Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗлӗк (тĕпĕ: ҫӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шинелӗ — вӑрӑм, ура тупанӗ таранах, юбка пек, пуҫӗ ҫинче — хура така тирӗнчен ҫӗленӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫаврака ҫӗлӗк, погонӗсем ҫинче — пӗчӗк йӗнер пускаҫӗсем урлӑ — хӗресленнӗ икӗ хӗҫ кӗлетки, атӑ кӗлисем ҫинче — шпорсем, юлашкинчен — ҫар ҫыннине илем кӳртекен чи чаплӑ япала — ҫурӑмӗ хыҫнелле уртса янӑ хӑмаҫ пек хӗрле башлык пулнӑ.

Шинель – длинная, до пят, как юбка; круглая кубанская шапка чёрного барашка с красным верхом; погоны с маленькими стременами, перекрещёнными двумя клинками; шпоры и, как венец всего этого воинского великолепия, ярко-алый башлык, небрежно закинутый за спину.

9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хайхи маскхалата сиртӗмӗр те, вӑл пирӗн ҫӗлӗк ҫинчи ҫалтӑрсене асӑрхарӗ пулас.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Унӑн ҫемҫе ҫӗрӗнчен ҫӗлӗк пысӑкӑш чӗрӗп ҫакланнӑ.

На его мягкое место величиной шапки зацепился ёж.

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана».

Весною — снег уже стаял — отец поднялся, дня два походил по хате, а на третий, гляжу, он надевает ватный сюртук и папаху, говорит мне: «Пойди, Ванятка, подседлай мне кобыленку».

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней