Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аса илме ӑсӑм ҫитет те — тухса килме вӑхӑт ҫитмест.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Манӑн сана вӗрентме, кай е ан кай теме ӑсӑм ҫитес ҫук, улу карачи.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Ӑсӑм тайӑлать, — уйланать телейсӗрскер; вӑл хӑйне явакланӑ ҫулӑмлӑ чечеклӗ симӗс лианӑна тӳррӗн тишкерме хӑтланать, — чи япӑххипе чи лайӑххи хӑйсем пирки евитлеҫҫӗ те — этем нимӗнрен те намӑсланмасть.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑсӑм сисӗнмеллех арпашӑнчӑк: ӑҫта ҫӳренӗ, епле улӑхнӑ та аннӑ, айккинчи тата хӗресленекен ҫулсене мӗнле лекнӗ, — халӗ манӑн асӑмра ҫав мерекке-ҫул ҫӳрев ҫавӑн чухнехилле уҫӑмлӑ мар ӗнтӗ; пӗтӗмпех ҫиҫкӗнчӗк те сӳсленчӗк йӗр — тӑвӑрлӑх, ҫутӑ, пӑрӑнӑҫсемпе пусма-картлашка ҫапла асра юлчӗҫ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Манӑн вӑйсӑр ӑсӑм вӑрттӑнлӑха пушкараймарӗ; вӑл вӑй ҫитми ӗҫе пикенсе, пурнӑҫӑмӑн телейӗшӗн нихҫан тӗкӗнме хӑймасӑр упрамалли ӗненӳсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне пӗтерчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсенчен ютшӑнса хам тӗллӗн пурӑннӑ ҫулталӑк хушшинче этем пурнӑҫӗн тӗллевӗ, малашнехи пурнӑҫ, чун вилӗмсӗрлӗхӗ ҫинчен пур-ҫук ыйтусем ман умма тухса тӑчӗҫ ӗнтӗ; манӑн ӑна-кӑна сахал чухлакан вӑйсӑр ӑсӑм пайтах ыйтусене пушкарма тӑрӑшрӗ, ҫав ыйтусене кӑларса тӑратасси этем ӑсӗ ҫитме пултаракан чи ҫӳлти пусӑм пулать, анчах вӑл ыйтусене этем татса пама пултараймасть.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫакӑнта кӑштах улмуҫҫи ӳстерсе пулмӗ-ши теттӗм те, ал ҫитернӗ хушӑра алтса пӑхма шут тытрӑм пек, чавкалатӑп-ха ӑсӑм ҫитнӗ таран.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак пӑхсан куҫа курӑнми пысӑк ҫӗр хӑвӑлӗсем ҫинчен шухӑшласа илме манӑн ӑсӑм та ҫитеймест.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Яхруҫ элекне илтсенех ӑсӑм пӑтранса кайрӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Манӑн ӑсӑм тӗрлӗ япаласем шухӑшласа кӑларайми пулчӗ ӗнтӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Акӑ мӗн шухӑшлатӑп эпӗ, Ольга, — терӗ вӑл, — ҫак кунсенче эпӗ саншӑн ҫав тери хӑраса ӳкрӗм; тӗрлӗ шухӑшран ӑсӑм ҫав тери пӑлханать; пулнӑ ӗмӗтсенчен е татӑлнӑ ӗмӗтсенчен, телее кӗтсе, чӗрем кӳтсе ҫитрӗ; пӗтӗм шӑмшаккӑм хавшаса кайрӗ: вӑл ним туйми пулчӗ, вӑхӑтлӑха та пулин канлӗх кирлӗ…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ним те хумхатмасть, чунӑма туртмасть, ӑсӑм канлӗн тӗлӗрет! — кӑшт ҫеҫ палӑрмалла каларӗ Обломов.Ничто не вызывает, душа не рвется, ум спит покойно! — с едва заметной горечью заключил он.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нумайччен эпӗ пӗр хускалмасӑр выртнӑ, куҫҫулӗме тытма тӑрӑшмасӑр татӑлса йӗтӗм, кӑкӑрӑм ҫурӑлать пуль тенӗччӗ; пӗтӗм вӑй-хӑватӑм, пӗтӗм хастарлӑхӑм тӗтӗм пек сирӗлчӗ; чунӑм халсӑрланчӗ, ӑсӑм шӑпланчӗ, ҫав самантра мана кам та пулин курнӑ пулсан, вӑл манран йӗрӗнсех пӑрӑннӑ пулӗччӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫаканӗ ӑнлантарса вӗрентмешкӗн хастар ыйтса кӗлтутӑр: 14. эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне манӑн чунӑм кӗлтӑвать, анчах ӑсӑм усӑ кӳмесӗр тӑрать.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1