Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрелле (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхса тӑрать ав вӑл, усал тӗлӗк пек, ҫӗрелле, сап-сарӑ куҫӗсене вылятать, мӑйракине силлет.

Ишь, уставился на Ухтивана своими желтыми глазищами и грозно взмахивает рогами.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те чирлесе ӳкнӗ Яриле, те пуҫӗ патне сӑра пынӑ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ та урисене ҫӗрелле усса вырӑн ҫинче хӑяккӑн выртать.

Яриле — то ли расхворался, то ли пиво ударило ему в голову, — весь раскрасневшись, неловко привалился на топчане, свесив ноги на пол.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алли те тӗк тӑмасть: пыр ҫыххине тытса пӑхать, ҫӗрелле лашт усӑнать…

Руки его тоже не находят покоя — они то развязывают или завязывают тесемки ворота, то резко опускаются вниз…

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ лӑштӑрах ҫӗрелле хутланса ларчӗ.

Тот — больше, конечно, из притворства — так и сжался под тяжестью его руки.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутине тутри вӗҫӗпе хупласа та ҫӗрелле пӑхса Ухтивана Чӗкеҫ инке те пырса алӑ тытрӗ.

Смущенно прикрывая уголком платка губы и глядя в землю, Чегесь протянула Ухтивану худую, почерневшую от повседневной работы руку.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӗ юлашки темиҫе тӗп те йыт пырши пек кӑна; шучӑ тӑрӑх икӗ чавса ҫӳллӗш хӑпарнӑ та малалла ӳсме хевте ҫитереймесӗр пуҫӗсене ҫӗрелле уснӑ.

А сейчас даже эти несколько корней поднялись от земли на какой-то аршин и безжизненно свесили свои головки, не в силах больше карабкаться вверх.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Куратӑн-и? — терӗ те Ивук ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ.

— Видишь? — пригнувшись, Ивук указал в сторону моста.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малтанхи кунсенчех Натали статс-дама ҫумӗнче хӑй пансионра вӗренекен пек тытатчӗ: хӗрелсе каять, ҫӗрелле пӑхать.

В первые дни Натали тоже ощущала себя рядом с ней воспитанницей пансионата, то и дело заливаясь краской и пряча взгляд в землю.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлетӗп: ирӗклӗ тӑрна. Тен, ӑшӑ ҫӗрелле вӗҫетӗн, Шыратӑн хӑвӑн ҫӑлтӑрна?»

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл хӑех сисрӗ, ун пичӗ халь вӑтаннӑ хӗрача пичӗ евӗр ҫиҫсе тӑрать, кӑна палӑртас мар тесе каччӑ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем тупайман ҫӗмӗрте пуҫтарам пекки туса ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӗсем ахаль те нумай шӗкӗлченӗ кунта, ҫавӑнпа ҫупкӑмӗсем пӗчӗк, — терӗ Левентей, ҫӗрелле анса.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ҫырла татнӑ чухнехи пек ҫӗрелле хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗшкӗнеҫҫӗ, келте хума ҫӳренӗ май пӗрре малалла, тепре каялла чупкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӗнтӗ чӑннипех ывӑннӑ, унӑн часрах ҫамрӑксем хушшинчен ирӗкелле, хӑйне кӗтнӗ ҫӗрелле тухас килет.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗрешӳ пӗр самант хушшинче вӗҫленчӗ — Галимджан чӗркуҫҫине хутлатрӗ, аялалла анчӗ, Мӗтри ҫӗклесе илме тытӑнтӑр тесе ун айнерех кӗчӗ, Мӗтри ӑна пӗтӗм вӑйран ҫӗклесе илме тӑчӗ, анчах кӑшт каярах юлчӗ те, Галимджанӑн хурҫӑ пек карӑннӑ аллисем ӑна хӑйне ҫӳле ҫӗклесе ҫӗрелле тӑрслаттарчӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мӗнле педаль ҫине пусрӗ-тӗр, трактора мӗнле чарма пултарчӗ-тӗр — ӑна нимӗн те астумарӗ, хура питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илсе, ҫӗрелле сикрӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл хӑйсен ҫывӑхӗнче бригада ӗҫленӗ ҫӗрелле пӑхса тӑракан Зейнаба чӗнет:

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑмсем ун ҫине те мар, Акатуйне кайнӑ юланутҫӑсене кӗтнӗ пек, анлӑ хир леш еннелле, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ евӗр туйӑнакан ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Катрам Иванӗпе колхозниксем Ятман хыҫҫӑн пӗве чавнӑ ҫӗрелле утрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сӑмаха урӑх ҫӗрелле пӑрчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укҫалла килӗшнӗ шофер унӑн тем пысӑкӑш ещӗкӗсене аран — аран ҫӗклесе ҫӗрелле антарнӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней