Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвать (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулта аслати кӗмсӗртетет, ҫил-тӑвӑллӑ вӑйлӑ ҫумӑр юхтарса ҫӑвать.

За окном играла гроза и лил сильный дождь с ветром.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каҫ пулнӑ тӗле ҫумӑр юхтарсах ҫӑвать, урамсенче шыв кӗрлесе юхма пуҫлать, садсем ҫил-тӑвӑл чухнехи пекех шавлаҫҫӗ.

К ночи же непременно польет такое, что по улицам встанет вода, загремят потоки и зашумят, как в бурю, сады.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тулта юрлӑ-пӑрлӑ сивӗ ҫумӑр ҫӑвать.

Шел холодный, упорный дождь пополам со снегом.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Логовсем Лозневоя кӗтнӗ ӗнтӗ, хӑйсем пӑлханнине палӑртасшӑн мар пулса, вӗсем пурте вӗт-шакӑр ӗҫпе аппаланаҫҫӗ: Анфиса Марковна тирӗк-чашӑк ҫӑвать, Марийки нумаях та пулмасть шӑлса кайнӑ урайне тепӗр хут шӑлать, Фая темле ҫип сӳтет…

В доме Логовых уже поджидали Лозневого, и, как бывает в таких случаях, пытаясь скрыть волнение, все занимались мелкими, ненужными делами: Анфиса Марковна гремела посудой, Марийка подметала пол, хотя его подмели недавно, Фая распутывала какие-то нитки…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫумӑр вагон ҫине ҫаплах вӑйлӑн шапӑртаттарса ҫӑвать, алӑкран сулхӑн персе кӗчӗ, вара тӗттӗмрен Прохор мар, лачкам шыв пулнӑ темле хӗрарӑм вилнӗ ҫын мӗлки пек тухса тӑчӗ.

Дождь хлестал о вагончик с еще большей силой, веяло сыростью, и из темноты вышел не Прохор, а появилась, точно привидение, до нитки промокшая женщина.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫеҫенхир ҫийӗпе хӑвӑрттӑн иртсе кайрӗҫ, халӗ ӗнтӗ ҫумӑр таҫта тусем хушшинче ҫӑвать.

Водяная стена быстро пронеслась по степи, и дождь теперь уже разгуливал где-то за горой.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫумӑр мӗн чухлӗ вӑйлӑрах ҫӑвать, пирӗн чӗресем ҫавӑн чухлӗ хаваслӑрах пулма тивӗҫ.

Чем сильнее дождь, тем веселее должно быть у нас на сердце.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫумӑр ислетсе ҫӑвать.

Дождь лил как из ведра.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫумӑр ҫӑвать.

Шел дождь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ирхине ирех шурӑмпуҫпе сиксе тӑрса пит-куҫне сивӗ шывпа ҫӑвать те вӑл, тутӑрпа пӗркенсе, ҫара уранах выльӑхсем патне чупать.

Ранним утром на заре она вскакивала, обмывала лицо холодною водой, укутывалась платком и босиком бежала к скотине.

XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Клисурӑна ытти енчен те сӑрт-ту хупӑрласа тӑрать; вӑл хӑй валли тарӑн та ешӗл йӑлӑмра йӑва ҫавӑрнӑ, кунта улмуҫҫи пахчисемпе шӑлан тӗмӗсем нумай, пур енчен те сим ҫӑвать.

С других сторон Клисура огорожена холмами; она угнездилась в глубокой долине, утопающей в зелени, среди фруктовых садов и розовых кустов, наполнявших воздух благоуханием.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӑтранчӑк ҫырма урлӑ чӗркуҫҫи таран шыва путса каҫрӗ, шывӗ тилӗрсе юхатчӗ ӗнтӗ, урам варрипе иртнӗ чух сивӗ ҫил касса вӗрчӗ, ҫумӑр пите ҫапса ҫӑвать.

Она перешла, в воде по колено, через мутный ручей, внезапно превратившийся в бурный поток, и пошла дальше по площади навстречу ветру и дождю, хлеставшим ее по лицу.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫумӑр чӗреслетсе ҫӑвать.

Дождь лил как из ведра.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Садра мар, ҫумӑр ҫӑвать, нӳхрепре пуҫтарӑннӑ.

— Нет, идет дождь, собрались в подвале.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫумӑр чашлаттарса ҫӑвать.

Лил дождь.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юр ҫаплах ҫӑвать.

Снег все шел.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑпӑш юр ҫӑвать.

Порошил мелкий снежок.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юр татти-сыпписӗр ҫӑвать, тарӑн ашӑм ларта-ларта хӑварать, ҫавна пула ушкӑн та васкавлӑн пыраймасть, анчах вӑл ҫапах та малаллах шӑвать-ха, ав мӗнле чӑрмав та асӑрхамасть, чи пысӑк шухӑшӗ унӑн — тӑшмана тавӑрасси.

Снег валил непрерывно, намело большие сугробы, и это задерживало движение отряда, но он неуклонно шел вперед, не замечая препятствий, поглощенный одной мыслью — мстить.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫерҫи пуҫ пек шултра юр ҫӑвать.

Снег падал крупными хлопьями.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗчӗк шӑвӑҫ тазра Варя питӗ ҫепӗҫҫӗн Давыдов тельняшкине ҫӑвать, ун ҫумӗнче, арҫынӑнни пекех хулӑн сасӑпа калаҫса, стрепке тӑрать:

В простеньком железном тазу Варя бережно простирывала тельняшку Давыдова, рядом стояла стряпуха, говорила низким, почти мужским голосом:

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней