Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫаннипе (тĕпĕ: ҫанӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлип куҫне кӗпи ҫаннипе шӑлса илчӗ те чӗмсӗрленсе ларчӗ.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тути-ҫӑварне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ҫын саран айӗнчен тухрӗ те пит-куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр хушӑ ҫапла хӳхлесе макӑрнӑ хыҫҫӑн Тарье темиҫе хутчен ассӑн сывласа илчӗ, ахаль те тӑртанса хӗрелнӗ куҫӗсене кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ те, хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, подвал алӑкӗ патӗнче тӑракан Сергей патне тухрӗ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лачкам тар пулнӑ кил хуҫи, питне ҫаннипе шӑлса, картишне тухрӗ.

Помоги переводом

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн те мӗскӗн ҫын ачисем Куҫҫульпе питсене ҫӑваҫҫӗ, Кӗпе ҫаннипе пусса шӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутине кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кукамай, хӗрелсе кайнӑ куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, чӳрече умне куркапа шыв пырса лартрӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, атте хыҫҫӑн кӗчӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васса саланнӑ ҫӳҫне пуҫтаркаласа тутрине ҫыхрӗ, Спанюк, кӗпе ҫаннипе юнлӑ тутине типӗтсе, хӑй ани ҫине кайса тӑчӗ.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана курсан, пичче ман пата кулкаласа пычӗ, шурӑ кӗпе ҫаннипе ӑшӑрханӑ пит-куҫне шӑлкаласа илнӗ хыҫҫӑн тӑрӑхласа ыйтрӗ:

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫемук сӑмсине туртса кӗпе ҫаннипе шӑлса илнӗ хыҫҫӑн пӗр кана сӑмахламасӑр лашипе кӗрмешет, вара каллех хамӑра ят хуни ҫинчен калама тапратать.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ сӑмса айне кӗпе ҫаннипе шӑлтӑм, вӑл та ҫаплах турӗ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ивук айккинелле пӑрӑнса вӑрттӑн сурса пӑрахрӗ, тутине сӑхман ҫаннипе шӑлчӗ.

Украдкой сплевывая и утирая рукавом лицо, проговорил Ивук.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл мӗнле педаль ҫине пусрӗ-тӗр, трактора мӗнле чарма пултарчӗ-тӗр — ӑна нимӗн те астумарӗ, хура питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илсе, ҫӗрелле сикрӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, халӗ сире ҫӗнӗ юрӑ юрласа парам, — терӗ вӑл шывланнӑ куҫӗсене сӑхман ҫаннипе шӑлса.

Помоги переводом

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сулахай ҫаннипе тутар ҫарпуҫӗ питне сӑтӑрса тасатрӗ те: «Урагш!» — тесе кӑшкӑрса вӗҫтерчӗ шурӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн.

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Апла эпир вӑл ҫиекен пулла тутанса пӑхрӑмӑр пулать-и? — тутисене кӗпе ҫаннипе шӑлкаларӗ Ахтупай.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӗветӗр таврӑнчӗ пулас, — тарласа йӗпеннӗ кантӑк куҫӗсене кипке ҫаннипе типӗте-типӗте каларӗ Марье.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, вӗсене те курса юлаймӑп, — куҫҫульне кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла каларӗ Эльгеев.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней