Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫарсен (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кунсенче Сталин пирӗн ҫарсен пулас контрнаступленийӗ ҫинчен нумай шухӑшланӑ.

В эти дни Сталин много думал о предстоящем контрнаступлении наших войск.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Татах та темӗн пулса кайма пултарасран шикленсе, группенфюрер корпус штабне тата ҫарсен центральнӑй ушкӑнӗн командующине — Буш генерал-фельдмаршала ҫакнашкал информаци тӑратма приказ панӑ: вырӑссем Германи ҫарӗсен тылне диверсант-разведчиксен соединенине («Еinheit») янӑ; ҫак соединени, 131-мӗш пехотнӑй дивизи хӑйӗн ӗҫне начар туса пынине пула, «Викин» дивизи вырнаҫса тӑракан вырӑна кӗрсе кайма пултарнӑ; ҫапла майпа вара, пирӗн перегруппировкӑн тӗллевӗсемпе задачисем ҫинчен те вӗсем мӗн те пулин шӑршласа пӗлме пултарнӑ теме пулать.

Встревоженный возможными последствиями, группенфюрер приказал информировать штаб корпуса и командующего центральной группой армии генерал-фельдмаршала Буша в том смысле, что русские заслали в тыл германских войск соединение («Еinheit») разведчиков-диверсантов, которым из-за халатного несения службы 131-й пехотной дивизией удалось проникнуть в центр расположения дивизии «Викинг» и, что вполне вероятно, выведать кое-что о целях и задачах перегруппировки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах пирӗн Мускав патӗнчи ҫарсен пурин те пӗр ӗмӗт-шухӑшчӗ — тӑшмана тытса чарас, пӗр вырӑнта хытӑ тӗрекленсе ларас, оборона валли ҫирӗп лини тӑвас ӗмӗт-шухӑшчӗ.

Но у всех наших войск под Москвой было одно стремление задержать врага, закрепиться, создать прочную оборонительную линию.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пирӗн ҫарсен вара йӑлтах урӑхлаччӗ — фронт линийӗ уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах палӑрса пыратчӗ.

У наших войск, наоборот, все резче и резче обозначалась линия фронта.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сирӗн ҫарсен, пирӗн полка хирӗҫ тӑраканнисен, позицийӗ нумай лайӑхрах, оборона тӗлӗшӗнчен вара — пит аван темелле.

А у ваших войск, с которыми имел дело наш полк, позиции гораздо выгоднее, а для обороны просто хороши.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пирӗн ҫарсен, ҫухатусем пур пулин те, вӑй-халӗ кунсерен ҫирӗпленсе пырать.

— У наших войск, несмотря на потери, с каждым днем растет стойкость.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗрӗслеве ларса тухать ҫакскер ҫакӑнпа, тухать те — лешӗ сасартӑк ҫарсен командующийӗ умӗнчех испан ташши ҫатлаттарма та пуҫлать.

Выехал на ней на смотр, а она вдруг перед самим командующим войсками начала испанским шагом парадировать.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кунта, малти вездеходсем: ҫинче, танковӑй ҫарсен начальникӗсем пынӑ пулмалла.

Здесь на головных вездеходах двигалось, должно быть, танковое начальство.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫак сехетре Мускав урамӗсенче Хӗрлӗ плошаделле каякан ҫарсен пирвайхи речӗсем утаҫҫӗ ӗнтӗ.

В этот час на улицах Москвы уже шагают на майский парад первые шеренги войск.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӑл танковӑй ҫарсен лейтенанчӗ, Степан Иванович пекех Совет Союзӗн Геройӗ пулнӑ.

Он был лейтенант танковых войск и как Степан Иванович тоже Герой Советского Союза.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тылри ҫарсен командирӗ фон Курт Биссинг (ялти ҫынсем ӑна кӗскен «Курт» теҫҫӗ) хӑй пурнӑҫӗ пирки мӗн каланине илтесшӗн имӗш.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫывӑхра Хӗрлӗ Ҫарсен улттӑри боецӗ тӑнӑ.

Вблизи стоял шестилетний боец Красной Армии.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

13. Иудӑпа пӗрле тӑракансем те трупа кӑшкӑртса янӑ, ҫарсен шавӗ-кӑшкӑрашӑвӗпе ҫӗр чӗтренсе кайнӑ, иртен пуҫласа мӗн каҫчен хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ.

13. Затрубили трубами и бывшие с Иудою, и поколебалась земля от шума войск, и было упорное сражение от утра до вечера.

1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней