Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрерӗҫ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах вӗсем юлташла кӑна ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах юлашки вӑхӑтра шкул ҫывӑхӗнче сигуранцы агенчӗсем пӗрехмай ҫӳрерӗҫ, ҫавӑнпа та хулапа ҫыхӑну тытма ирӗксӗрех вӑхӑтлӑха чарӑнма тиврӗ.

Но вокруг школы с некоторого времени то и дело сновали агенты сигуранцы, и связь с городом была прервана.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Жестянщиксем аслӑ пӳлӗм тӑрӑх чӑн-чӑн хуҫасем пек уткаласа ҫӳрерӗҫ, хӑнасене вырнаҫтарса лартрӗҫ, мастерскоя йӗркене кӳртсе, «сценӑсемпе» «декорацисем» хатӗрлерӗҫ.

Жестянщики расхаживали по помещению с хозяйским видом, рассаживали гостей, наводили порядок то тут, то там, устраивали «сцену» и «декорации».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пур ҫӗрте те сигуранца агенчӗсем йӑпшӑнса ҫӳрерӗҫ.

Повсюду рыскали агенты сигуранцы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эй, мур илесшӗ, — ятлаҫрӗ кайран Йӑкӑнат, — ара, хурсем тырӑ ҫинче ҫӳренӗшӗн мӗн пулать, виҫӗмҫул та, пӗлтӗр те чиперех ҫӳрерӗҫ, пирӗн кӑна та мар, Лявуксен те, ҫав хылчӑклӑ тырӑ пучаххисене ҫиме хурсем ухмах та мар.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Тепӗр кун вӗсем кунӗпех вӑрманта ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗнер вӗсем кунӗпех вӑрманта ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне йӑпатмалли сӑмах та тупаймасӑр чӗмсӗрленсе ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене ир-ирех ҫӑл патне аннӑ хӗрарӑмсем тупса, килтен киле салатса ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем Миххана хур кӳме хӑйнӑ паттӑр ятне пӗлесшӗн ҫунса ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртнӗ каҫ вӗсем иккӗшӗ, хальчченхи пекех, улӑхсенче ҫӳрерӗҫ, килне те хӑех ӑсатса хӑварчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене район ертӳлӗхӗ Владимир Яковлев тата Андрей Тихонов йышӑнса ертсе ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Килте ӗҫ ытлашши нимех те пулмарӗ, вара вӗсем арӑмӗпе иккӗш темиҫе кун вӑрмана ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай кӑҫал хӗлле килте сахал пурӑнчӗ — Шупашкара тимӗр илме кайсан тӗл пулса паллашнӑ Кӗпӗрьянпа иккӗшӗ вӗсем кӳршӗ ялсенче кӑмака туса ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна тупас тесе вырӑс ялӗсене кӗре-кӗре тухрӗҫ вӗсем, сӗм вӑрманта чылай суптӑркаса ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыран Атӑл хӗррине тухатпӑр тенӗ чух мӑрсасем ялтан яла ҫӳрерӗҫ, выҫлӑ-тутлӑ пурӑнса халтан кайнӑ халӑхпа калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем никам хушмасӑрах кӳршӗ ялсене кайса ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килти вӑй питти арҫынсем, уйра та вӑрманта ӗҫлес вырӑнне, вӑрҫӑ сехмечӗпе ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан тулашӗнче ут утланса, вӑрӑм сухалӗсене кисретсе вӗҫтерсе кӑна ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней