Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнкаласа (тĕпĕ: ҫаврӑнкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Янтул ахальтенех ҫаврӑнкаласа ҫӳремест-ха вӗсен тавра, вӑл хӑй те ҫавӑн йышши терӗҫ пуль.

Мол, не зря с ними Яндул якшается, сам наверняка из «таких»…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем шӑпланчӗҫ те тахҫанччен ҫаврӑнкаласа выртрӗҫ.

Они затихли, но долго ворочались, каждый думая о своем.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳрерӗҫ-ҫӳрерӗҫ вӗсем тӗттӗм хулара ҫаврӑнкаласа, утрӗҫ-утрӗҫ.

Они долго петляли по глухим закоулкам,

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тӗттӗм пулнӑранпах ҫак таврашра ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗм.

— Как стемнело, так и кружу по этим местам.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ ҫаврӑнкаласа тӑчӗ-тӑчӗ тет те лаши ҫине ларса — кантуралла.

Ох и пометался, говорят, он возле ворот, покрутился, еле-еле сел на лошадь — и в контору.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун кушак пек ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ-ҫӳренӗ те ҫемленнке маччинчи тӗнӗ шӑтӑкне тупса хӑрах хӑлхипе ун ҫумне выртнӑ.

Шахрун беззвучно, словно кошка, обошел вокруг землянки, залез на крышу и приложился ухом к отверстию в ней…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле вара ҫӳлӗк ҫинчен хырчӑк кармашса илет те хӗрӳ кӑмака умӗнче асамӑҫла ҫаврӑнкаласа, пӑр вырӑнта тапӑртатса хӑйне хырчӑклама тытӑнать.

Тогда Илле хватает с полки скребницу и, выделывая возле горящей печки какие-то замысловатые коленца, волчком крутится на месте, с остервенением скребет все тело.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр Каҫҫан пичче кӑна тӗркӗшӗве те калаҫӑва хутшӑнмасӑр пӗчченех хӑйӗн урапи тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет.

Один Касьян безучастен и к красоте природы, и к людской сутолоке — кружит и кружит возле своей телеги.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем Ухтиван тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ, паҫӑр хӑйсем пытанса ларнине манса ун ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.

Они увиваются вокруг Ухтивана, позабыв, что еще час назад трусливо отсиживались, даже завидуют ему.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хыпаланса калаҫнӑ май Ивук йӗкӗт тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, унӑн сӗрме купӑс чикнӗ пушӑ кутамккине вӗҫертсе урапа ҫине хурать, ҫӑм шлепкине хывса илет, ҫӳҫне тӳрлеткелет, юратса ӑна куҫӗнчен пӑхать, тарлӑ ҫурӑмӗнчен ҫупӑрлать.

— Ивук до того рад встрече, что прямо вьюном вьется вокруг парня, снимает с его плеч котомку со скрипкой, бережно укладывает на телегу, похлопывает по взмокшей спине, поправляет сбившиеся под войлочной шляпой волосы, заглядывает в глаза.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑех сисрӗ, ун пичӗ халь вӑтаннӑ хӗрача пичӗ евӗр ҫиҫсе тӑрать, кӑна палӑртас мар тесе каччӑ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем тупайман ҫӗмӗрте пуҫтарам пекки туса ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр айккинчен тепӗр айккине нумайччен ҫаврӑнкаласа выртас пулать, нумай шухӑш вӗҫтерес пулать.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадир трактор йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа унта кунта пӑхкаларӗ, пӗр ҫӗрте контакт ҫуккине тӳрлетрӗ, урӑх пӑсавлӑ мар вырӑн ниҫта та ҫук.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку шӗкӗр хула йӗри-тавра мӗскӗннӗн ҫаврӑнкаласа ҫӳрекен чӑваш мӑрсишӗн ҫав тери кӑсӑклӑ хыпар пулчӗ.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла пӗрре мала кайса, тепре кая юлса ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ хушӑра йытӑ ҫывӑхрах раснах хыттӑн вӗрсе ячӗ те хӑйне такам ҫыртнӑ пек нӑйкӑшса хуҫа патне таврӑнчӗ, хӳтлӗх шыранӑ пек, часрах ун ҫумне йӑпшӑнчӗ.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрттӑн-кӗрттӗн каялла ҫаврӑнкаласа пӑхаҫҫӗ: тем тесен те каччӑсем хӗрсене хӑваласа ҫитме тивӗҫ.

Помоги переводом

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ҫак кунсенче кремль таврашӗнче нумай ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл пырса кӗнӗ чухне Пикпав килӗнчи виҫӗ арҫын — ватти хӑй, вӑталӑххи тата кӗҫӗнни — вите умӗнче ӑйӑр тавра ҫаврӑнкаласа, савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр утса-чупса ҫӳретчӗҫ.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл вырӑн ҫинче енчен енне ҫаврӑнкаласа ыйха вӗҫтерсе выртнине наян чирӗ тесе шутлать.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней