Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Лев 8

Раздел: Библи –> Лев 7

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.28 20:01

Предложений: 17; Слово: 693

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Аарона, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене ил, тумтирӗсене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫылӑхшӑн парне кӳме пӑру ил тата икӗ сурӑх таки, пӗр кунтӑ тутлӑлла ҫӑкӑр ил те 3. пӗтӗм халӑха пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре пуҫтар, тенӗ. 4. Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре халӑх пухӑннӑ. 5. Моисей халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн тума хушрӗ, тенӗ. 6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.

10. Моисей сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ илнӗ те пуху чатӑрӗпе ун ӑшӗнчи мӗнпур япалана сӗрсе тухнӑ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 11. ҫав ҫупа парне вырӑнне ҫичӗ хутчен сирпӗтнӗ, парне вырӑнӗпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн вӗсене ҫу сӗрсе тухнӑ; 12. [Моисей] Аарон пуҫӗ ҫине сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарнӑ, тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна ҫу сӗрнӗ. 13. Унтан Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, пуҫӗсене кидар тӑхӑнтартнӑ.

14. Унтан [Моисей] ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пынӑ; Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене ҫылӑхшӑн кӳмелли пӑру пуҫӗ ҫине хунӑ; 15. [Моисей] ӑна пуснӑ та, унӑн юнне илсе, пӳрнипе парне вырӑнӗн мӑйракисене пур енчен те сӗрсе тухнӑ, ҫапла парне вырӑнне тасатнӑ, юлашки юлнӑ юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ, таса тумашкӑн ӑна ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ. 16. Унтан [Моисей] вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне тата икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 17. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӑрӑвне, унӑн тирне, ашне, тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.

18. Унтан [Моисей] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пама така илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 19. Моисей ӑна пуснӑ та юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 20. такине пайӑн-пайӑн касса вакланӑ, Моисей вара така пуҫне, касса вакланӑ пайӗсемпе ҫӑвне ҫунтарса янӑ; 21. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасатнӑ та Моисей такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ: ку — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.

22. [Моисей] тепӗр така, халалланӑ чухне кӳмелли така, илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 23. Моисей ӑна пуснӑ та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрнӗ. 24. Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине, сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине юнпа сӗрнӗ, унтан Моисей парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те юн сирпӗтсе тухнӑ. 25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне. 29. Моисей вара ӑмӑрне илнӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ: Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ тӑрӑх, ҫакӑ халал такинчен Моисее памалли пай пулнӑ.

30. Моисей сӗрмелли ҫупа парне вырӑнӗ ҫинчи юна илнӗ те Аарона, унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене сирпӗтсе тухнӑ; Ааронпа унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.

31. Моисей вара Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗрте аш пӗҫерӗр те ӑна тасалӑх тивлечӗ панӑ чухне кӳнӗ кунтӑри ҫӑкӑрпа ҫийӗр, мана ҫапла хушнӑччӗ-каланӑччӗ ӗнтӗ: ӑна Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫимелле, тенӗччӗ; 32. юлашки юлнӑ ашӗпе ҫӑкӑрне вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ярӑр. 33. Сире Турра халаллас кунсем иртиччен ҫичӗ кун пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнчен ан кайӑр, мӗншӗн тесессӗн сире Турра халаллас йӗркене ҫичӗ кун хушши туса тӑмалла; 34. паян епле тунӑ, сире тасатмашкӑн Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла тума хушрӗ; 35. ҫичӗ кун хушши кунӗн-ҫӗрӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пулӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче сыхӑ тӑрӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн [Ҫӳлхуҫа Турӑ] мана ҫапла хушнӑ, тенӗ. 36. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ мӗн хушнине пурне те тунӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней