Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреймест (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк хӗрӗн, чипер хӗрӗн, ун пек пурӑнмалла мар; вӑл ыттисем пек лайӑх тумланман пулсан, укҫа-тенкӗ ҫитмен пирки чаплӑ ҫӳреймест пулсан — ку вӑл юрӑхсӑр.

Не так следует жить молоденькой, не так следует жить красавице; это не годится, когда она и одета не так хорошо, как другие, и не блестит, по недостатку средств.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть.

Ему, сукину сыну, на базу кизек летом нарезать некогда, лень вперед него родилась, залипает ему, а того не разумеет, что будылья, ежели резать одни шляпки на подсолнухе, будут снег держать, промеж них ветер не разгуляется, снег не унесет в яры.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ут утланса малалла вирхӗнме ҫуралнӑскер ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест!

Рожденный скакать - ползать не может!

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Анчах кайран хӑйсемех, ӗмӗрхи кӑмӑл-сипетлӗх саккунне хирӗҫ каяйманнине ӑнланса Люба пирки: «Влаҫ пичет пуссан качака пек сиксе ҫӳреймест», - теҫҫӗ…

Помоги переводом

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Сӑмахран, «Запорожец» темле тӑрӑшсан та «Мерседес» хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳреймест.

К слову, «Запорожец» при всем желании не сможет сравниться по скорости с «Мерседесом».

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней