Поиск
Шырав ĕçĕ:
Херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, пӗрин ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне, тепӗр херувимӗн ҫуначӗ тепӗр енне перӗнсе тӑнӑ; иккӗмӗш ҫуначӗсем вӗсен Ҫурт варринче ҫунатпа ҫунат сӗртӗнсе тӑнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пысӑк ҫунат айӗнчи икӗ пӗчӗк ҫунат сылтӑм енчи пуҫ патне куҫнине курнӑ, ку ҫакна пӗлтерет: 30. ҫав икӗ пӗчӗк ҫунат — Ҫӳлти Турӑ патшалӑх пӗтнӗ тӗле сыхласа хӑварнӑ икӗ патша, куртӑн ӗнтӗ — вӗсен патшалӑхӗ вӑйсӑр пулнӑ, унта пӗр вӗҫӗмсӗр пӑлхав пула-пула иртнӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара вуникӗ пысӑк ҫунат та, икӗ пӗчӗк ҫуначӗ те урӑх курӑнмарӗҫ, — 23. ҫапла ӗнтӗ ӑмӑрткайӑк кӳлепинчен виҫӗ пуҫпа ултӑ пӗчӗк ҫунатсӑр пуҫне урӑх нимӗн те юлмарӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫерем ҫинче нӑрӑсем шӑтӑкӗсенчен йӑраланса тухаҫҫӗ те, хыт ҫунат айне хуҫлатса чикнӗ ҫурхах ҫуначӗсене каялла кӑларса ярса, вӗҫсе хӑпарма меллӗрех вырӑн шыраса уткалаҫҫӗ, сывлӑшра унта та кунта вӗркеҫҫӗ вӗсем, сайра хутра ҫын ҫумне нӑрлатса пырса сапӑнаҫҫӗ те пачах ҫӗре ӳкеҫҫӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫиларманӑн ултӑ ҫунат, Улт ҫунатра вут ҫунать.
Улттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хутӑрӗ ҫунатсем ҫине хӑпарса выртсан ӑна ҫунат вӗҫӗсенчи шӑтӑксене чикнӗ патаксем е пушӑ йӗкесем карӑнтарса тытса тӑнӑ.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Вара чуна Серафим ҫуначӗсем — ултӑ шурӑ ҫунат ларать.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каярахпа эпӗ самолёт ҫуначӗсем ҫинче ҫынсем тӑманнине, кашни ҫунат ҫинчех икшер мотор пулнине пӗлтӗм.После я узнал, что на крыльях стояли не люди, а моторы, по два на каждом крыле.
Манӑн пирвайхи «вӗҫӳ» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Райтсен аэропланӗн авӑнакан ҫунат вӗҫӗсем вырӑнне, Блерио ҫунат вӗҫнех уйрӑм ҫавӑрӑнкалакан татӑксем туса лартнӑ.
30. Вӗҫекенсем ытти ҫӗрсенче те пулнӑ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Кайӑкӑн пӳ ҫывӑхнерех тӑракан ҫунат пайӗсем, вӗсем тытӑнтарса тӑракан ҫийӗсем пулаҫҫӗ, ҫуната хыттӑн ӑвӑсакан вӗҫӗсем — пропеллер вырӑнӗнче пулаҫҫӗ.
6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Хӗрӗсене ҫунат парать: «Эсир килтен час вӗҫсе каймалла, акӑ сире пӗрер ҫунат. Юлашкине хамах илӗп», — тет те хӑйне пӗтӗм хур илет.
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл ҫунат ҫийӗсене сарчӗ, ҫуначӗсене сиктеркелесе илчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗлӗтре-и пулӑр, Ҫӗр ҫинче-и утӑр, Вӗҫӗр-и таҫти тӳпенелле, Икӗ ҫунат, Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ, хӑюллӑ, Шанчӑклӑ та пултаруллӑ Мӑшӑр ҫунат, сиршӗн вутлӑн Чунӑм ҫунать.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Кукӑр ҫунат пӗрчисенчен, ҫӳхе тӗрексенчен, пӗчӗк хӑлӑпсенчен, пулӑ скелечӗ майлӑ ҫунат кӳмерки пулса тӑнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Киленӗҫсем шутсӑрах нумай: авӑ тимӗр башня тӑрринче икӗ вӑрӑм та шурӑ ҫунат ерипен сулланкаласа тӑрать, ҫунатсен вӗҫӗнче читлӗхсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, читлӗхсенче — ҫынсем.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗртте манран килмен сӑлтавпа вӑл сасартӑк хӑрах ҫуначӗ енне сулӑнса кайрӗ те, вилӗме куҫпа курма пулать пулсан, ӑна ҫав тинӗс еннелле хӑяккӑн пӑрӑннӑ ҫунат ҫинче курнах пулаттӑмӑр ӗнтӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей ҫавӑнтах «мертвая петля» турӗ, вара, ҫӗр унӑн пуҫӗ ҫийӗпе вӑркӑнса иртнӗ чух, тӑшман самолёчӗ ҫунат ҫинчен ҫунат ҫине ҫаврӑнкаласа ӳкнине курчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтра каллех моторсем кӗрлени илтӗнчӗ, паҫӑрхи самолётсемех, ҫул ҫийӗпе аялтанах, пӗр ҫунат ҫинчен тепӗр ҫунат ҫинелле сулкаланса, ыткӑнса иртсе кайрӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Валерий Семенов ылтӑн мӑшӑрсене администраци пуҫлӑхӗн Наиль Гатауллинӑн ятӗнчен саламланӑ май: «Ҫак кун эпир юратӑвӑн, пӗр-пӗрне хисепленин ырӑ тӗслӗхне курма пуҫтарӑнтӑмӑр. Ҫемьен икӗ ҫунат. Икӗ ҫуначӗ те пӗр-пӗрне пулӑшса пырсан ҫеҫ ҫемьен вӗҫевӗ вӑйлӑ пулать», — терӗ.
Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
8. Тӑватӑ чӗрчунӑн пуринӗн те ултшар ҫунат, пур тӗлте те, пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те — куҫ; хӑйсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр мухтавлаҫҫӗ: сӑваплӑ, сӑваплӑ, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑваплӑ, Вӑл яланах пулнӑ, Вӑл халӗ те пур, Вӑл килӗ! тееҫҫӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.