Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫемьене (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май республика Пуҫлӑхӗ тӑлӑхсене, нумай ачаллӑ мӗн пур ҫемьене ҫитес пилӗк ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫине тӑрса ӗҫлеме хистенине ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫемьене тимлӗх уйӑрӑр – юратнӑ ҫынна панӑ сӑмаха тытмалла.

Во второй половине недели уделите время семье – самое время сделать то, что давно обещали «второй половине».

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемьене упрама пире Иван Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр хушса хӑварнӑ.

Беречь семью завещал нам великий чувашский просветитель Иван Яковлев.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

Ҫамрӑк ҫемьене «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи туслӑ ҫемье» номинацире чысланӑ.

Молодая семья была награждена в номинации «Самая дружная семья Поволжья».

Чӑваш ҫемйине чи туслӑ ҫемье тесе йышӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35423.html

Комсомольски ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьене федераллӑ пулӑшу шучӗпе мультиварка, микроволновка парнеленӗччӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ҫемьене йывӑр килнӗренех амӑшӗ Лидия Егоровнӑна вуҫех те шкула яман, пӗр класс та пӗлӳ илмен, алӑ пускалама ҫеҫ хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Кӗҫех ҫемьене вӑрҫӑ хирӗнчен «хура хут» килнӗ.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ун хыҫҫӑнах ҫемьене тепӗр инкек те пырса ҫапнӑ, 3-4-ри Валя йӑмӑкӗ те пыр шыҫҫипе аптранӑран вилнӗ.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Салатас мар ҫемьене.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кун пирки, «йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса пурӑнни» пирки, Улюк хӑех каҫӑн-ирӗн шухӑшлатчӗ пуль-ха, чӗрене пӗҫертекен вутлӑ шухӑшчӗ пуль-ха ку шухӑш.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ытла та хытӑ каларӗ Алиса, «хваттерӳ те ҫук сан, ютра пурӑнатӑн, сирӗнсӗрех йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса», терӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сирӗнсӗрех йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр пӗр-пӗр ҫемьене е хӗрачасене хваттере ярасси ҫинчен сӑмах хускатнӑччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӳрт аслӑ, пӳлӗмсем пуш-пушах, пӗр-пӗр ҫемьене е хӗрачасене хваттере ярас мар-ши?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кашни салтака, ҫемьене пӑхса тӑракан пулӗ.

Помоги переводом

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Ҫав шутран ытти профилактика субъекчӗсемпе пӗрле социаллӑ патронаж йӗркипе ӑнӑҫсӑр 24 ҫемьене (вӗсенче ҫул ҫитмен 58 ача ҫитӗнет) ҫитсе унти лару-тӑрупа паллашнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Майӑн 1-мӗшӗ тӗлне центр специалисчӗсем ҫакнашкал 164 ҫемьене пулӑшнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Эс хӑвӑр ялта пӗр ҫемьене аркатнӑ, виҫӗ ача амӑшне хӑвӑн патна илӗртсе илсе килнӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ирхи апат ҫинӗ чухне йӗкӗрешсем ҫемьене васкатрӗҫ:

За завтраком сестры торопили всю семью:

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Йӗркелӳ комиссине Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ертсе пынӑран тӗнчери мӗн пур чӑваш туслӑ ҫемьене пухӑнчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней