Поиск
Шырав ĕçĕ:
Папки тухманшӑн ҫуркунне мар, ҫӑка хӑй айӑплине, ҫӑкан хӑйӗн тымарӗсем ҫӗрсе пӗтнине, ҫавӑнпа вӑл Ҫӗр-аннерен сиплӗ сӗткен илейменнине, сӗткенсӗр, ытти йывӑҫ пекех, вӑл та, Киремет ҫӑки пулсан та, ешерме пултарайманнине каласа ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
15. Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекен — инкеке кӗрекен; ҫӑка кӗнине сивлекен — шанчӑклӑ пурӑнакан.15. Зло причиняет себе, кто ручается за постороннего; а кто ненавидит ручательство, тот безопасен.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Турӑ, мана Хӑвах пулӑшсамччӗ, маншӑн ҫӑка кӗрсемччӗ! унсӑрӑн маншӑн кам ҫӑка кӗрӗ?3. Заступись, поручись Сам за меня пред Собою! иначе кто поручится за меня?
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑпарса ҫитсен, упа ту хысакӗпе ҫӑка хушшине вырнаҫса тӑчӗ, урисемпе хысакран тапса ҫӑкана ҫурӑмӗпе мекӗрленсех тӗртме тытӑнчӗ.
Яка пыр // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 36–37 с.
Вӗрен-кантра сутса, укҫа нумай тума май пулнӑ, ҫавӑнпа колхозниксем час-часах ӗҫрен пӑрӑннӑ, вӑрмана кайса, ҫамрӑк ҫӑкасене каснӑ, ҫӑка хуппине сӳсе, мунчала шӳтернӗ, вара унтан вӗрен явнӑ.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӑка айӗнче уҫӑ та лӑпкӑ; сулхӑна вӗҫсе кӗрекен шӑнасемпе пыл хурчӗсем те майӗпен сӗрленӗн туйӑнать; ӗнчӗ тӗслӗ вӗтӗ те таса, ем-ешӗл курӑк чӳхенмест; вӗсен ҫӳлӗ тунисем, тӗлӗнсе хытса кайнӑ пек, ним хускалмасӑр лараҫҫӗ; ҫӑкан аялти турачӗсем ҫинчи сарӑ ҫеҫкесен пӗчӗк ҫупкӑмӗсем чӗтренмесӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Килте Катерина Санькӑна хӑй вырӑнӗ ҫине вырттарчӗ, ҫӑка чечекӗ вӗретсе ӗҫтерчӗ, витӗнкӗҫпе витрӗ, унтан яланхи йӑлипе пӳртне-ҫуртне тирпейлеме тытӑнчӗ.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пулӑ тытрӗ, вӑрмана ҫӳрерӗ, ҫӑка хуппине пӗвере йӗпетсе мунчала туса кантӑра яврӗ.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пысӑк йывӑҫ чашӑкра йӳҫӗтнӗ панулмисем тӑп-туллиех пулин те, чӳлмекри ҫӑка пылӗ хытса ҫитнипе саррӑн курӑнать пулин те, вӗсем, Федя хӑйсем ҫинчен начар ан шухӑшлатӑр тесе, нихӑшне те астивсе пӑхмарӗҫ, хӑйсем мӑнкӑмӑллӑн: — «Тавтапуҫах, ӗҫрӗмӗр те, ҫирӗмӗр те» терӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ӗлӗкхи Энск вокзал ҫурчӗ патне тухакан ҫӑка лартса тухнӑ анлӑ ҫул пӗтрӗ те, мӗншӗн тесен, бульвара тухсанах катара эпир темле тӗттӗм корпуссем куртӑмӑр, ҫӳлте ун тӑрринче хӗрелнӗ тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам ҫур ҫула яхӑн пурӑннӑ хулана эпӗ малтанхи хут куртӑм, ҫӑка йывӑҫҫи лартса тухнӑ пӗр урам кӑна курӑнатчӗ пулин те, пӗтӗм М-ов хули мӗнле иккенне пӗлме пулатчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирӗ калама та ҫук илемлӗ пулнӑ, хӗвелӗ кӗрхи уҫӑ сывлӑшпа саралнӑ ҫӑка тӑррисене ҫутатнӑ.Утро было прекрасное, солнце освещало вершины лип, пожелтевших уже под свежим дыханием осени.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пристань халӗ леш енче, ку енче — бульвар, унта ҫӑка лартса тухнӑ.Пристань теперь на другом берегу, а на этом – бульвар, засаженный липами,
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫырма леш енче, инҫетре пуҫӗсене шывалла сӗнксе тӑракан йӑвӑ ҫӑка тӑррисем витӗр, крепоҫри тата ялти ҫуртсенчи хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, Кисловодскри сывлӑш савӑшас енне туртать пулас, ҫавӑнра, имӗш, Машук патӗнче пуҫланнӑ романсем пурте кунта хӑйсен вӗҫне ҫитеҫҫӗ-мӗн, чӑнах та, кунта пур ҫӗрте те улах вырӑн, ем-ешӗл тусем хушшипе шавлӑн кӑпӑкланса сиксе юхакан шыв хӗрринчи ҫӑка аллейисен чӑтлӑхӗ те, урлӑ та пирлӗ ҫӗкленекен тӗксӗм ту хушшисем те, кӑнтӑрти ҫӳллӗ курӑкпа та шурӑ акаци пӑсӗпе тулнӑ техӗмлӗ сывлӑш та, лапӑ вӗҫӗнче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, Подкумок енне ут-вӗттин сикекен сулхӑн шывсен тӗлӗнмелле ытарайми сасси те — пурте юмахри пек туйӑнать.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗрле, 11 сехет тӗлнелле, эпӗ бульварти ҫӑка аллейине уҫӑлса ҫӳреме тухрӑм.Поздно вечером, то есть часов в одиннадцать, я пошел гулять по липовой аллее бульвара.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий ӑна сӑртран анса бульварти ҫӑка хушшине кӗрсе ҫухаличченех пӑхса ӑсатрӗ…
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Июнь уйӑхӗнчи каҫ ҫӑка тата чечекӗсене тӑкакан акацисен ырӑ шӑршипе тулнӑччӗ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953