӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн парни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли шултӑра выльӑх пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр; Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн вӑл ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне ҫавӑтса пытӑр; 4. хӑйӗн аллине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли выльӑх пуҫӗ ҫине хутӑр — вара вӑл ҫылӑхӗсенчен тасалмашкӑн ырӑлӑх илӗ; 5. унтан пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне илсе пыччӑр та пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 6. ун хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӗн тирне сӳсе илтӗр те ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклатӑр; 7. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑм чӗртсе, ун ҫине вутӑ купаласа хуччӑр; 8. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн парне пайӗсене, пуҫне, ӑш ҫӑвне сарса хуччӑр; 9. парне выльӑхӗн ӑш-чиккине, урисене вӑл шывпа ҫуса тасаттӑр, священник вара пурне те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Эпӗ суя тӗнпе пурӑнакансене санӑн умӑнтан хӑваласа ярса санӑн ҫӗрне анлӑлатсассӑн,] Мана кӳнӗ парненӗн юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Мана кӳнӗ уяв парнийӗн ӑш ҫӑвӗ ирччен юлмалла мар.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Темле ӑш чир ӑна нумайччен вырӑнпа вырттарчӗ, ҫавна пула кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ, — вӑл ӗлӗкхинчен те ытларах ҫилленме тытӑнчӗ, пуршӑн-ҫукшӑнах хӗрсе каякан пулчӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Фирмӑшӑн Российӑра ҫавӑн пек работник тытса тӑрасси, паллах, усӑллӑ пулнӑ, ӑна, мӗнле ӗҫленине сӑнаса пӑхма тесе, Лондона куҫарнӑ, сӑнаса пӑхнӑ, вара, Полозов патӗнче апатланиччен ҫур ҫул малтан, ӑна, ҫулталӑка пилӗкҫӗр кӗренке пама пулса, Петербурга стеаринпа выльӑх ӑш ҫӑвӗ пухакан агент туса янӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Консилиум умӗн сыватакан медик ӑш чирлӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ: килте, ҫемьере — нимле хуйхӑ-суйхӑ та курман; ашшӗпе хӗрӗ пӗрне-пӗри питӗ аван пӑхаҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн?
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗн эсӗ, амӑшӗ, ӑш вӗҫнӗ пек ҫӳретӗн?
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.