Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать

Автор: Аҫтахар Плотников

Источник: https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Добавлен: 2017.06.15 12:02

Предложений: 22; Слово: 231

Тип текста: Статья

По-русски Тема: Культура

«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ. Те хамӑр халӑхрах ҫуралнӑ, те ыттисенчен йышӑннӑ, анчах ӑна пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм. Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ. Шыраса пӑхрӑм вара. Вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ пӗр халап тупӑнчӗ, ҫавна сире чӑвашла каласа парас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Хайхи пасар вӑхӑтӗнче вӑрӑсем ытла вӑйлӑ алхасма пуҫланӑ тет. Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ. Те нумаййӑн, те пӗччен аппаланаҫҫӗ — пӗлме май ҫук, ытла та ӑста ӗҫлеҫҫӗ. Хайхи халӑх аптӑраса ӳкнӗ те пӗр шурсухал патне вӑрра тытмалли меслет пирки канаш ыйтма кайнӑ. Лешӗ пулӑшма килӗшнӗ, анчах пысӑк пасар вӑхӑтне кӗтме ыйтнӑ.

Вӑхӑт шунӑ та шунӑ, тинех вара аслӑ пасар кунӗ ҫитнӗ. Пӗрисем сутнӑ, теприсем туяннӑ. Пасарта суту-илӳ хӑйӗн йӗркипе пынӑ. Хайхи шурсухал та унта ҫитнӗ тет. Шӑп та чи хӗрӳ вӑхӑтра сасартӑк пӗтӗм пасар илтмелле «Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать!» тесе кӑшкӑрса янӑ тет. Ҫакна илтсен темиҫе ҫын тӑруках пуҫӗсенчи ҫӗлӗкӗсене ярса тытнӑ тет. Ҫапла май вара кам-кам вӑрӑ пулнине халӑх лайӑх тупса палӑртнӑ тет.

Ку ваттисен сӑмахӗ мӗне пӗлтерет-ха? Вӑрӑ темле ӑста пулсан та, хӑйӗн хура ӗҫне темле пытарма тӑрӑшсан та ҫав-ҫавах хӑйӗн ӑшӗнче ӑна кам та пулин тупса палӑртассинчен хӑраса пурӑнать. Шиклӗх унӑн чунӗнче тарӑн тымар ярать. Ҫавна май пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан шиклӗх туйӑмӗ чи малтан унра палӑрать те.

Сайт:

 

Статистика

...подробней