Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юрӑ пӳртре ҫеҫ мар, чӳречесем уҫҫине пула тулта та хытӑ янӑрать, тарҫӑсем каялла-маялла чупса ҫӳрекен картишӗнче, юлан утсемпе тата вӗсене курма пуҫтарӑннӑ ҫынсемпе тулнӑ урамра, кунтан кӑн-кӑваккӑн курӑнса выртакан Атӑл ҫийӗнче илтӗнсе тӑрать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Малтан ҫӳллӗ йывӑҫсен ҫийӗнче хӗвел урисем ытлашши ашкӑнмасӑр ташласа иртеҫҫӗ.
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
Чирӗ ҫийӗнче тӳрлетмесен, вӑраха кайма пултарӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӳлӗ шывӗ сиплӗхлӗ, унта кӑшт радиоактивлӑх пур, кӳлӗ тӗпӗ сиплӗ пылчӑкпа витӗннӗ, унӑн ҫийӗнче лотоссем ӳсеҫҫӗ.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Кунта, сарӑлса выртакан тинӗс ҫийӗнче, ҫиллӗ тата чӑнкӑ; анчах тата ҫӳлерех йывӑҫсем шавлаҫҫӗ; аялта хумсем хыпашланаҫҫӗ; вӗсен шурӑ йӑрӑмӗ куса-куса хӑпарать те хӑйӑр ҫинчен хуллен шӑва-шӑва анать, унта, ҫыр айӗнче, анат ҫул выртать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫийӗнче унӑн икӗ аркӑллӑ чечеклӗ ҫитсӑ кӗпе.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫийӗнче унӑн кивӗ пиншак, пуҫӗнче — темӗнле хӑрах хӑлхаллӑ мӑлаххай, урине вара тӗпленӗ кӑҫатӑ тӑхӑннӑ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫийӗнче унӑн кӑвак спорт костюмӗ, хӗрлӗ куртка, майӗнче тата пуҫӗнче пӗрешкелех ӑшӑ ҫӑм калпакпа шарф.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кашни курмассеренех ҫийӗнче унӑн йӑмӑх хура кӗпеччӗ, вӗлтӗркке шарфӗ те хура ҫӳхе пурҫӑнран, уринче вара — хӑйӗн пӗтӗм чапне-ӗлккенлӗхне кӑтартать тейӗн — тирпейлӗ кӑна тӑпӑл-тапӑл шурӑ туфли.
I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ачалӑхри вӑйӑсен юлташне вӑхӑт вӑйлах улӑштарнӑ, унӑн тӑнлавӗсем кӗмӗлленнӗ, куҫӗсем вара, хыт кукар кулла яланлӑхах ҫирӗплетсе лартнӑскерсем, куҫ шӑрҫи ҫийӗнче шуранкалӑхӑн ансӑр ярӑмне уҫӑлтараҫҫӗ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Зурбаган гаванӗ тӑвӑр, ытармалла мар пылчӑклӑ, тусанлӑ та чӑпар; пӳрт тӑррисем шӗвӗр вӗҫлӗ, шупка хӗрлӗ черепицӑн ҫурма ункӑлӑхӗнче, тинӗс хӗрринчи чуллӑ лапамра мачтӑсем шӑрӑхра хӗрсе шӑраннӑ, ишекен палубӑсен ҫийӗнче мачтӑсен чӑтлӑхӗ вара тӑвӑрланса карӑннӑ; кунта ҫиле йӳнейлетсе капмар парӑссем улӑпла хӑмпӑсем пек хӑмпӑлтатаҫҫӗ; вымпелсем авкаланаҫҫӗ; вӗри шӳрпеллӗ, пашалуллӑ, рагуллӑ, кукӑльлӗ, улма-ҫырлаллӑ, матроссен кӑвак тельняшкиллӗ тата чухӑн моряка савӑнӑҫ-киленӳре, выҫлӑхра, ӗҫлевре мӗн кирлӗ пӗтӗмпехлӗ аппетитлӑ сӗтелсем тавра ҫара пӑхӑр ҫӗр-ҫӗр ура тӗнкӗлтетет-ҫаврӑнать.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Шыв ҫийӗнче чӗтрекен пӑс сапаланнӑ, ҫыран хӗрринче вара ыйха путнӑ шывӑн ҫутӑ, кӑвак кӳлленчӗкӗсем уҫӑлнӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шупкарах ҫӑра куҫхаршисем сӑмси ҫийӗнче пӗр ҫӗрелле ҫывхараҫҫӗ, вӗсен айӗнчен ӑшӑ та кӑмӑллӑ икӗ куҫ пӑхса тӑраҫҫӗ.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫуллӑ ҫӑра шывӑн ҫийӗнче манӑн хӗвелпе пиҫӗхнӗ питӗм, ҫӳҫе кастарнӑ пысӑк пуҫӑм тата пӑхӑр тӳмесемпе йӑлтӑртатса тӑракан формӑллӑ гимнастерка куҫкӗски ҫинчи пек курӑнса кайрӗҫ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сулхӑнта кӳлленсе выртакан симӗс шывсем ҫийӗнче сарӑ чечеклӗ кӑкшӑм курӑкӗ, чӑх курӑкӗ тата асаннесарри ӳсетчӗҫ.На тенистых зеленых лужайках цвели желтые кувшинки, куриная слепота и рос папоротник.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сӑмахран, пин те сакӑр ҫӗр каратлӑх бриллиант ҫинчен хывнӑ легенда; вӗсем ӑна шампань эрехӗн бокалӗпе «Жоселона» арийӗ хушшинче акӑш-макӑш чеен те тӗрӗслӗхлӗн якатса кӑларчӗҫ, ҫак халап витӗм кӳнипе пин-пин ӑҫтиҫук тӗлӗнтермӗше шырама Альпетри шыв сикки тӳремлӗхне туха-туха ӑнтӑлчӗ, унта, шыв ҫийӗнче, ту хысакӗнче, ҫав тискерскер йӑлкӑшса выртнине чӑннипех курчӗҫ тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Унӑн куҫӗ уҫӑлас тӑк — вӑл ешӗл ҫеҫен хирӗн ҫап-ҫутӑ кӑнтӑрлипе, хӑйӗн ҫийӗнче вара сарӑрах шыв витӗр йӑлтӑртатакан тӳпен сип-симӗссӗн ҫиҫекен чаршавӗпе киленейӗччӗ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ун ҫийӗнче явӑнса ӳсекен ешӗллӗхӗн бархат капламӗ тӑсӑлать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Унӑн хӗвелпе пиҫнӗрен, таса мартан пӑхӑрланнӑ ӳчӗ сывлӑшра пӗкӗлле йӑлтӑртатрӗ, пӗвен лӑпкӑ сийӗ нумай-нумай унка куҫса сирпӗнчӗ-саланчӗ, ишевҫӗ ури шыв ҫийӗнче юлашки хут тапкалашрӗ те ҫухалчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Куҫӗсем сӳрӗк, ҫийӗнче кивӗрех пальто.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.