Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй, власть тӗпренех улшӑнасса, чуна килентерекен юнлӑ тавӑру вӑхӑчӗ ҫитессе чӗререн савӑнса кӗтекенскер, тӗтӗм кӑларса тултарнӑ сывлӑша тӗрӗс тӑрса юлнӑ хӑрах сӑмси ҫунаттине карӑнтара-карӑнтара, лӑкӑрт та лӑкӑрт сывлать.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӗтел хушшинче: Фрол хӑй — савӑл пек шӗвӗркке пӗчӗк сухаллӑ тата сулахай енчен сӑмси ҫунаттине татса кӑларнӑ (ача чухнех улмуҫҫи тӑрринчен ӳксе питне-куҫне тӑрлавсӑрлатнӑ, ҫавӑн пирки ӑна Катӑк сӑмса тесе ят панӑ) пӗчӗкҫеҫ имшеркке старик, унӑн арӑмӗ, тулли кӗлеткеллӗ те кӗрнеклӗ карчӑк, ывӑлӗ Тимофей — ҫирӗм икӗ ҫулалла ҫитнӗ йӗкӗт, хӗрӗ — качча кайма вӑхӑт ҫитнӗскер, лараҫҫӗ.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах та Сокол, харсӑр кайӑк, мӑшӑр ҫунаттине сарса, сасартӑк сывлӑша вӗҫме хӑтланнӑ, шырлан тӑрӑх пӑхса вӑл илнӗ.Но Сокол смелый вдруг встрепенулся, привстал немного и по ущелью повел очами.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Вӑл самолёт патне пырса ӑна пур енчен те пӑхнӑ, унӑн ҫунаттине аллипе шӑлкаланӑ, хӑйӗн умӗнче алюминипе перкальтен тунӑ машина мар, капмар та илемле лаша тӑнӑ пек, ӑна айӑкӗнчен лӑпкаса илнӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
4. Пӗрремӗшӗ — арӑслан пек, анчах ҫунатлӑ, ҫуначӗ ӑмӑрткайӑкӑнни пек; кайран эпӗ унӑн ҫунаттине тӑпӑлтарса пӑрахнине куртӑм; ӑна ҫӗр ҫинчен йӑтса тӑратрӗҫ те, вӑл вара, ҫын пек, ури ҫине тӑчӗ, ӑна этем чӗрине пачӗҫ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ вӑл ӑмӑрткайӑк пек вӗҫсе хӑпарӗ те тупӑш ҫине вӑйкӑнӗ, ҫунаттине Восор ҫийӗн сарса ярӗ; ҫав кун Идумея паттӑрӗсем ача ҫуратакан арӑм пек сехӗрленӗҫ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӑйкӑнӗ, ҫунаттине Моав ҫийӗн сарса ярӗ.40. Ибо так говорит Господь: вот, как орел, налетит он и распрострет крылья свои над Моавом.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Яш арсем те ӗшенеҫҫӗ, вӑйран тайӑлаҫҫӗ, ҫамрӑк ҫынсем те такӑнса ӳкеҫҫӗ, 31. Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ: ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек ҫӗклеҫҫӗ те юхнӑ пек вӗҫеҫҫӗ — ывӑнмаҫҫӗ, каяҫҫӗ — ӗшенмеҫҫӗ.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ассири патши ҫапла калать: «ҫакна эпӗ хам аллӑмӑн хӑвачӗпе, хамӑн тӑнӑмпа турӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑслӑ: эпӗ халӑхсен чиккисене куҫаратӑп, вӗсен хаклӑ мулне ҫарататӑп, улӑп пек, патшасене сирпӗтетӗп; 14. манӑн аллӑм халӑхсен пурлӑхне йӑвасене ярса илнӗ пек ярса илчӗ; йӑвара хӑварнӑ ҫӑмартасене мӗнле пуҫтараҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗре эпӗ ҫапла туртса илтӗм, никам та ҫунаттине хускатаймарӗ, ҫӑварне уҫмарӗ, сас та памарӗ».
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хурчӑка санӑн ӑсна пула вӗҫсе ҫӳрет-и, эсӗ хушнипе ҫунаттине сарса кӑнтӑр еннелле ярӑнать-и?26. Твоею ли мудростью летает ястреб и направляет крылья свои на полдень?
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӑмартисене страус ҫӗр ҫинех вӗри хӑйӑрпа ӑшӑнса выртма хӑварать, 15. вӗсене кам та пулин лапчӑтасси ҫинчен, тискер кайӑк пырса ҫӗмӗресси ҫинчен шутламасть; 16. вӑл хӑйӗн чӗпписене хӗрхенмест, вӗсем уншӑн — ют пекех, хӑйӗн ӗҫӗ харама каясран та шикленмест, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна ӑслӑлӑх паман, ӑстӑн парнелемен; 18. хӑй вара ҫунаттине сарать те юланута нимӗн мар кая хӑварать.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ӑна тупнӑччӗ хӑрушӑ пушхирте, салху та тискер ҫеҫенхирте, хӳтӗлерӗ ӑна, сыхласа усрарӗ, Хӑйӗн куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрарӗ; 11. ӑмӑрт епле йӑвине хӳтӗлет, чӗпписем ҫийӗн епле вӗҫсе ҫӳрет, ҫунаттине сарса, чӗпписене епле куҫарать вӑл урӑх ҫӗре, 12. ҫавӑн пек ӑна Ҫӳлхуҫа пӗччен ертсе ҫӳрерӗ, Унпа пӗрле ют турӑ пулман.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл вӗҫен кайӑка пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрет пулсассӑн, ҫав парне улатӑпа е ҫамрӑк кӑвакарчӑн пултӑр; 15. священник ӑна парне вырӑнӗ патне илсе пытӑр, унӑн мӑйне пӑрса хуҫтӑр та парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, юнне парне вырӑнӗ айккине юхтарса кӑлартӑр; 16. унӑн пӗсехине тӗкӗсемпе пӗрле татса илтӗр те парне вырӑнӗн тухӑҫ енне, кӗл выртакан ҫӗре, пӑрахтӑр; 17. ҫунаттине ан таттӑр, хуҫтӑр ҫеҫ, вара священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.