Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫарсем акӑш-лаша патӗнчен иртеҫҫӗ, шучӗ ҫук ҫарсен урисем айӗнче пылчӑк лӑчӑртатать, тупӑсем шӑваҫҫӗ, тягачсем кӗрлеҫҫӗ, анчах лаша ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхмасть, ӑна ҫул хӗрринчи канавра хӑварса, пурте малалла иртеҫҫӗ.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Черныш пынӑ ҫӗртех каялла ҫаврӑнса пӑхать те ҫарпа тулса ларнӑ ту ҫулне, йӑм-хӗрлӗ юханшыва тата артиллеристсем ун урлӑ хӑйсен тупписене каҫарнине, ҫарсен куҫса пыракан тӗксӗм кӳлепи юханшыв леш енче куҫран ҫухалнине курать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тусем ҫакӑнтах, юнашарах, ларнӑн туйӑнаҫҫӗ, анчах ту хушӑкӗсене пырса кӗме тытӑниччен пирӗн ҫарсен тата пӗр кун та пӗр ҫӗр малалла кайма тиврӗ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӗрӗс ӗҫшӗн ҫапӑҫакан ҫарсен шӑпи яланах илемлӗ вӑл.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем тӑшман ҫине наступлени туса пыракан хамӑрӑн ҫарсен хӑватлӑ юхӑмне хутшӑнчӗҫ те, Андрей вара Атӑл патӗнчен Дон патне ҫити пынӑ хӗллехи чаплӑ марша — ун ҫинчен историксем ҫырӗҫ-ха — хутшӑнма телейлӗ пулчӗ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Унтан вара кашни ҫартан тата тепрер салтак кӑларса тӑратас, унтан 3-мӗшне, 4-мӗшне т. ыт. те ҫапла вара, хире-хирӗҫ ҫапӑҫакан кашни ҫарта пӗрер салтак ҫеҫ юличченех ҫапла туса пырас (кунта ӗнтӗ хире хирӗҫ ҫапӑҫакан ҫарсен вӑйӗсем иккӗшӗн те пӗр тан пулни кирлӗ тейӗпӗр, салтаксен хисепӗ вӗсен пахалӑхӗпе улшӑнма пултартӑр).
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ав мӗнле! — хӑй шухӑшне пӗлтерсе вӑрӑммӑн тӑсса каларӗ стрелковӑй ҫарсен лейтенанчӗ.— Вот как! — выразительно протянул лейтенант стрелковых войск.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хамӑр ҫарсен отрядне каҫарса ятӑмӑр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пирӗн отечество ҫине, пирӗн Советлӑ созиализмлӑ союзлӑ республика ҫине тапӑнма хӑякан пур ҫарсен штабӗсене те эпир ҫаплах пӗтерсе тӑкӑпӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Пӑхсассӑн, ту аяккинче ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех пӗтӗм картина пире курӑнса тӑрать: айлӑмра, авангардпа, венгерецсен карре тӑрать, пӗр пин ҫынна яхӑн, икӗ тупӑ пур хӑйсен, вӗсен хыҫӗнче вара — ытти ҫарсен эшкерӗ, вунтӑватӑ пин ҫынна яхӑн.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӗсем пысӑк ҫарсен тӗшне тӑраҫҫӗ: вӗсем Европӑна хӑратаҫҫӗ.
VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мобилизацилекен ҫарсен хӑрушӑ мӗлкисем хыҫӗнче, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмаллах вӑрҫа хатӗрленни хыҫӗнче халӑхсем миршӗн ҫав тери тӑрӑшни сисӗнет.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
«Ятарласах хатӗрленӗ» ҫарсен пӗр пайне Россия территорине куҫарса, вӗсене Скоропадскисемпе Красновсен, Деникинсемпе Бичераховсен, Колчаксемпе Чайковскисен белогвардеецла чаҫӗсемпе хутшӑнтарса ямаллла, революци вучахне, Совет Российине, «тимӗр ункӑ» ӑшне хӗстерсе лартмалла — ҫакӑн пек пулнӑ ӗнтӗ империалистсен планӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫав директива тӑрӑх, пирӗн ҫарсен пӗр пайне пирӗн патӑмӑртан сулахай фланга, чугун ҫул таврашне куҫармалла.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Френсис тухса кайнӑ пулин те, Америка миссийӗ юлнӑ, союзниксен командованийӗ те юлнӑ, халӗ ӗнтӗ мӗнпур ҫарсен чӑн-чӑн главнокомандующийӗ, паллах, Айронсайд пулса тӑчӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Ҫарсен штабӗнче алла яхӑн Англи сӑнавҫисем…
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халлӗхе эпир пирӗн ҫарсен тылне тӑрса юлнӑ сӗмсӗр нимӗҫсен чаҫӗсемпе ҫапӑҫатпӑр-ха, вӗсен атакисене сиретпӗр, тыткӑна лекнисене яра-яра илсе кирлӗ ҫӗре ӑсататпӑр, ял-хуласенчи нимӗҫсем хушшинче политпросветӗҫсем ирттеретпӗр, юлашкинчен — вӑрҫӑри чи кичем ӗҫпе! — артполксемпе — дивизисен штабӗсенче, хӑйсен топографӗсем ҫитмен пирки, карттӑсем йӗрлес-ӳкерес тӗлӗшпе аппаланатпӑр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах унка лекнӗ нимӗҫ группировкин шӑпи ӗнтӗ вӗҫленнӗ теме юрать, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ҫарсен тылне шала тӑрса юлнӑ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Партин округри комитечӗн бюровӗн канашлӑвӗнче ҫапла йышӑннӑ: окрвоенком приказӗпе Фомина ҫарсен командующийӗ урӑх вырӑна куҫарма Новочеркасска чӗнсе илни ҫинчен пӗлтермелле, эскадрона ун помощникне Овчинникова парса хӑварма хушмалла; ҫав кунах эскадрона, Казанскинче банда тустарса ҫӳрет тесе, унта кӑларса ямалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, ҫӗрле, каварҫӑсене тытса арестлемелле.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Округ военкомӗ Шахаев Дон облаҫӗнчи ҫарсен командующийӗ ячӗпе янӑ шифрлӑ телеграммӑра хӑй Фоминпа Капарина шанманни ҫинчен пӗлтернӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.