Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑрӑхран ниҫта кайса хӑтӑлма май ҫук пулин те, арбан сулхӑнӗнче вӑрӑмтунасем кӗтӗвӗпе хӗвӗшнине тата арҫын ачи, ҫаврӑнкаланӑ май, хӑйне тӗрткеленине пӑхмасӑрах, Марьяна тутӑрне пуҫӗ ҫине туртса витсе ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑках кӳршӗ хӗрӗ Устенька ун патне чупса килчӗ те, арба айне чӑмса, Марьянӑпа юнашар выртрӗ.
XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Захар, упа шӑтӑкра ҫаврӑнкаланӑ пек, ҫаврӑнса тӑчӗ те пӗтӗм пӳлӗме илтӗнмелле ассӑн сывласа ячӗ.Захар повернулся, как медведь в берлоге, и вздохнул на всю комнату.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн тумӗ ҫине ку таранччен питех те ҫаврӑнса пӑхманскер, халь вӑл сасартӑк брюкине куллен якатнӑ, формӑллӑ курткин тӳмисене пурӑпа тасатнӑ, вӗҫевҫӗсен парад чух тӑхӑнакан шур тӑрӑллӑ та значёклӑ картузне чемоданран кӑларнӑ; кунне икӗ хут хӑйӗн шӑрт пек хытӑ сухалне хырнӑ, каҫсерен вара, тӗкӗр умӗнче унӑн-кунӑн ҫаврӑнкаланӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен тухакан Ольӑна кӗтсе илме завод патне кайнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мотор кӗрлени ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса килчӗ, вӑл, самолёт ҫаврӑнкаланӑ май, пӗрре шӑхӑракан сасӑпа, теп-ре йынӑшнӑ сасӑпа кӗрлерӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тул ҫутӑлса ҫитсен, Алексей хӑй ҫывӑрнӑ йывӑҫ таврашӗнче тилӗ йӗрӗсене курчӗ: тилӗ йывӑҫ тавра ҫаврӑнкаланӑ, унӑн ура йӗрӗсем хушшинче сӗтӗрӗнсе пынӑ хӳре йӗрри те палӑрнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2