Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан иккӗшӗ те таҫта кайса ҫӳрерӗҫ — ир каяҫҫӗ те сӗм ҫӗрле тин таврӑнаҫҫӗ.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Пӗр икӗ эрне кӗрхи пӗлӗт тӗслӗ пулса ҫӳрерӗҫ Михал Михалчпа Раиса Ивановна.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Кремль тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрерӗҫ.
Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628
Вӗсем уҫланкӑ хӗррипе уткаласа ҫӳрерӗҫ, кӑтра тӑрӑллӑ лутра йывӑҫсем ҫине пӑхрӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ӗнесем малтан ҫырман ял енчи тӑвайккинче ҫӳрерӗҫ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Сӗм вӑрмансенче, ҫын иртейми чӑтлӑхсенче пӑлхавҫӑсен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫӳрерӗҫ, вӗсем тискер майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрчӗҫ, пуянсене, пупсене тӗп турӗҫ, патька-патша тепре килессе ӗненсе пурӑнчӗҫ.
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Малтанласа чиперех ҫӳрерӗҫ вӗсем.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем Аванкайпа шурсухалсенчен юлмарӗҫ, пурне те курас тесе вӗсен хыҫҫӑнах ҫӳрерӗҫ.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вунӑ-вунпилӗк ҫын сехет ытла таврара учӗсене вирхӗнтерсе ҫӳрерӗҫ.
Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем килтен-киле ҫӗмӗрсе ҫӳрерӗҫ, ҫынсене лаппа хӑвала-хӑвала тухрӗҫ, тарма тӑнисене ҫака-ҫака хучӗҫ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тискер патша ҫарӗсем пӗтӗм чӑваш ялӗсем тӑрӑх выҫ кашкӑр пек урса ҫӳрерӗҫ, Аванкая тытасшӑн пулчӗҫ.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫитменнине тата вӑйӑ хуҫи шурсухалсем те кансӗрлесех тӑчӗҫ, кам та пулин хӗрсен картине ан пӑстӑр тесе, ун-кун пӑхкаласах ҫӳрерӗҫ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унта вӗсем кӗлтума ҫӳрерӗҫ, аслӑ турӑсене пуҫҫапрӗҫ, чӳк турӗҫ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнпах ӗнтӗ Кирукпа Федя таврари вӑрмана кайса ҫӳрерӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кун хыҫҫӑн ачасем те темиҫе кун хушши кӑшкар ути, кӗпҫе татма ҫӳрерӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫимелли ҫуккипе Кирукпа Санюк кӑмпа татма ҫӳрерӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫак илемлӗ ҫанталӑкра Кирукпа Санюк кӑнтӑрлаччен хыр вӑрманӗнче хавасланса чупса ҫӳрерӗҫ, кайӑк юррисене итлесе савӑнчӗҫ, чечексем пухрӗҫ ашшӗ ӗҫленӗ квартала ҫитсе килчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑл вӑхӑтра вӗсем пахчара выляса ҫӳрерӗҫ.
Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.
Тӳпере малтанах йывӑр хура пӗлӗтсем шуҫкаласа ҫӳрерӗҫ, хӗвел те, кӗркунне ҫитнине систерес тенӗ пек, кӑшт ҫеҫ пуҫне кӑларса пӑхрӗ те каяллах тӗттӗм каркӑҫ айне пытанчӗ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӗпӗсем, хӑйсене сарайне хӑваланине пӗлмесӗр, тӗлсӗррӗн тӗпӗртетсе ҫӳрерӗҫ, ҫумӑрӑн пӗрремӗш тумламӗсем ӳккелеме пуҫласан кӑна хӑш-пӗр чӗпписем хӳшӗ айнелле чавтарчӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.