Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗсенче (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарти предприятире 800 ҫын ытла вӑй хунӑ-тӑк, халӗ - вунӑ хут сахалрах.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Унпа пӗр музейре паллаштарнӑ хыҫҫӑн ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗн аэродромӗсем пулнӑ ялсенче - Чӑваш Тимешре, Кӗлӗмкассинче тата Канаш районне кӗрекен Ҫӗнӗ Шуртанта - кӑтартасшӑн.

Помоги переводом

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавни те, вӑкӑра пӑхӑнтарни те, чирлӗ ҫынсене сӗтӗрни те чӑваш хӗрарӑмӗшӗн, хӑй каланӑ тӑрӑх, чи йывӑр ӗҫ пулман.

Помоги переводом

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней