Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуралчӗ (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗн салху шанчӑк ҫуралчӗ.

У девушки появилась тоскливая надежда.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нэп ахальтен ҫуралчӗ тетӗн-им?

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун пуҫӗнче самантрах шухӑш ҫуралчӗ: енчен столовӑйра ҫиекенсенчен ҫӑкӑр е ытти ҫимӗҫ ыйтса пӑхсан?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнле пысӑк ача ҫуралчӗ!

И какой он крупный для новорожденного!

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӗвел тухас умӗн ман ывӑл ҫуралчӗ.

На восходе солнца родился у меня сын.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ун чӗринче пурнӑҫа улӑштарас, ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫлас ӗмӗт ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл Михаил Григорьевич Ильин мӑшӑрӗ пулнине пӗлсен шанчӑк ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Халӗ вара вӗсен туслӑхӗ арканнине курсан каччӑ чӗринче шанчӑк ҫӗнӗрен ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӗрӗ курма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен ҫуралчӗ тейӗн: Аньӑпа пӗрле пӑрусем пӑхать, кӗркунне туя хатӗрленме те пуҫларӗҫ ӗнтӗ.

После прозрения девушка как будто бы родилась заново: вместе с Аней ухаживает за телятами, а осенью уже готовились к свадьбе.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Ман Гришӑн та ачи ҫуралчӗ пуль ӗнтӗ.

— У моего Гриши, наверно, тоже уже ребенок родился.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Линӑран мӗнле хӑпмалла-ши тесе Альфредпа Эмиль тахҫантанпах пуҫ ватаҫҫӗ, халӗ вара вӗсен чӗринче шанчӑк ҫуралчӗ, тен, Линӑна Кроксторн хуҫине парса ямалла.

Уже давно Альфред и Эмиль ломали голову над тем, как бы Альфреду отделаться от Лины, и теперь они очень оживились: может, удастся сплавить Лину владельцу Кроксторна!

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тен, эпӗ ҫак сӑмахсемпех шухӑшламан пулӗ, анчах та шӑп ҫав шухӑш ҫуралчӗ манӑн пуҫ миминче, шӑпах та ҫав кичем каҫхине тунса илтӗм эпӗ хамӑн чун ывӑннине, — чӗрере ыраттаракан туйӑм пуррине.

Может быть, не в этих словах было подумано, но именно эта мысль вспыхнула в мозгу, именно в тот печальный вечер я впервые ощутил усталость души, едкую плесень в сердце.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Пуҫӗнче унӑн ҫав самантрах ҫакӑн пек план ҫуралчӗ: гитлеровецсем шыв хӗррине аслӑ ҫул тӑрӑх пынӑ вӑхӑтра, унӑн перевоз патне чупса ҫитмелле те ҫырма тӑрӑх вӑрмана тармалла.

В голове его молниеносно созрел план: пока гитлеровцы будут идти большаком к реке, он успеет добежать к перевозу и ручьем уйдет в лес.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫак шухӑш ҫуралчӗ пуҫӑмра Палтиелӗнчи Колхоз урамӗнче пурӑнакан С.Н.Нигметуллова пенсионерка патӗнче пулсан.

Эта мысль возникла у меня в голове после того, как я побывала в гостях у пенсионерки С.Н.Нигметулловой, живущей на Колхозной улице в Трехбалтаево.

Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii

Унӑн путсӗр те шиклӗ чӗринче ирсӗр ӗмӗт ҫуралчӗ: тен, кам пӗлет, кусене те, лешсене те ырӑ пулма пултарӗ?

В трусливой и подленькой душонке его зародилась надежда: может быть, удастся уважить и тем и другим.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Мӗнле туйӑм ҫуралчӗ ватӑ Тарасӑн хӑйӗн Остапне курсан?

Что почувствовал старый Тарас, когда увидел своего Остапа?

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Куҫ умӗнчех ҫуралчӗ вӑл ҫавӑнтах шухӑшласа кӑларнӑ тӗлӗнмелле тӗрӗ.

На глазах у всех зрителей и участников конкурса рождался чудный ремизный узор ее сочинения.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Манӑн чӗре мӑлатук пек шаккать, анчах кӑкӑрта шанчӑк ҫуралчӗ.

Сердце мое все еще стучало, как молот, но у меня зародилась надежда.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫын ҫуралчӗ иккен, пурӑнчӗ, — вилсе кайрӗ — мӗншӗн?

Человек родился, пожил и помер — зачем?

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн чӗринче ҫак ҫын пирки тата пысӑк курайманлӑх ҫуралчӗ.

И в сердце его еще сильнее разгорелась ненависть к этому человеку.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней