Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫӗсенчен (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн матрос ҫав ҫын патне ҫурӑм енчен ишсе пычӗ, пӗр аллипе унӑн ҫӳҫӗсенчен ярса тытрӗ — юрать-ха, лешин кӑтра ҫӳҫӗ вӑрӑм, — тепӗр аллипе лешин аллисене вӗҫертме пуҫларӗ.

Подплыл наш матрос к тому человеку со спины, вцепился рукой ему в волосы благо кудри густые да длинные, — а другой давай пальцы его разжимать.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Джузеппе Карлона кӑвак ҫӳҫӗсенчен ярса илчӗ.

Джузеппе схватил Карло за седые волосы, росшие около ушей.

Калаҫакан вут сыппине Джузеппе хӑйӗн тусне Карлона парнелет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Смурый мана Сергейпе Максим аллисенчен туртса илчӗ, вӗсене ҫӳҫӗсенчен тытса пуҫӗсемпе шаклаттарчӗ те аяккалла тӗртсе ячӗ, — вӗсем иккӗш те кайса ӳкрӗҫ.

Смурый выдернул меня из рук Сергея и Максима, схватил их за волосы и, стукнув головами, отшвырнул, — они оба упали.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Алӑсем те тунсӑхлаҫҫӗ: халӗ хамӑн пӗчӗк ачамсене тытасчӗ те, вӗсене ҫӳҫӗсенчен, пичӗсенчен лӑпкаса ачашласчӗ, мачча патне ҫитиех ывӑтасчӗ, вӗсем иккӗшӗ те ҫухӑрса янине илтесчӗ: ҫӳлелле вӗҫекенни хӑранӑ пек пулать, ҫапах та хавассӑн кӑшкӑрать, ман ҫывӑхра урайӗнче сиккелесе тӑраканни — хӑйне вӗҫме черет ҫитессе кӗтсе, тӳсӗм ҫитменнипе ҫуйӑхать…

Соскучились руки: хорошо бы подхватить малышей, потрепать по волосам, по круглым щекам, подбросить к самому потолку, услышать, как оба они визжат: тот, что летит кверху, — от восторженного испуга, тот, что подпрыгивает возле меня на полу, ожидая своей очереди лететь, — от счастливого нетерпения…

11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пичӗ кӑна темӗнле тарласа тӑрать ун, шыҫмак питлӗ вӑл, ҫавӑнпа та ун пӗчӗкрех кӑвак куҫӗсем аран ҫеҫ курӑнаҫҫӗ (сӑра ӗҫсе тултарнипе шыҫӑнса кайнӑ тейӗн ӑна), питӗ таса мар вӑл, ҫуланса ларнӑ сайра ҫӳҫӗсенчен пуҫласа темӗнле горностай тирӗнчен ҫӗлетнӗ туфли тӑхӑнса янӑ урисем таранах таса мар, ҫавӑнпа кӑна кӑмӑла пистерет вӑл.

Неприятна была в нем только какая-то потность и опухлость всего лица, скрывавшая почти маленькие серые глаза (как будто он весь был налит портером), и чрезвычайная нечистоплотность — от жидких масленых волос до больших босых ног в каких-то горностаевых туфлях.

9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Приют картишне кӗрес умӗн асламӑшӗ Серёжӑна ҫавӑркаласа пӑхнӑ, кӗпине турткаласа тӳрлетнӗ, унтан шакла касса янӑ ҫӳҫӗсенчен шӑлса илнӗ.

Перед тем как войти в приютский двор, бабушка оглядела Сережу, одернула на нем рубашку и погладила рукой гладко остриженную голову.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Пӗр-ик утӑмрах Кавӗрле шалча пек пиҫӗреххине, вӑтам кӗлеткеллине ҫӳҫӗсенчен ҫавӑрса илнӗ те, — Ку ял тислӗкӗсен чӑптишӗн, ку пуринпе те хуҫа пулма пӑхнишӗн, — тесе пӗр-пӗрне ҫамкисемпе шан та шан тутарать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Мӗнешкел ыра шӑршӑ кӗрет ҫак ачасен ҫӳҫӗсенчен!

Как пахнут волосы у этих детишек!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинйӑн йӗпе ҫӳҫӗсенчен кӑмӑла хумхатса илентерекен шӑршӑ кӗрет.

От мокрых Аксиньиных волос тек нежный, волнующий запах.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах ҫак вӑхӑтра пӗр вӑйлӑ алӑ ачан хӗрлӗ те шӑрт пек ҫӳҫӗсенчен ярса тытрӗ.

Но в это время сильная рука вцепилась в его рыжие и щетинистые волосы.

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ҫавӑнтах мӗн вӑй ҫитнӗ таран темтепӗр хӑтланма тапратрӗ: арҫын ачасене чышкаларӗ, ҫӳҫӗсенчен туртрӗ, пит-куҫӗпе мӑшкӑла-мӑшкӑла кӑтартрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, — хӗр чунне мӗнле илӗртме пулать, хӗр мӗне ырлама пултарать, ҫавсене пурне те тума тытӑнчӗ Том.

В следующую минуту он уже старался из всех сил: колотил мальчишек, дергал их за волосы, строил рожи, — словом, делал все возможное, чтобы очаровать девочку и заслужить ее одобрение.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней