Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулланнӑ (тĕпĕ: ҫуллан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк вокзала ҫулланнӑ ҫапкаланчӑк арҫын кӗчӗ те йӗри-тавра вӑраххӑн пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, ерипен касса решетки патне пырса хупӑ кантӑкран шаккарӗ, кассира чӗнсе илсе тем ҫинчен мӑкӑртаткаларӗ те вокзал ӑшчикне тепӗр хут куҫласа васкамасӑр тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Виҫҫӗшӗ те самаях ҫулланнӑ ҫынсемччӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пӗри ҫулланнӑ ҫынпа таҫтан килчӗ те, документ кӑтартма ыйтрӗҫ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

«Коля, акӑ санӑн ӗҫ хатӗрӗ, паллаш, Партизан ятлӑ», — тет ҫулланнӑ арҫын ватӑ вӑкӑр енне пуҫне сӗлтсе.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Атте каласа панӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ арҫынсем те ҫурма тӑлӑх ачана ним мар ҫӗртех кӳрентерме пултарнӑ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ман йӗри-тавра ҫулланнӑ арҫынсем пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тӑнӑҫемӗн троллейбус чарӑнӑвне пӗр самай ҫулланнӑ мӑшӑр, тепӗртакран тата пӗр вӑтӑрсенчи ҫамрӑк арҫын пырса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Амӑшӗ ҫулланнӑ тетчӗ-ҫке-ха вӑл.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Директор, Татьяна ӑнланӑвӗпе, самай ҫулланнӑ ҫын.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑнпа каччӑ самай ҫулланнӑ амӑшне кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫре ытларах пулӑшса хӑварасшӑн.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унтан хӗр куҫӗсем хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан самай ҫулланнӑ арҫыннӑн куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хреҫҫи юлашки вӑйне пухрӗ те тытӑнчӑклӑ сасӑпа: — Эх, ачамсем, «Тӑлӑх выльӑх усраканӑн тути-ҫӑварӗ ҫулланнӑ, тӑлӑх ача ӳстерекенӗн пичӗ-куҫӗ юнланнӑ», — тенӗ пек пулса тухрӗ-ҫке.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл ҫулланнӑ, пысӑк опыт пухнӑ арҫын.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫулланнӑ арҫын утӑ тиесе килет.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Организаторсем каланӑ тӑрӑх, хальхи марафона хутшӑннӑ чи ҫамрӑк ҫын – пилӗк уйӑхра, чи ҫулланнӑ ҫын – 85 ҫулта .

По словам организаторов, самому маленькому участнику нынешнего марафона – пять месяцев, а самому взрослому – 85 лет.

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3418074

Ҫулланнӑ кил хуҫи сурӑхсем ӗрчетес енӗпе вӑй хурать.

Помоги переводом

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Хыҫалти ретре шупка хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫулланнӑ арҫын ҫӑмӑллӑн, васкаса ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр алӑкран тӗп режиссер, пӑлатна кӗлеткеллӗ, тулли питлӗ ҫулланнӑ арҫын, тухрӗ те ҫамрӑксене тем каларӗ, директор приемнӑйне кӗчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Упандиров вара — самаях ҫулланнӑ ҫын.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сас «сиктерекенни», вӑтам ҫулсенчи «хӑмла шалчи», казуар сӑн-питлӗскер, ҫуткамскер, сылтӑмалла ҫаврӑнса тӑнӑ та хула администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫурт енчен митинга пухӑннисен хыҫнелле ҫывхаракан самаях ҫулланнӑ, кӗре сӑнлӑ ӳпӗнчӗк арҫынна пӑхса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней