Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑр вӗтӗртетсе тӑрать, сарӑхнӑ йывӑҫ ҫулҫисем ҫилпе татӑла-татӑла анаҫҫӗ, ҫумӑрпа йӗпенсе исленнӗскерсем, чӗрӗ ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫумӑрпа шапасем пирки Нинӑна та каларӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫумӑрпа йӗпеннӗ йывӑҫ ҫулҫисем ҫилпе татӑлаҫҫӗ те пылчӑк ҫине вӗҫсе ӳкеҫҫӗ.Ветер срывал с деревьев омытые дождём листья, и они падали в грязь.
Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пилӗк таран юр ӑшшӗн ишсе хамӑр ҫине тапӑнса килекен мадьярсене эпир катаранах вутлӑ ҫумӑрпа кӗтсе илме пултаратпӑр.Мадьяры издалека должны были наступать под обстрелом, глубокой снежной целиной.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫумӑрпа, юрпа тулса хӑпарнӑ шыв тусем ҫинчен урмӑшса кӗрлесе анать, ҫырансенчен тухса, ҫывӑхри вырӑнсене путарса лартать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи мӗнпур япаласене вӑркӑнтарса, ҫӗмӗрсе пӗтерет.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Татти-сыпписӗр чашлаттаракан ҫумӑрпа лӳшкеннӗ ӳсентӑран салху кӳрекен симӗс тӗслӗ, ватӑ ҫынна ашкӑнни е карчӑк хӑй кӑкарӗ ҫине роза чечекӗ тирни килӗшмен пек, ҫак тӗс те уйри калчасемпе тӗрлӗ курӑка пӗр илем те кӗртеймест.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Тӑвӑл ахӑрашрӗ, ҫиҫӗм приёмнӑй пӳлӗме ҫине-ҫине хӑрушшӑн ҫутатрӗ, аслати сасси пӗтӗм ҫурта кисрентерчӗ, ҫумӑрпа пӑр шавлани илтӗнчӗ, ҫурҫӗртен вӗрекен ҫил алӑксем витӗр, чӳречесем витӗр, мӗнпур хушӑксем витер шӑхӑрса вӗрет.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ефим Кондратьевич кимӗ сӑмсине ярать, киммине вара хӑвӑртах ҫумӑрпа хумсен шавӗ ӑшнелле илсе каять.Ефим Кондратьевич отпускает нос лодки, и ее сейчас же утаскивает в шумную толчею волн и дождя.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унтан вӗҫӗмсӗр ҫумӑрпа юр ҫӑвакан кунсем пуҫланса кайрӗҫ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Хӗрелсерех кайнӑ курӑк ҫумӑрпа лапчӑнса ларнӑ ҫӗр ҫумне тайӑнса тӑракан курӑк тунисем тапранмаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫине ҫутӑ пайӑрка ӳксессӗнех курӑксем хуллен чӗтренсе илни палӑрать, тен вӑл пурӑнӑҫӑн юлашки вӑйӗ пулать пулӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫумӑрпа йӗпенсе ларнӑ кантӑк витӗр кӗркуннехи ир кухняри чӳречерен тӗксӗмӗн пӑхать; урайӗнче, сивӗ тӗттӗм ҫӗрте, кӑвак кӗлетке пӑшӑрханнӑ пек аллипе сулласа, чӳхенсе тӑрать; унӑн пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен, чалӑшса кайнӑ тутӑрӗ айӗнчен сайра ҫутӑ ҫӳҫӗ мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫинелле саланса усӑнса аннӑ, тутӑрӗ пӗрмаях пуҫӗ ҫинчен ана-ана каять; карчӑк ӑна сулахай аллипе хытӑ тӳрлетсе: — Пӑчланман тутӑрӗ! — тесе мӑкӑртатать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн юр ҫине ларса, кунта, ҫил ҫинче, ҫумӑрпа пульӑсем айӗнче, кампа та пулин калаҫас килчӗ.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шалкам ҫумӑрпа уҫланкӑ та исленсе кайрӗ, майӗпен-майӗпен пӗвене ҫаврӑнчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫӑраҫҫине, ним шӑв-шав та ан пултӑр тесе, хуллен ҫӑра ӑшне чикрӗ те икӗ хутчен пӑрчӗ, ҫумӑрпа шӑршӑннӑ алӑка чӗркуҫҫипе хуллен тӗксе уҫрӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унта сарайӑн цинкпа витнӗ ҫивиттийӗ, ҫумӑрпа йӗпеннӗскер, ҫуталса курӑнать.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Йӗпху ҫумӑрпа, шыв тусанӗпе йӑсӑрланакан сӗмлӗх ту ҫинчен анать.Мглистые сумерки, насыщенные густой водяной пылью, спускались с гор.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хуҫланчӑк е йӑтӑну хӗрри тӳремлӗх ҫийӗн кӑшт ҫӗкленсенех, вӗсене шӑрӑхпа сивӗ, ҫумӑрпа юр, ҫилпе ӳсентӑрансем ишӗлтерме тытӑннӑ.
2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫил вӗсен тусанне чи пӗчӗк ҫурӑксене вӗҫтерсе кӗртет е чул тӑвӑн ҫумӑрпа йӗпеннӗ пичӗ ҫумне ҫыпӑҫтарать, вара вӑл шӑтса тухать, чул ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнать, нӳрӗкпе пӗрле чултан хӑйне ӳсме кирлӗ тӑварсене ӗмӗт, ҫапла майпа, ҫурӑксене сарса, чул питне ерипен ҫиет.
1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӗсене этем туса лартнӑ ҫуртсене хуллен-хулленех ишекен вӑйсемех ишӗлтереҫҫӗ: вӗрипе сивӗ, ҫумӑрпа юр, шывпа ҫил, ҫавӑн пекех тата ӳсентӑрансемпе чӗрчунсем.
1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.