Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пӗчӗк кимӗ ҫине ларса тухса, тин тискеррӗн алхасса кайнӑ тинӗспе тавлашса пӑхас килет; урнӑ титан пек тинӗс, хӑйӗн урнӑ хумӗсене ҫыран хӗрринелле инҫете илсе тухса ыткӑнтарнӑ самантра Данилов чӗринче, тинӗспе ӑмӑртса, вӑйсене виҫсе пӑхас килнӗ туйӑм, халиччен курманнине курса пӑхас килнӗ туйӑм ҫӗкленет.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тепӗр ӗҫ: пӗчӗк ачасем кунтӑк патне ӑмӑртса чупаҫҫӗ, хайхи пӗр-пӗр телейлӗ ача ӑна ҫӗклесе те пырать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Петруҫ, паллах, малта пырать, анчах ку ӑмӑртса вӗренме кансӗрлемерӗ.Петрусь шел, конечно, впереди, но это не исключало некоторого соревнования.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах Анна Михайловна хӑйпе ӑмӑртса тавлашакан шӑхличӗ шӑпланнине лайӑхах туйрӗ, курчӗ хӑй ҫӗнтернине, унӑн чӗри хаваслӑн тапма пуҫларӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Улакуракпа чакак ӑмӑртса кӑшкӑраҫҫӗ.Крики Сороки и Вороны все сильнее, словно они стараются перекричать друг друга.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑл кун Корытов колхоза шӑнкӑртаттарчӗ, Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе бригадӑсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлеме сӗнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кунта! — илтӗнет иккӗн ӑмӑртса кӑшкӑрни.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Санпа пӗрле ман ӑмӑртса ӗҫлесчӗ; Пӗр тӗлӗнтерӗттӗмӗр таврана.
Хӗр патне ҫырнӑ ҫыру // Александр Кӑлкан. «Сунтал», 1939, 8№, 22 с.
Угаровпа Малышко ӑмӑртса ӗҫлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тимлӗн сӑнаҫҫӗ.Угаров и Малышко соревновались и зорко следили друг за другом.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗчӗк трибунӑран инҫе мар пурне те курӑнмалла ҫӗрте виҫӗ ҫын — районти чи вӑйлӑ та пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлекен колхозсен председателӗсем тӑраҫҫӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Антонюк хӑйӗн юлташӗпе Гордипе ӑмӑртса ӗҫленӗ, пӗри тепринчен кая юлман, иккӗшӗ пӗрле округ милицинне тата ГПУ-не сахал мар вӑхӑт илнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсем пурте пӗр-пӗринчен ӑмӑртса ун ҫинчен ҫавӑнтах Наткӑна каласа панӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫӑвӑнса тасалнӑскерсем, симӗс, кӑвак труҫиксемпе кӑвак кӗпесем тӑхӑнса, вӗсем хӗрлӗ галстукӗсене ҫыхичченех пӗринчен пӗри ӑмӑртса ҫӳҫ касакан патне черет йышӑнма вӗҫтереҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Икӗ кун ҫулнӑ утта Ҫинукпа Кирюк ӑмӑртса тавӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӗсен тымарӗсем пӗчӗкҫӗ чухнех явӑннӑ, вӗсем иккӗшӗ юнашар тӑрса, пӗр-пӗринчен иртсе каяс тесе, ҫутӑ патнелле ӑмӑртса тӑсӑлнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пӗр сасӑ та ҫук: автансем кӑна ялта, хӑйсене илтекенсене тӗлӗнмелле тӗлӗртсе, кичемлетсе, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтаҫҫӗ; тата таҫта, ҫӳлте, йывӑҫсен тӑрринче, ҫамрӑк хурчӑка такама макӑрса чӗннӗ пек лӑпланми пиклетни янӑрать.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑмӑртса ӗҫлекенни.
Ырӑ ӗҫсен команди // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 24 с.
Пахчана тухаттӑмӑр та, ушкӑнпа пӗрер йӑран йышӑнаттӑмӑр та — эх, ӑмӑртса ҫум ҫумлаттӑмӑр путенине тытиччен!
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Саркайӑксем ҫеҫ унти шӑплӑха хускатаҫҫӗ, унтан тата куккуксем такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене ӑмӑртса шутлаҫҫӗ.Только иволги нарушают тишину да кукушки наперебой отсчитывают кому-то непрожитые года.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тен тата иккӗшӗ те акӑш-макӑш пысӑк заводсен чи аслӑ инженерӗсем пулӗҫ, вара хӗрлӗ ялав илессишӗн ӑмӑртса та пӑхӗҫ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.