Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫӗ шӑпах, шухӑшлама чӑрмантармасть; вӗсене ҫывӑракансем ҫак сехетре вӑрӑм та хаваслӑ тӗлӗксем курнӑ пек, ҫывӑрманнисем вара ҫав тери вӑйлӑ ӗмӗтсемпе ҫунатланнӑ пек, ҫавӑнпа вӗсен шухӑшӗсене, кӗмӗл ҫутӑпа йӑл-тӑракан хура йывӑҫсене, ту тайлӑмӗн мӗлки ӑшӗнчен хӑйсене хирӗҫ пӗрин хыҫҫӑн тепри тухаканскерсене, сӗртӗннӗ пекех, алӑпа тӗкӗнме май килессӗн туйӑнчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн пурин ҫинчен те нумай, савӑнӑҫлӑн, чуна кӗрсе, унта хӗвел анас умӗнхи ҫутӑпа ҫуталса тӑракан пур туйӑмсемшӗн те такама тав туса калаҫас килчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ывӑннипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, анчах чӗринче тӗлӗнмелле лӑпкӑ пулчӗ, куҫӗ кӑкрине тултарса тӑнӑ ҫемҫе те ачаш ҫутӑпа ҫутӑлчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унпа юнашар тӑрса, амӑшӗ ӑшӑ та кӑмӑллӑ ҫутӑпа ҫутӑлнӑ куҫа курчӗ.Стоя рядом с ним, мать видела глаза, освещенные теплым и ясным светом.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Николай яланах йывӑр, тӳрккес ҫынччӗ, пур япала ҫине те салхуллӑн та тарӑхса, шанмасӑр пӑхатчӗ, халӗ вара ун куҫӗ ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ, ӗнентерсе, хумхантарса, тикӗс те ӑшӑ ҫутӑпа ҫутӑлса тӑрать…
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйӗн сывӑ чунӗ ҫакӑн пек ыйтнине сисмесӗрех парӑнса, вӑл хӑй халиччен курнӑ мӗнпур ҫутӑ та таса ӗҫе пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе, унран хӑйӗн пӗтӗм туйӑмне йӑмӑхтармалла ҫутӑпа ҫунакан ҫулӑм турӗ…
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сасартӑк пӗтӗм пӳлӗм куҫа ачашламан шурӑ ҫутӑпа тулчӗ, пӳлӗм варринче Людмила тӑра парать, вӑл пӗтӗмпех хура, ҫӳллӗ тӳрӗ кӗлеткеллӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Асамат кӗперӗ савӑнӑҫлӑ ҫутӑпа кулса тӑчӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Халӗ хӗвел ӑна ҫутӑпа, ӑшӑпа, илемлӗ тӗссемпе тултарчӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Валентина пӗлнӗ: кашни пӗрчӗре, пурнӑҫ тӗввин кӑшт ҫеҫ палӑракан путӑкӗ тӗлӗнче, ҫутӑпа сывлӑш лекнипе пурнӑҫ пуҫланать.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан вара «Могучий» те ҫутӑпа ҫавӑн пек сигналах пачӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫӑра та ҫил вӗрсе тӑракан тӗттӗмлӗхе шурӑ ҫутӑпа каса-каса, комбайн ерипен шӑвать.Медленно плыл комбайн, разрезая белыми огнями плотную и ветреную тьму.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӑлатукӑн яланхи пӗр пек сасси, сӑран шӑрши, пӗкӗрӗлчӗк ҫурӑм та ӗҫ, кӑвак ҫутӑпа пуҫласа ҫӗр варрине ҫитиччен пыракан каторгӑри пек ӗҫ.Однотонный стук молотка, запах кожи, согнутая спина и труд, каторжный труд от зари до глубокой ночи.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Эпир халӗ ҫӗнӗ турӑ ячӗпе — ҫутӑпа чӑнлӑх турри, ӑс-тӑнпа ырлӑх турри ячӗпе тухрӑмӑр!— Мы пошли теперь крестным ходом во имя бога нового, бога света и правды, бога разума и добра!
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах амӑшӗ сӑмахсем тупаймарӗ, ним калайманнипе асапланса, аллине сулса илчӗ, куҫне чӗри ыратнине палӑртакан ҫутӑпа ҫиҫтерсе, Павела питӗнчен пӑхрӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн ҫамки ҫинче, анӑҫри юлашки ҫутӑпа тавлашса, ылтӑн диадема ҫуталсах пынӑ тата ҫӳлелле ҫӗкленӗ аллинчи ҫутӑ кӑшӑлӗ йӑлтӑртатнӑ…
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Каҫалапа океана тӗттӗм хупӑрлама пуҫланӑ, кӑвак тӳпе тӗксӗмленнӗ, хумӗ вара темӗнле урӑхла ҫутӑпа ҫуталма пуҫланӑ, Тышла Матвейе чӑн малтанах карапӑн шӗвӗр сӑмси касса пынипе пулакан хумсем тинӗс ҫинчи тӗттӗмре ытла та ҫутӑ пулнине асӑрханӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӑй пурнӑҫне пурӑнса ирттернисене, пурнӑҫ хуҫнӑ ҫынсене Венецие кайма кирлӗ те мар: вӑл вӗсемшӗн пирвайхи кунсенче пурнӑҫлаймасӑр юлнӑ ӗмӗтсене аса илни пекех хурлӑхлӑ пулать, анчах кам чӗринче вӑй вӗресе тӑрать, кам хӑйне сывӑ туять, вӗсемшӗн Венеци ырӑ; ан тив, вӑл хӑй телейӗпе унӑн тӗлӗнмелле пӗлӗчӗ айне килтӗр — ҫав телей кирек епле ҫутӑ пулсан та, Венеци ӑна татах та нихҫан тӗксӗмленмен ҫутӑпа ҫутатать.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл начарланнӑ, ватӑлнӑ, шурса кайнӑ пӗкӗрӗлсе кӗнӗ; вӑл, пӗр чарӑнмасӑрах тенӗ пек, типӗ ӳслӗкпе ӳсӗрет, путса кӗнӗ куҫӗсем тӗлӗнмелле ҫутӑпа ялтӑртатаҫҫӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӑнтӑр енчи яланах йӑмӑх ҫутӑпа ҫутакан ҫӑлтӑрсем паян тӗтре витӗр аран-аран курӑнаҫҫӗ.Обычно яркие, южные созвездия сегодня еле просвечивали, точно сквозь газовую пелену.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.