Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тусӗсене ӗмӗрлӗхех юратакан ҫынсенчен пӗри вӑл; унашкаллисем тусӗсене лешсем яланах кӑмӑллӑ пулнипе те мар, пӗрре юратса пӑрахнӑ ҫынран писесси — ӑна йӑнӑшпа юратса пӑрахнӑ пулсан та — ята яни пулать, тесе шутланӑшӑн юратаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗренме кӗресшӗн ӑмӑртакан ҫак япӑх пӗлекен ҫынран хам маттуртарах пулнине туйса, эпӗ йӑл кулмасӑр чӑтма пултараймарӑм, анализ патне ҫитнӗ хыҫҫӑн Иконин хальчченхи пекех йӑлтах аптраса ӳксе чӗмсӗрленсен, вара ман кулӑ йӗрӗннине те кӑштах палӑртрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла, ку чӑн-чӑн курайманлӑхӑн туйӑмӗ, вӑл пачах романсенче ҫырса кӑтартакан курайманлӑх евӗрлӗ мар, унашкал курайманлӑха, этеме усал тунинче киленӳ тупаканскерне, эпӗ ӗненместӗп, ку курайманлӑх хӑвӑр хисеплеме тивӗҫлӗ ҫынран нимпе чармалла мар пистерет, унӑн ҫӳҫӗнчен, мӑйӗнчен, уттинчен, сассинчен, ӳт-пӳ пайӗсенчен, мӗнпур хусканӑвӗсенчен йӗрӗнмелле тӑвать, ҫакӑнпа пӗрлех темле ӑнланмалла мар вӑйпа ун патнелле туртӑнтарать, вӑл мӗн тунисене пурне те канӑҫсӑр тимлӗхпе сӑнама хистет.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн юратӑвӗн мӗнпур вӑйне темиҫе ҫул хушши пӗтӗҫтерсе тӑнӑ ҫынран турӑ ӑна вӑрахлӑха мар уйӑрнине вӑл ҫирӗппӗн шанать.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кам эсӗ? — ыйтрӗ Уча хӑйсем патне пырса тӑнӑ ҫынран.Ты кто? — спросил Павле человека, который приблизился в эту минуту.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫынран илтнӗ сӑмахсем суя сӑмахсем вӗсем, эпӗ вӑл сас-чӳсене ӗненместӗп, — тенӗ Шигайбай.Слова, которые я услышал от других, это ложь, я не верю этим слухам, — сказал Шигайбай.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
500 ҫынран 19-шӗ тарса ӳкме пултарнӑ!
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ «пулӑҫӑ», Курильск утравӗсенчен ҫывӑхраххине ҫитсе, пулӑшу чӗнсе килмелле пулнӑ (тузик икӗ ҫынран ытлашши вырнаҫтарма пултарайман).
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Министр ҫамрӑк ҫынран вӑл камне, унӑн ашшӗ-амӑшӗсем камне ыйтса пӗлнӗ.Министр стал расспрашивать молодого человека, из какого он рода.
Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.
Ҫак сӑмахсене илтсен тата кӑмӑллӑ кулнине курсан, ачасем, темле-ҫке, ҫавӑнтах палламан ҫынран ютшӑнми пулчӗҫ.И от этой улыбки, от слов этих у мальчиков как-то сразу пропала враждебность к незнакомому человеку.
Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах Костинӑн «кавалерист пулса ҫуралнӑ» ҫынран уйрӑлас килмен.Но Костину не хотелось расставаться с «врожденным кавалеристом».
XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Павелӑн тискер хаярлӑхне вӑл государствӑшӑн кирлӗ тесе тӳрре кӑларма ҫук, унӑн деспотизмӗ ним шухӑшсӑр, чирлӗ ҫынран килекен, кирлӗ марскер пулнӑ; вӑл хӑйӗн генерал-прокурорӗ Обольяниновӗпе пӗрле кама асаплантарса ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ссылкӑна янӑ?
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Дрожки ҫинчен аннӑ чух вӑл извозчик аллине пӗр тенкӗ тыттарса хапхаран кӗрсе кайма тӑнӑ, анчах извозчик ӑна чарнӑ, вӑл хӑйне пилӗк пус панӑ пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа та: «Ҫук, барыня, епле юратӑр капла», тенӗ; анчах хӑйне пилӗк пус мар, пӗр тенке панине курсан та ҫухалса кайман, ҫав сасӑпах: «Икӗ ҫынран епле пӗр тенкӗ илме юратӑр-ха, сирӗнтен кӑвак хут илес пулать, матушка», тесе хунӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӗсем хыҫҫӑн вӑл хӑй те чупса тухнӑ пулӗччӗ, анчах ют ҫынран именчӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Шӑп кӑнтӑр тӗлӗнче, актёрсем кантӑра ҫине карнӑ утияла уҫнӑ, кашни ҫынран пӗрер кварта укҫа пухнӑ та, темӗнтепӗр кӑтартма пуҫланӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
«Ҫӗпӗр мӗнле унта, Инҫет Хӗвелтухӑҫ мӗнле?» — тесе ыйтрӗҫ Хабаровска самолетпа вӗҫсе килнӗ ҫынран.
21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Иртнӗ вӑхӑтсенчи хӗлсем питӗ хаяр пулчӗҫ: ҫӗр ҫынран ҫитмӗлӗшӗ выҫӑпа вилчӗҫ.А зимы перед этой были страшные — из ста гибло семьдесят от голода.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кусем диверси валли пилӗк ҫынран тунӑ групписен командирӗсем, Студниковпа Парамонов, пулчӗҫ.Это были Студников и Парамонов — командиры пятерок диверсионной группы.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ку ҫыру Украинӑри пӗр ырӑ ҫынран.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫӗр ҫынран ытла ҫапла хӑтарчӗ.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.