Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗршывӑн хими отраслӗн Волгоградри тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чи пысӑк «Химпром» икӗ предприятине пӗрлештерме пултарас хыпар Чӑваш Республикинчи экспертсен пӗрлешӗвӗ тата общественность хушшинче хумхану ҫуратрӗ.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
5. Арӑм Ывӑл Ача ҫуратрӗ — ҫак Ача пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла; арӑмӑн Ачине Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе кайрӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ йӗркесӗр ҫын тӗрӗсмарлӑх тӗвӗлерӗ, усаллӑхӗпе йывӑр ҫын пек пулчӗ, вара ултав ҫуратрӗ; 16. шӑтӑк алтрӗ, алтса пӗтерчӗ те — хатӗрленӗ шӑтӑкне хӑех кӗрсе ӳкрӗ: 17. унӑн усаллӑхӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, усал ӗҫӗ хӑйӗн лӗпки ҫине ӳкӗ.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм; 18. эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ; 19. вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ; 20. хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ; 21. ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах вӑл хивре калаҫу ҫуратрӗ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чи вӑйлӑ, сумлӑ съезд суйланӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа правлени пуҫаруллӑрах тата курӑмлӑрах ӗҫлес туйӑм ҫуратрӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Интернетпа ҫыхӑнман ялсен переченӗ ҫинчен калакан саккун проекчӗн тишкерӗвӗ кӗтмен ҫӗртен тавлашу ҫуратрӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№