Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24. пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25. ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26. вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29. вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара [сӑваплӑ] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа ҫиелти риза, ефодпа кӑкӑрлӑх тӑхӑнтарт, ефод ҫинчен пиҫиххи ҫыхса яр; 6. пуҫне кидар тӑхӑнтарт, кидарӗ ҫине тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка ҫыпӑҫтар; 7. унтан сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те унӑн пуҫӗ ҫине юхтар, ӑна ҫу сӗр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил, 2. тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер, 3. вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир вӗсенчен илме тивӗҫлӗ парнесем акӑ ҫаксем: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 4. сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм ҫӑм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон, качака [ҫӑмӗ], 5. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 6. ҫутаткӑҫ валли — йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫу сӗрмешкӗн тата тӗтӗрмешкӗн — ырӑ шӑршӑлӑх, 7. оникс чулӗ, ефодпа# кӑкӑрлӑх валли — харша лартмалли чулсем.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Эпӗ суя тӗнпе пурӑнакансене санӑн умӑнтан хӑваласа ярса санӑн ҫӗрне анлӑлатсассӑн,] Мана кӳнӗ парненӗн юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Мана кӳнӗ уяв парнийӗн ӑш ҫӑвӗ ирччен юлмалла мар.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Куккурус ҫӑвӗ юнри холестерин шайне чакарма пулӑшать.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Аптекӑра сутакан чул ҫӑвӗ /каменное масло/ витӗмлӗ: 5 грамм илсе 300 миллилитр шыва ямалла, пӗр кун лартмалла та лайӑх пӑтратмалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ.
Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html