Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ якӑра майлаштарнӑ самантра аттене пӗр кӗсменӗ кӑкӑртан тиврӗ те — кӗсменсем ун аллинчен вӗҫерӗнчӗҫ — хӑй вӑл, ӑнсӑр пулса, кимӗ тӗпне кайса ӳкрӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Аллисемпе пит-куҫне хупларӗ те вӑл, ӑнсӑр пулса ӳкрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Юлайӑн юнланнӑ пуҫне курнипе хӑраса ӳкнӗ пирки тата пӑ-шал пенипе анӑраса, вӑл ӑнсӑр пулса кайнӑ пекех туйӑнчӗ.Пораженная видом окровавленной головы Юлая, оглушенная залпом, она казалась без памяти.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ытла сехӗрленнипе хӗр ӑнсӑр пулса ӳкме те пултаратчӗ.Я видел, что она готова упасть в обморок от страху и негодования.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫхи апат ҫиме тытӑннӑ, ҫак вӑхӑтра лашасем те ҫитнӗ, станца пуҫлӑхӗ, лашасене ҫитермесӗрех, часах килнӗ ҫыннӑн кӳммине кӳлме хушнӑ, анчах, пӳртне каялла кӗрсенех, ҫамрӑк ҫын сак ҫинче ӑнсӑр пулса выртнине курах кайнӑ: ҫамрӑк ҫын пӗтӗмпе аптӑраса ҫитнӗ, пуҫӗ ыратнӑ, вӑл ниепле те кайма пултарайман…
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах ҫавӑнтах: «Ай, вӑл мар! вӑл мар!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те, ӑнсӑр пулса ӳкрӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
«Ай, ҫырлахсамах, мӗн эсӗ капла чӑрманса тӑтӑн?» — терӗ мана такам, — «хӗр ӑнсӑр пулса выртать, пуп нимӗн тума пӗлмест; эпӗр каялла каяс тесе тӑраттӑмӑрччӗ ӗнтӗ, атя часрах», — терӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫапах та, турра шӗкӗр, ӑнсӑр пулнӑ хыҫҫӑн ӑна нимӗнех те пулман.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Темиҫе уйӑхран ҫеҫ, ун ятне Бородино патӗнче йывӑр аманнӑ тата палӑрнӑ ҫынсен шутӗнче курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ӑнсӑр пулса кайнӑ та, килтисем ӑна, тар чирӗ ҫӗнӗрен килсе ураран ан ӳкертӗр тесе, хӑраса ӳкнӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Арӑм ӑнсӑр пулса ӳксе юлчӗ; ман ҫынсем Силвиона чарма хӑймарӗҫ, ун ҫине хӑраса ҫеҫ пӑхса юлчӗҫ: вӑл крыльца ҫине тухса ямшӑкне чӗнчӗ те, эпӗ мӗн пулнине ӑнланса иличчен, ларса тухса кайрӗ.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗр ҫумри хӗҫсене ярса тытрӑмӑр, дамӑсем ӑнсӑр пулса ӳкрӗҫ; пире уйӑрчӗҫ; ҫак каҫах эпӗр ҫапӑҫма кайрӑмӑр.Мы бросились к саблям; дамы попадали в обморок; нас растащили, и в ту же ночь поехали мы драться.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ура ҫине тӑрса ӳкнӗ хыҫҫӑн Алексей пӗр хушӑ ӑнсӑр пулса выртрӗ, анчах та ҫывӑхри хӑрушлӑха туйнипе вӑл каллех тӑна кӗчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Миссис Тэчер ӑнсӑр пулса кайса ӳкрӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
7. Ӑна ӑссӑр ҫын пӗлеймест, ӑнсӑр ҫын ӑнласа илеймест.7. Человек несмысленный не знает, и невежда не разумеет того.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ывӑлӗ вилнине илтнӗ Улька фермӑра аллинчи тулли сӗт витрипе ҫулнӑ курӑкла ӳкнӗ, ӑнсӑр пулнӑ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Кайран «нервное потрясение» терӗҫ, эпӗ ӑнсӑр выртнӑ чух аташса калаҫнӑ сӑмахсене илтсен.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Спектакле ӑнсӑр пек выляса пӗтертӗм.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗриленсе ӑнсӑр выртнӑ пекех выртрӑм.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эп ӑнсӑр пек, Зоя сасси таҫтан инҫетрен илтӗнет.
Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ача ҫураттарма пынӑ Укахха карчӑка вӑрҫса кӑларса ячӗ, тет, тин ҫеҫ ҫӑмӑлланнипе вырӑнтан тапранайман арӑмне ӑнсӑр пуличчен хӗнерӗ, тет.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.