Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑнти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвна ҫеҫ ҫын тесе эс шутлан, Ҫуккине шутласа кӑларан, Ҫумӑнти юлташна макӑртан, Ултавпа юнашар эс утан, Пирӗн ҫутӑ кӳлле пӑтратан…

Помоги переводом

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Ҫумӑнти тепӗр чипер ҫын — мӑшӑру-и-ха?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах вӑрттӑнлӑха, ҫынсенчен темле пытарсан та, ҫумӑнти арӑмунтан мӗнле пытарса хӑварӑн?

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кусӑр верх, партан руках выляса пӑх-ха, ачам, ҫумӑнти мӑшӑрна пӗр сӑмахсӑрах ӑсатса ярӑн.

Не почуешь, как мать иль жену ему проиграешь.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсӗ унӑн ҫивӗч те асӑрхаса юлма тӑрӑшакан, яланах хӑвна мӗнле тыткаланинче е тӗслӗх шыракан куҫӗсене манатӑн пулсан, хӑв ҫумӑнти ачу тутӑ, лайӑх тӑхӑнса, анчах хӑвӑнтан уйрӑм ӳснӗ пулсан, ӑна тӗрӗс пӑхса ӳстерес ӗҫре хаклӑ тӑракан вылямалли япаласемпе те, хӑвпа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме илсе ҫӳрени те, ӑслӑ сӑмахсене хыттӑн калани те — нимӗн те пулӑшма пултараймасть.

А если ты забываешь о нем, о его зорких, наблюдательных глазах, постоянно ищущих в каждом твоем поступке совета и примера, если ребенок растет рядом с тобою сыт, обут, одет, но одинок, — тогда ничто не поможет правильно воспитывать его: ни дорогие игрушки, ни совместные увеселительные прогулки, ни строгие и разумные наставления.

Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Унта хӑв та колхозшӑн сасӑла, ҫумӑнти вӑтам хресчене те ӳкӗтлесе ҫавӑр.

Сам голосуй за и соседа-середняка уговори.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

37. Сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа мана та ҫилленчӗ: унта эсӗ те кӗреймӗн, терӗ; 38. сан ҫумӑнти Иисус, Нав ывӑлӗ, ҫавӑ кӗрӗ унта; ҫавна тӗреклӗлет, Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрне еткерлӗхе илме вӑл ертсе кӗрӗ; 39. сирӗн ачӑрсем, хӑвӑр «вӗсем тӑшман аллине лекӗҫ» тенӗ ачӑрсем, тата сирӗн халӗ ырра та, усала та пӗлмен ывӑлӑрсем кӗрӗҫ унта, ҫав ҫӗре вӗсене паратӑп, ӑна вӗсем йышӑнӗҫ; 40. эсир вара каялла ҫаврӑнӑр та Хӗрлӗ тинӗс еннелле выртакан ҫулпа пушхире кайӑр, терӗ.

37. И на меня прогневался Господь за вас, говоря: и ты не войдешь туда; 38. Иисус, сын Навин, который при тебе, он войдет туда; его утверди, ибо он введет Израиля во владение ею; 39. дети ваши, о которых вы говорили, что они достанутся в добычу врагам, и сыновья ваши, которые не знают ныне ни добра ни зла, они войдут туда, им дам ее, и они овладеют ею; 40. а вы обратитесь и отправьтесь в пустыню по дороге к Чермному морю.

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней