Поиск
Шырав ĕçĕ:
— «Итлетӗн-и эсӗ?» тесе ыйтнӑ хыҫҫӑн упӑшки пӗр чарӑнмасӑр малалла каласа кӑтартать, — ҫапла, маншӑн питӗ кӑмӑллӑ улшӑнусем, тет те вӑл, чыллаях тӗплӗн каласа кӑтартма пуҫлать; ара кунтан виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Вера пӗлет вӗт-ха, ҫук, пӗтӗмпех пӗлет, анчах та пурпӗрех: каласа кӑтарттӑр ӗнтӗ, епле ырӑ вӑл!
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Вера Павловна хыҫҫӑн мар, тӳрех хӑй кабинетне кайрӗ; сӗтелӗ ҫине, сӗтел ҫумӗнчи вырӑн ҫине сиввӗн, ерипен пӑхса илчӗ: ҫапла, вӑл ӗнтӗ темиҫе кун хушши мӗн те пулин ҫакӑн пекрех япала пуласса, калаҫу е ҫыру пуласса кӗтнӗччӗ, ну, акӑ вӑл ҫыру, адресӗ ҫук, анчах пичечӗ Вера Павловнӑн; ну, паллах, Вера Павловна ӑна пӗтерес тесе шыранӑ е халь тин пӑрахса хӑварнӑ, ҫук, шыранӑ: хутсем ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, анчах Вера Павловна ӑна ӑҫтан тупма пултартӑр-ха, вӑл ҫырӑвне пӑрахнӑ чухне ҫав тери пӑхланса кайнӑ, вӑрр ывӑтнӑ ҫыру, алла кӑвар пек ҫунтараканскер, ӳксе сӗтел ҫийӗн шуса кайнӑ та сӗтел леш енне, чӳрече ҫине ӳкнӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫапла, савнӑ тусӑм; анчах эпӗ вӑл туйӑма парӑнас пулсан, эсӗ асапланатӑн-ҫке-ха; мӗншӗн ҫуралчӗ-ши ман чӗрере ҫав туйӑм, ах, пӗлместӗп эпӗ!
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫапла, килӗшрӗмӗр, савнӑ тусӑм.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мана пулӑшас вырӑнне эсӗ мана хирӗҫ пыратӑн, эпӗ пур, чӑтса ирттересшӗн кӗрешетӗп, — ҫапла, чӑтса ирттересшӗн.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах никам та нимӗн те асӑрхаман пулсан, мӗн те пулин ыратать пуль, ҫавӑнпа сӑнтан кайнӑ пуль тесе шухӑшланӑ пулсан, Лопухов ҫапла шухӑшлама та курмасӑр тӑма пултарайман, тепӗр тесен, ахаль те пӗлнӗ вӗт вӑл, унӑн пӗлме те, чухлама та, курма та кирлӗ пулман.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла пӗр эрнене яхӑн иртрӗ.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн пек сасӑсене итлесе, ҫавӑн пек пит-куҫ ҫине пӑхса, Вера Павловна пӗтӗмпех мар, кӑшт ҫеҫ, ҫук, кӑшт ҫеҫ те мар, пӗтӗмпех тенӗ пекех шухӑшлама пуҫларӗ: питӗ кирли нимех те ҫук, вӑл ахаль ӗмӗте ҫеҫ вӑйлӑ та хӗрӳллӗ ҫулӑм тесе шутланӑ иккен, ҫав ӗмӗт вӑл пӗр йӗр хӑвармасӑр темиҫе кун хушшинчех саланса кайӗ, е хӑй ун пек шухӑшламан, ун пек маррине туятӑп тесе шухӑшланӑ-и тата вӑл? — ҫапла, ку вӑл ун пек мар, ун пек мар, ун пек вӑл, хӑй ҫапла шухӑшлать пуль тесе, хытӑрах та хытӑрах шухӑшлама пуҫланӑ, — вӑл, чӑнах та, пӗтӗмпех ҫапла шухӑшлать иккен, — ҫак лӑпкӑ та пӗр пек илтӗнекен, нимех те пулман-ха текен сасса илтсессӗн, епле шухӑшламӑн-ха тата?
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, пӗрре кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, Вера Павловна хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫӗлеме ларчӗ, ҫӗленӗ май шухӑша путрӗ, питӗ лӑпкӑ шухӑшларӗ вӑл, шухӑшласса пӗртте ун ҫинчен мар, ахаль ҫеҫ, тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен, хуҫалӑх ҫинчен, мастерской ҫинчен; хӑйӗн урокӗсем ҫинчен шухӑшларӗ, варӑ вӑл майӗпен-майӗпен ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ, вӑл ун ҫинчен мӗншӗн час-часах шухӑшлани паллӑ мар; асаилӳсем, вак-тӗвексем, тӗрлӗрен ыйтусем сиксе тухрӗҫ, пысӑкланса, нумайланса пычӗҫ, акӑ вӗсем унӑн пуҫӗнче пинӗн-пинӗн мӗлтлете-мӗлтлете иртрӗҫ, ӳснӗҫем ӳссе пырса, пӗр ыйту: мӗн пулчӗ-ха мана? текен ыйту тухса тӑчӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл яланах ҫапла пулать: ҫын пуҫне мӗн те пулин шырас шухӑш пырса кӗчӗ пулсан, вӑл пур ҫӗрте те хӑй мӗн шыранине тупать; нимӗнле йӗр те ҫук пултӑр, вӑл пурпӗрех лайӑх палӑрса выртакан йӗр курать; мӗлки те ан пултӑр, вӑл ҫапах та хӑйне мӗн кирлин мӗлкине ҫеҫ мар, хӑйне кирлине пурне те курать, питӗ тӗплӗ-йӗрлӗ курать, ҫав йӗрсем вара вӑл ҫӗнӗрен пӑхнӑҫемӗн, унӑн ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑҫемӗн лайӑхрах та лайӑхрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр кунне, ямшӑк тытса, оперӑна кайнӑ чухне (ку вӑл икӗ ямшӑк тытассинчен йӳнӗрех вӗт) сӑмах майӗн ӗнер хӑйсем пулнӑ Мерцаловсем ҫинчен те пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илчӗҫ, вӗсем килӗштерсе пурӑннине мухтарӗҫ, ун пекки вӑл сайра пулать, терӗҫ; пурте ҫапла калаҫрӗҫ, вӑл шутрах Кирсанов та каларӗ: «Ҫапла, Мерцалов тата ҫак енчен те питӗ лайӑх — арӑмӗ ӑна хӑй мӗн шухӑшланине ирӗккӗн каласа пама пултарать», ҫапла ҫеҫ каларӗ Кирсанов, виҫҫӗшӗ те вӗсем ҫапла калама шухӑшланӑччӗ, анчах каласса вара Кирсановӑн калама тиврӗ; анчах мӗншӗн каларӗ-ха вӑл ҫавна?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Савнӑ тусӑм» оперӑна пыни вӑл, паллах, ыйту кӑларса тӑратмасть: Вера ӑна пӗррехинче «манпа пӗрле ытларах пул-ха» тенӗренпе вӑл хуть те ӑҫта та арӑмӗпе пӗрле ҫӳрет, — ҫавӑнтанпа вӑл ӑна нихҫан та манман, апла пулсан, вӑл пыни ӗнтӗ нимех те мар, ку вӑл пӗр ҫакна ҫеҫ, Лопухов ырӑ кӑмӑллине тата ӑна юратмаллине ҫеҫ, пӗлтерет, ку вӑл пӗтӗмпех ҫапла, анчах Кирсанов ҫак сӑлтава пӗлмест-ҫке-ха, мӗншӗн Вера Павловна майлӑ пулмарӗ-ха вӑл?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑйне ӗлӗкхинчен начартарах мар тытнӑ пулсан, ун ҫине пӑхакан куҫсем вара нумай асӑрханӑ, нимӗнле урӑх куҫсем те ун чухлӗ курма пултарайман, — ҫапла, нимӗнле урӑх куҫсем те асӑрхама пултарайман пулӗччӗ ун чухлӗ: Лопухов хӑй те, — Марья Алексевна откуп енӗпе кайма ҫуралнӑ тесе йышӑннӑскер те, — Кирсанов хӑйне хӑй питӗ ирӗк тыткаланинчен тӗлӗннӗ, Кирсанов пӗр самантлӑха та улшӑнман, Лопухова ҫак сӑнавсем хытӑ савӑнтарнӑ, наука енчен илсе пӑхсан, вӗсем ӑна ирӗксӗрех психологи тӗлӗшпе чаплӑ сӑнав пулнипе интереслентернӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак калаҫура хӑйне мӗнле тыткаланине теоретик пек пӑхас пулсан, Кирсанов савӑнсах ҫапла каланӑ пулӗччӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак калаҫура хӑйне мӗнле тыткаланине теоретик пек пӑхас пулсан, Лопухов савӑнсах ҫапла каланӑ пулӗччӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла мана вӑйпа ирӗксӗрлемелле.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ку тӗлӗшпе эсӗ нумай турӑн.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн та ӗҫ нумай, санӑннинчен сахалах мар; ҫапла ӗнтӗ сывӑ пул.У меня много работы, не меньше, чем у тебя; итак, до свидания.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чи малтан ҫапла шутлӑпӑр, калӑпӑр, виҫӗ ҫын пурӑнаҫҫӗ тейӗпӗр, — кунта пулма пултарайманни ҫук ӗнтӗ, — калӑпӑр, вӗсенчен пӗрин иккӗмӗшӗнчен, уйрӑмах виҫҫӗмӗшӗнчен, пытарма кирлӗ вӑрттӑнлӑх пур; калӑпӑр, иккӗмӗш пӗрремӗшин ҫак вӑрттӑнлӑхне туйса илет те: эпӗ санран мӗн ыйтнине ту, е эпӗ сан вӑрттӑнлӑхна виҫҫӗмӗшне пӗлтеретӗп, тет.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
В вырӑнӗнче А В пулса тӑрать; В вырӑнне В пулман пулсассӑн, вӑл В вырӑнӗнче пулман пулӗччӗ-ха, В вырӑнӗнче пулма ӑна мӗн те пулин ҫитмен пулӗччӗ, — ҫапла вӗт?