Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑр ҫусан, тыр тӗшши сулмаклӑ та пирчев пулать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Анчах та стадионта ирттересси ҫанталӑк условийӗсенчен нумай килет, мӗншӗн тесен ҫумӑр ҫусан е ҫуркуннехи-кӗркуннехи вӑхӑтра юр ирӗлсе пӗтиччен кунта выляма майсем ҫукрах.
Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama
Ҫумӑр ҫусан пӗтӗмпех ҫӗртме пултарӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫумӑр ҫусан ҫӗре хӑех сӑрхӑнса анса каять.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хӗлле юр сахал ҫусан, ҫӗр шӑнса пӑрлана-пӑрлана ларать.
Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Эсир ӗнтӗ пӗлетӗр: ҫумӑр ҫусан пулакан пӗчӗк шывсемпе кӗрлесе юхакан шывсем юханшыва юхса кӗреҫҫӗ.Вы знаете уже, что ручейки и потоки, образовавшиеся во время дождя, постепенно стекли в реку.
Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Ҫумӑр ҫусан та.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
— Ҫумӑр ҫусан та-и?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫил тӑвӑл тухсан, ҫумӑр ҫусан та пытанса пулмасть.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8
«Ҫумӑр ҫӑвасшӑн пулас, — шухӑшласа илчӗ пуян. — Ку аван-ха. Никам та курмасть. Ҫумӑрӗ ҫусан йӗр те пӗтет…»
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Кушак питне ҫусан, хӑна килет», теҫҫӗ ваттисем Эпӗ хам ватӑлма пит васкаманскер, кӑшт урӑхларах каласшӑн: «Кушак кашта ҫине ларсан, ҫемьере хирӗҫӳ пулать», тесшӗн.
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.
Юр ҫусан кунта пушшех илемлӗ, епле урама тухмасӑр чӑтӑн?
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Алла — алӑ ҫусан, темӗн те тума пулать.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Ҫак тайкаланса чӗриклетекен, хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗн те пӗр курнӑ сӗтеле тӗрлӗ тӗслӗ чернилпа, сӑрсемпе, апат юлашкисемпе вараласа пӗтернӗ; ӑна кӗл тӑррипе ҫусан та тасатаймӑн, тасатасах тесен, тепӗр хут савалас пулать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тимофей Михайлович юрлӑ-пӑрлӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫусан та, е шартлама сивӗ, ирхине е кӑнтӑрла, каҫпа е ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче ҫурӑм хыҫне пӑшалне ҫакса, хӑйӗн ула йыттипе палӑртнӑ вырӑна е ман пата чупса ҫитетчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫумӑр ҫусан, Пӑртас тӑвайккине ылхана-ылхана лава хыҫалтан тӗкеттӗм, чӗлхесӗр янавара, ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сӑмахпа ӳкӗтлеттӗм, канма ларсан хама кӑнтӑрлахи апат тума панӑ ҫӑкӑр чӗллине пӗр ҫӑвар ҫыртса илеттӗм те ыттине Прожектора параттӑм.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Уяр чухне ӑна вӑйӗпе ытти лашасем ҫитейместчӗҫ, анчах ҫумӑр ҫусан унӑн, сарлака чӗрнеллӗскерӗн, урисем тытаймастчӗҫ.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Калча ӳснӗ вӑхӑтра, тырӑ шӑркана ларас умӗн, ӑшӑ ҫумӑр ҫусан, вара аптрамӗччӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юр ҫусан, эпир вӗсене иккӗшне каллех утара илсе кайрӑмӑр.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Питне ҫусан кӑштах уҫӑлнӑ пек пулчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.