Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑраса ӳкрӗ, мана ҫарамаслантарса пӑхрӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Халӑх пухӑнса ҫитсен, салтаксем Мулттана тытса пыраҫҫӗ, ҫарамаслантарса хурӑн хуллипе питӗ нумайччен ҫаптараҫҫӗ те, Мултта ҫавӑнтах вилет.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Халӑх умӗнче ҫарамаслантарса чӗн-чӗр юна ӳкиччен хӗнеҫҫӗ.Раздели при всем честном народе и били до алой теплой крови.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хам пулсан эпӗ вилӗ ҫынсене ҫарамаслантарса ниепле те ҫылӑха кӗрес ҫукчӗ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Голиковсен килӗ умӗнче ӳсекен ватӑ йӑмра кӑна чӑнкӑ ҫыран хӗррине тӑрса юлнӑ — Пола шывӗ ҫыран хӗрринелле куҫса пынӑ, ҫырана ытларах та ытларах ҫисе кӗнӗ, сулхӑн парса тӑракан йӑмра тымарӗсене пӗтӗмпех ҫарамаслантарса хӑварнӑ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ унпала пӗрре ирхине, Ярмаркӑналла уттарнӑ чух паллашрӑм: вӑл килхушши хапхи умӗнче сӗм пӗлми ӳсӗр хӗре извозчикӑн пролетки ҫинчен туртса антаратчӗ; ӑна ансарах ларнӑ чӑлха тӑхӑннӑ урисенчен тытса, пилӗк таран ҫарамаслантарса, вӑл ухлатса та кулкаласа, ним намӑса пӗлмесӗр турткалатчӗ, ун ӳчӗ ҫине суратчӗ; хӗрӗ, лучӑрканса пӗтнӗскер, суккӑрскер, ҫӑварне карса пӑрахса, хӑйӗн ҫемҫе те сикнӗ пек пулнӑ аллисене пуҫӗ урлӑ пӑрахса, пролетка ҫинчен шуса аннӑ чух ҫурӑмӗпе, ӗнсипе тата кӑвакарнӑ пичӗпе пролетка ларчӑкӗ ҫумне, пускӑчӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнатчӗ, юлашкинчен, пуҫӗпе чулсем ҫумне сапӑнса мостовой ҫинелле ӳкрӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрхенӳсӗр кӗр вӗсен шукӑль тумне сӳсе илнӗ, вӗсене ҫарамаслантарса, ырханлатса хӑварнӑ.Безжалостная осень сорвала их пышные одеянья, и стояли они голые и чахлые.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Епле апла? — ыйтрӗ Петро, кӗпине хывса хӗвелпе хӗрелсе кайнӑ мӑй сыппинчен аялалла шап-шур шуралса анакан ҫан-ҫурӑмне ҫарамаслантарса.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑшӗсем ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ; салтак ӑна яра кунах ҫиет, иртен пуҫласа каҫченех, тата кирек кӑна мӗнле лару-тӑрура та; тӗрӗслевсенче, маневрсем вӑхӑтӗнчи тӑхтавсенче, чиркӳре, ҫылӑх каҫарттарма пырсан, мӗн унта, ҫарамаслантарса ҫаптарас умӗн те.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫӑткӑннисемпе ирсӗррисем вӗсене хӑйсен ултавне, айванлӑхне, хӑйсен тӑранма пӗлми ҫӑткӑнлӑхӗн вӑйне йӗрӗнмелле ҫарамаслантарса кӑтартаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Йӗри-тавралӑх пӗтӗмпех, хӑйӗн килпетсӗр ӳтне ҫарамаслантарса, намӑссӑрланса, ҫиҫсе-ҫуталса тӑрать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсене пурне те йӑлкӑшакан ҫутӑ ҫарамаслантарса ҫаратса кайнӑ; кирек ӑҫта та — ҫутӑ, мӗлке таврашӗ ниҫта та ҫук.Все раздето, ограблено бесстрастным блеском огня; он — всюду, и нигде нет теней.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сивӗ ҫил хумӗсем, чекменне уҫса пӑрахса, бронза тӗслӗ ҫӑмлӑ кӑкӑрне ҫарамаслантарса янине, кӑкӑрӗ тӑрӑх ҫил пӗр хӗрхенмесӗр ҫаптарнине ним пӑхмасӑр, вӑл — илемлӗн те ирӗклӗн тата тӗреклӗн чавсаланса, ман еннелле пӑхса выртать; хӑйӗн тем пысӑкӑш чӗлӗмне майӗпен ӗмет, ҫӑварӗпе сӑмсинчен ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантара-мӑкӑрлантара кӑларать; куҫӗпе таҫта, ман пуҫ урлӑ, ҫеҫенхирти вилӗ пек пӗр сасӑ кӑларман тӗттӗмелле тӗлленӗ, ним чарӑнмасӑр манпа калаҫать, ҫил хыттӑн ҫаптарнинчен сыхланас-мӗн тесе, пӗртте тапранкаламасть хӑй.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Эсӗ йӗркесӗр йӑх пуҫлӑхне пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫитиччен ҫарамаслантарса аркатса тӑкатӑн.Ты сокрушаешь главу нечестивого дома, обнажая его от основания до верха.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1