Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмрӑк пек хура та чапрас куҫӗсене хӗстерсе, вӑл пуҫне чӳречерен кӑларать; хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ пичӗпе усӑнчӑк хура мӑйӑхӗсене вара ӑшӑ ҫумӑр тумламӗсем алхапӑллӑн йӗпетсе яраҫҫӗ; ҫамки ҫине арҫын ача пек усӑнтарса янӑ ҫӳҫ пайӑркисене варкӑш ҫил тӑрмалать, каялла тураса ярасшӑн вӑшӑлтатса ҫупӑрлать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бурульбаш ҫамрӑк арӑмӗ ҫине пӑхса илчӗ, арӑмӗ хӑраса ӳкнипе ҫухӑракан ачине ҫупӑрлать, вӑл ӑна кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса ҫамкинчен чуптурӗ.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек сехетсенче тӗп-тӗрӗс кӑтартакан тӗкӗр унӑн мӑнаҫлӑхпа тулнӑ сӑн-питне, куҫа шартарса ямаллах йӑлкӑшса тӑракан сӑн-питне, ачаш та ҫепӗҫ хулпуҫҫийӗсене, хӑйӗн ҫырӑ пуҫӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗксӗм хум хӳтлӗхӗнчи мраморлӑ мӑйне пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе кӑтартнипе кӗвӗҫтерет, кун пек чухне вӑл хӑйӗн эрешӗсене, урӑххисемпе улӑштарас тесе, пӗр хӗрхенмесӗрех, йӗрӗнчӗклӗн аяккалла ывӑтать, иртӗхет вӑл вӗҫӗмсӗр — тӗлӗнмелле илемлӗ юханшыв ҫулсеренех хӑйӗн тавралӑхне улӑштарать, хӑйне валли ҫӗнӗ ҫул суйласа илет те вара, хӑйне каллех нумай-нумай тӗрлӗ ҫӗнӗ илемсемпе ҫупӑрлать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Пӑшалпа чи малтан персе ярсанах вырӑс ӑмӑрт кайӑкӗ хӑйӗн ҫуначӗпе пире ҫупӑрлать!— Как только грянет первый ружейный выстрел, двуглавый орел осенит нас своими крыльями!
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Уйӑх Чэнь Ши-чэна хӑйӗн сулхӑн пайӑркисемпе ҫупӑрлать.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Анчах ҫак самантра ӑна тӗлӗнмелле туйӑм ҫупӑрлать: пӑлханмасть те вӑл, юнӗ вӗриленнине те, кӑмӑл туртӑмне те туймасть, ун чӗрине, инҫетри ҫӑмӑл тӗтре пек, кӑштах салхулӑх ҫеҫ карса илнӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем пирӗнтен инҫетрен инҫете каяҫҫӗ, каҫ тата фантази вӗсене илемлӗрен илемлӗ тӗспе ҫупӑрлать.Они уходили все дальше от нас, а ночь и фантазия одевали их все прекраснее.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Вӑл ылтӑн евӗр йӑм-йӑм курӑнакан пурҫӑн тӗклӗ ҫӳрен утне лӑпкать, ҫупӑрлать, лаши хуҫи ҫине ӑслӑ куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхкалать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ кӑмӑллӑ, люкра хыҫалта пӗр пӗччен савӑнса ларса пыратӑп, Расщепейпе Ирина Михайловна ҫине пӑхатӑп, вӗсен хушшинчен шӑхӑрса килекен ҫил мана питрен ҫупӑрлать, хӑлхара кӗрлет; лайӑх-ҫке мана, питӗ савӑнӑҫлӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл пирӗн чӗресене ҫӗршывӑмӑршӑн мӑнаҫланма хистекен ырӑ туйӑмсемпе ҫупӑрлать!Она наполняет наши сердца особым чувством гордости за свою страну!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. http://alikovopress.ru/pozdravlenie-glav ... bedyi.html