Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сеня Матвеев вара, хуп-хура мӑйӑхлӑскер, картусне куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ, шинельне йӳле ярса, парнелесе панӑ баянне тытнӑ та кӑштах сарса пуснӑ урисем ҫинче ҫирӗппӗн тӑрса ҫав тери хытӑ янтратса пынӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫинех тӑракан хӗрарӑмсенчен комитет пулса тӑчӗ, вӗсем траурлӑ тумтирсем тӑхӑнса губернатор патне каяс та унӑн умӗнче макӑрса кӑмӑлне ҫемӗҫтерес, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ашак пултӑр, хӑй тумалли ӗҫе урипе таптаса хутӑр тесе, йӑлӑнса тархаслас, терӗҫ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Света ҫинех пырса кӗчӗ трактор.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Света ҫинех.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Кашни ыйту ҫинех хурав илме пултарнӑ ҫак кун Иоанн аттерен ҫынсем.
Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc
Кашни ыйту ҫинех хурав илме пултарнӑ ҫак кун Иоанн аттерен ҫынсем.
Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc
Пуйӑс ҫинех лартса ярӗҫ, — куҫҫуль витӗр калаҫрӗ Евтук.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ача чухне гимнастика секцине ҫӳренӗ пулин те спорт карьери пирки шухӑшламан, шӑпа вара ӑна ҫак ҫул ҫинех илсе тухнӑ.
Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Урайне, шӑпӑр кутне пулсан та пире, ҫӗнӗ ҫынсене, тӳшек ҫинех вырттарчӗ.Нас, молодых, хоть и на полу, у порога, но все же на перину уложила.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче вара Турра парне кӳрекен вырӑн ҫинех лартнӑ чӳк вырӑнӗнче парнесем кӳрсе, 60. хӑйсене мӗн хушнине итлесе, ачисен ӳтне кастарнӑ арӑмсене вӗлерсе тухнӑ, 61. ачисене вара амӑшӗн мӑйӗнчен ҫакнӑ, вӗсенӗн кил-ҫуртне ҫаратнӑ, ача ӳтне касаканнисене вӗлерсе хӑварнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ эсӗ Ливанра шуйхатса янӑ чӗрчунсене пӗтерсе, ҫын юнне юхтарса, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакан мӗнпур ҫынна ҫаратса усал ӗҫсем турӑн, ҫавӑ хӑвӑн ҫинех йӑтӑнса анӗ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ пур халӑхшӑн та Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет: эсӗ ху мӗн кӑтартнӑ — сана та ҫавнах кӑтартӗҫ; хӑвӑн ӗҫӳ хӑвӑн пуҫу ҫинех ӳкӗ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Эпӗ вӗсене эсир сутса янӑ вырӑнтан ҫӗклӗп, эсир тавӑрнине хӑвӑр пуҫӑр ҫинех ҫавӑрӑп.7. Вот, Я подниму их из того места, куда вы продали их, и обращу мзду вашу на голову вашу.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ефрем Ҫӳлхуҫана хытӑ тарӑхтарчӗ, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа унӑн юнне ун ҫинчех хӑварӗ, унӑн мӑшкӑлне ун ҫинех ҫавӑрӗ.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫак ҫӗр ҫинчи аскӑнлӑха ҫапла пӗтерсе лартӑп, ку пӗтӗм хӗрарӑма тӑна кӗртӗ, вӗсем вара сирӗн пек намӑс ӗҫсем тумӗҫ; 49. хӑвӑрӑн аскӑнлӑхӑра хӑвӑр ҫинех тийӗҫ, ҫылӑхӑрсемшӗн йӗрӗхӗрсемпе пӗрле асап курӑр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр, тенӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ Ассири патшине мӗнле хаса патӑм, Вавилон патшине те ҫапла хаса парӑп; 19. Израиле унчченхи ҫаранӗсем ҫинех илсе килӗп, вӑл Кармил ҫинче, Васан ҫинче кӗтсе ҫӳрӗ, Ефрем тӑвӗпе Галаад тӑвӗ ҫинче вӑл тутӑ пулӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Израиль килӗпе урӑх халал хывӑп: Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫакӑншӑн кӗпӳ аркине питӳ ҫинех ҫӗклӗп, ан тив, намӑс вырӑну уҫӑлтӑр.26. За то будет поднят подол твой на лице твое, чтобы открылся срам твой.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.