Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Чи кирли — ӑслӑлӑх: ӑслӑлӑха вӗрен, мӗнпур пурлӑхна парса ӑс пуҫтар.7. Главное - мудрость: приобретай мудрость, и всем имением твоим приобретай разум.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ те аттемӗн ывӑлӗ, аннемӗн пӗтӗм чунтан юратнӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; 4. аттем мана вӗрентсе ҫапла калатчӗ: чӗрӳ манӑн сӑмахӑмсене упратӑр; эпӗ ӑс панине асра тыт — вара пурӑнӑн эсӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ; 20. Унӑн ӑслӑлӑхӗпе тӗпсӗр авӑрсем уҫӑлаҫҫӗ, пӗлӗтсем сывлӑм тумлатаҫҫӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломонӑн — Давид ывӑлӗн, Израиль патшийӗн — ытарӑшӗсем 2. ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ӑнланма, ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмаха ӑнкарма кирлӗ; 3. ырӑ йӑла-йӗркене, тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗхе, тӳрӗлӗхе хӑнӑхма кирлӗ; 4. айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама кирлӗ; 5. ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ; 6. ытарлӑн каланине, вӑлтса калаҫнине, ӑсчахсен сӑмахне, вӗсен юптарӑвӗсене ӑнланма кирлӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӑс парсам мана: Санӑн саккунна туса тӑрӑп, ӑна пӗтӗм чӗререн уяса пурӑнӑп.34. Вразуми меня, и буду соблюдать закон Твой и хранить его всем сердцем.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ; 21. ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ: 22. патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа саккунӗ пур тӗлӗшпе те паха — чуна тӗрек парать; Ҫӳлхуҫа пӗлтерни тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет.8. Закон Господа совершен, укрепляет душу; откровение Господа верно, умудряет простых.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ; 10. анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан, 11. пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ватӑ ҫынра — ӑс, нумай пурӑннӑ ҫынра — ӑс-хакӑл.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӑнах та, выльӑхран ыйт-ха — вӗрентӗ сана, вӗҫен кайӑкран ыйт-ха — пӗлтерӗ сана; 8. е ҫӗрпе калаҫса пӑх — ӑс парӗ сана, тинӗс пуллисем те каласа парӗҫ сана.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хир ашакӗ этем пуличчен пушӑ пуҫа ӑс кӗреймӗ ҫав.12. Но пустой человек мудрствует, хотя человек рождается подобно дикому осленку.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн, хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн, 4. санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ, чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ ӑс паратӑп сана: хӑвӑн пурӑнӑҫна, Соломон ывӑлун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑвар.12. Теперь, вот, я советую тебе: спасай жизнь твою и жизнь сына твоего Соломона.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авимелех, Иероваал ывӑлӗ, Сихем хулине амӑшӗн тӑванӗсем патне кайнӑ та вӗсене тата кукашшӗн пӗтӗм йӑхне ҫапла каланӑ: 2. Сихем ҫыннисене ӑс парӑр: сирӗншӗн Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗ пуҫ пулни лайӑхрах-и е пӗр ҫын пуҫ пулни аванрах-и? аса илӗр-ха, эпӗ сире юнпа та, ӳтпе те тӑван, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӑван килӗнчен тухса кайнӑ чухне Ахса, Гофониил ӑс панипе, ашшӗнчен хӑй валли хир ыйтма шутланӑ та ашакӗ ҫинчен аннӑ.14. Когда надлежало ей идти, Гофониил научил ее просить у отца ее поле, и она сошла с осла.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент.
Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11974.html