Поиск
Шырав ĕçĕ:
Володя ташлама питӗ нумай ҫӳрерӗ, атте те хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗпе пӗрле балсене час-часах кайрӗ; анчах мана е ытла ҫамрӑк, е унашкал йӑпанусене ҫӳреме пултараймасть тесе шутларӗҫ пулмалла, балсем тӑвакан килйышсемпе мана никам та паллаштармарӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Атте пиртен именнӗ пек тата айӑплӑ пек пулнине курасси маншӑн йывӑр пулчӗ, эпӗ ун патне ҫывхарах пытӑм, анчах Володя, туртма чарӑнмасӑр, пуҫне усса, ҫаплах пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрерӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана ним те каламарӗ, анчах пӗр сӑмах шарламасӑр пӳлӗмре вӑрах утса ҫӳрерӗ, каҫару ыйтса тархаслакан сӑнпа сайра хутрӑн ман ҫине пӑхкаларӗ, унтан сӗтелтен тетрадь кӑларчӗ, ун ҫине те ҫырчӗ, сюртукне хывса, ӑна тирпейлӗн хуҫлатса хучӗ, турӑш ҫакӑнса тӑракан кӗтессе пычӗ, хӑйӗн пысӑк шурӑ аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытрӗ те кӗлтума пикенчӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйне инкек килсе тухнишӗн кама та пулин айӑплама шутланӑ пулас вӑл, ҫавӑнпа сехӗрлентерӳллӗ сӑмахсем каларӗ, такама акӑш-макӑш ҫиленсе юнарӗ, кресло ҫинчен сике-сикӗ тӑчӗ, пӳлӗм тӑрӑх сарлака утӑмсемпе хӑвӑрттӑн утса ҫӳрерӗ, унтан тӑнне ҫухатса, йӑвана-йӑвана кайрӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темӗнле уҫӑмсӑр туйӑма путарма тӑрӑшса, вӑл Боянӑран текех пӑрӑнса ҫӳрерӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Отряд унӑн тӑван ялне кӗрсен, вӑл ялан пекех патрульте ҫӳреттерме ыйтрӗ, вара ял тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗ пек пӗр чӗнмесӗр, салхуллӑн, никама та сывлӑх сунмасӑр, хӑйӗн тантӑшӗсем ҫине пӑхмасӑр утса ҫӳрерӗ.
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑй вара вӗҫӗмех ручной пулемета йӑтса ҫӳрерӗ, пачах та улшӑнмарӗ, ҫапӑҫура ҫеҫ ӑна пулеметчике пачӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫурӑма кӑтӑкларӗ те хӑех вӗҫсе кайрӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
«Хӑюлли» катера шыв айӗнчи чулсем ҫине илӗртсе кӗртесшӗн, ӑна сӑмсипе пырса тӑрӑнтарасшӑн тата хӑйӗн хӳрине пырса тӗкӗнтересшӗн пулса, вӑл икӗ утрав тавра ҫаврӑнса ҫӳрерӗ, пӗр сӑмахпа каласан, тем те пӗр аппаланса пӑхрӗ, — ҫавнашкал господасем унсӑр нихҫан та ҫырлахмаҫҫӗ-ҫке.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Сӑмах майӗн каласан, вӑл кӑштах лӑпланчӗ, — тепле пулсан та, вӑл кунӗпех ман хыҫҫӑн ҫӳрерӗ, анчах хӑй нимех те каламарӗ, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ: «Ҫапла-а… ну, пулчӗ те япала…» текелерӗ ҫеҫ.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Нарышкин килхушши тӑрӑх кӑштах уксахласа ҫӳрерӗ, унтан крыльца ҫине вырнаҫса, хӑй умӗн тӳррӗн пӑхса ларчӗ.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Владимир Михайлович пирӗнпе пӗрле вӑрман тӑрӑх тата нумай ҫӳрерӗ, вӑл унта хӑйӗн килӗнчи пекех пулчӗ, кайӑксем, йывӑҫсем, чечексем, вӑрманти тискер кайӑксен йӑлисем, сунарҫӑсен паллисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах, чӗрӗ лӗпӗшсене тытнӑ пекех, чечексене тыткаласа пӑхрӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑйӗн кабинетне питӗрӗнсе ларнӑ Кэмби тем пысӑкӑш паллас тӑрӑх пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтеселле чылайччен уткаласа ҫӳрерӗ.Запершись у себя в кабинете, Кэмби долго ходил по огромному ковру из угла в угол.
«Дракон» хӑйӗн чунне сутать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑйӗн юлташӗсене чылайччен унталла та кунталла ертсе ҫӳрерӗ Кэукай, ҫапах та ҫил вӗрсе тасатнӑ юхан-шыв ҫулне тупрӗ-тупрех!
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Ҫапла ҫав, Мэнгылю кунти пурнӑҫ ҫинчен каласа панах вӗсене, паллах, хам хушнӑ пек, суйнӑ ӗнтӗ. Манпа тӗл пулни ҫинчен те, манран кунти выҫлӑхпа чир-чӗрсем ҫинчен усал хыпар илтнине те каласа панӑ пулӗ. Нутэскинпа Чумкель илтмесӗр пулманах ӗнтӗ», — тесе пӗрмай шухӑшласа ҫӳрерӗ вӑл.
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Экэчо Чочой куҫ тӗлне пулас мар тесе сыхланса ҫӳрерӗ, анчах Аляскӑран тарса килнӗ ача хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен кала-кала панӑ хыҫҫӑн пӳртрен пӳрте, ярангӑран ярангӑна мӗнле сӑмах ҫӳренине тимлӗн итлесе пурӑнчӗ вӑл.
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой хӑйсен яранги тавра чылайччен пӗр тӗлсӗр уткаласа ҫӳрерӗ, унтан вара, негр Джим пӳрчӗ патне пырса, пӗчӗкҫеҫ чӳречерен пӑхрӗ.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӑн та, чӑрсӑрланни-туни е кӑшкӑрашни пулмарӗ ун, анчах пӗрмай: «Чӗре чулланса ларсан, чулпа усӑ курнӑ пекех усӑ курма пулать унпа», — тесе ҫӳрерӗ.
Гоомо таврӑнчӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫӗрле вӑл нумайччен Кэмби ҫурчӗ патӗнче ҫӳрерӗ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗррехинче Чочой каҫченех калаҫмасӑр ҫӳрерӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Тома пӳрт хыҫне чӗнсе илчӗ те, кукленсе ларса, вӑрттӑн калаҫма пуҫларӗ: — Итле мана, лайӑх итле!.. — терӗ вӑл.
Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.