Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмах ӑсти, армян халӑхӗн «Давид Сасунский» эпосне, Бо Цзюйинӑн лирикине, Р. Тагорӑн прозӑллӑ сӑввисене, Г. Лонгфеллон «Гайават ҫинчен хунӑ юррине», Пушкин, Лермонтов, Маяковский, Исаковский, Есенин, Шевченко поэзине чӑвашла ӑста куҫарса, тӑван литературӑн ылтӑн фондне пуянлатнӑ.
Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.
— Пирӗн Ярабаев тӳрре тухма ытла та ӑста вара, тилӗ пекех ӑста.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Кунти ӗҫ-пуҫ сирӗн пата Елен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ пекех пулса иртнӗ, анчах Шанаровсем Мавра кинемие йӳнеҫтерме пултарнӑ, ҫав енӗпе вӗсем ӑстаран ӑста.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара тӑватӑ пепкин юратнӑ амӑшӗ ҫеҫ мар, вӑл ҫут ҫанталӑк тусӗ, ӑста пахчаҫӑ, чечек ӗрчетекен, алӑ ӑсти, ҫав вӑхӑтрах ачисем вӗренекен Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулта, ача садӗнче йӗркелекен мероприятисене те мӑшӑрӗпе пӗрле хутшӑнма май тупать…
Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche
Ҫак куҫӑмра кирлӗмарри сисӗнет, — шӑпах ҫавна пула следователь умӗнче ӑстаран та ӑста симулянтсем те уҫӑлаҫҫӗ.В этом ее движении было ненужное, — то, что выдает следователю искуснейших симулянтов.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл ӑста ташӑҫ тата ӑста купӑсҫӑ пулнине халлӗхе кунта никам та пӗлмест-ха.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
«Ай, мӗнле ӑста ӳсет, аван ӑста пулать!
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл Ленинградри беспризорниксем хушшинче чи ӑста кӗсье вӑррисенчен пӗри пулнӑ, — халӗ ҫав ҫаврӑнӑҫуллӑ, пысӑк мар, анчах ҫирӗп алӑсем ҫӗнӗ ӗҫе ытлашши чӑрмавсӑрах хӑнӑхса пычӗҫ, хуть те мӗнле инструмента та ӑста тыткаларӗҫ.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн чапӗ пӗтӗм фронт тӑрӑх кайсан, ӑна, хастар командира, ӑста политработнике, ӑста лингвиста, уҫҫӑнах вырӑс, казах, киргиз, кара-калпак, тутар тата нимӗҫ чӗлхисене пӗлекенскере, вырӑс мар национальноҫсен боецӗсемпе ӗҫлеме агитатор тунӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Натури унӑн ҫителӗклӗ пуян пулнӑ; айван ӑслӑ пулман вӑл, ҫав хушӑрах тата талантлӑ пулнӑ, аван юрланӑ, гитара каланӑ, калаҫма ҫав тери ҫивчӗ калаҫнӑ, хут ҫырма ӑста пулнӑ, уйрӑммӑнах полкри адъютант пулса ӗҫленӗ чух ҫырма вӗреннӗ казеннӑй хутсене ӑста ҫырнӑ; анчах пуринчен ытла унӑн натуринче хӑйне хӑй юратас кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑ, ку ӗнтӗ, пуринчен ытла хӑй кӑштах пултаруллӑ ҫын пулнинчен килнӗ пулин те, тӗлӗнмелле уҫҫӑн та вӑйлӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫынни вӑл ӑстине ӑста та, сывлӑхран йӑвашрах имӗш.Оказывается, мастер он что надо, вот только со здоровьишком у него не ахти.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫав вӑхӑтра электростанци патӗнчи аслӑ ҫерем ҫинче ытла та шавлӑ пулнӑ, мӗн чухлӗ халӑх, машина, лаша, тачанка, ҫӑмӑл урапасем унта, кун чухлӗ чи пысӑк ярмаркӑна та нихҫан та пухӑнман; Кубань тӑрӑх тӗрлӗ калаҫу, шӳт туни, кулӑ, ача-пӑча ҫухрашни янӑраса тӑрать, ун пеккине туйра та курас ҫук, — пур ҫӗрте те юрӑ шӑратнӑ, купӑс ӑстисем ҫав тери тӑрӑшса, пӳрнисене пикенсех купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх чуптарнӑ — вӗсем пӑрӑхран ӳкекен шыв шавне те хупланӑ, ҫерем талккӑшпех ялавсем вӗлкӗшнӗ, хӗрарӑм тутӑрӗсем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ кубанкӑсем, — чечек ҫыххисем, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери ула та шавлӑ пулнӑ; мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем, хӗпӗртесе кулнисем, алӑ тытнисем, савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан куҫсем, — пурнӑҫри сӑрсемпе чи ӑста художник та ҫак ӳкерчӗке ӳкерме вӑй ҫитерес ҫук.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Карҫинкка ӑсти мӗнле ӗҫленине сӑнаса ларнӑ хыҫҫӑн эпӗ часах карҫинкка епле тунине тавҫӑрса илнӗччӗ, ҫапла вара хамӑн ӑста тусӑма пулӑшма тытӑннӑччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
О, хӑй тӗплӗн каласа пама ытлашши тӑрӑшни куҫа курӑнсах тӑнӑ пулин те, Рахметов ӗҫе тума ӑста, питех те ӑста ҫав!
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирсӗр Верка, тем тесен те, качча тухасшӑн мар пулас, — кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, — Марья Алексевна питех те тӗплӗн шухӑшласа пӑхма пултарнӑ ҫав, ҫавӑнпа та вӑл Верочка ҫинчен: Верочка ӑста интриганка, тесе хӑй шухӑшланипе йӑпанса ларма пултарайман; анчах та Верочка хӑйӗн ӗҫӗсене питӗ ӑста туса пырать, качча тухас пулсан, вӑл (шуйттан пӗлет-и ӑна, мӗн ун пуҫӗнче, тен, тухасшӑн та пуль!) чӑнах та упӑшкине те, упӑшкин амӑшне те, кил-ҫуртне те йӑлтах хӑй аллине ярса илет ӗнтӗ, — мӗн тумалли юлать-ха?
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов сӑмах калама ӑста ҫын мар, анчах вӑл каланине малтан, чи ӑста халапҫӑ каланинчен те тимлӗрех итлесе ларчӗҫ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑрҫӑччен Захар Митрич Стожарта ӑста пахчаҫӑ, ӑста садовод пулнӑ.До войны Захар Митрич был известен в Стожарах как опытный огородник и садовод.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ӑста эсӗ, тӑванӑм, хутсем ҫырма, Иван Матвеевич, туршӑн та, ӑста!— Мастер ты, брат, строчить бумаги, Иван Матвеевич, ей-богу, мастер!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нихҫан та пуҫне усман, яланах ҫав тери ҫивӗч те кулӑшла сӑмахсем калама ӑста Вашек Резак, сахал калаҫакан, анчах кирек мӗнле ӗҫе те — хӑюллӑн тума пултарнӑ Анка Викова — осаднӑй положени кунӗсенче вӗлернӗскер, хастарлӑ, яланах хаваслӑ, пултаруллӑ, ӑста «библиотекарь» Шпрингер, именӳллӗ каччӑ Билек…
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Курса тӑранайми хӳхӗм чӑваш тӗрри-эрешне, ҫапла вара, хӗрупраҫӑн ӑста алли хайланӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.