Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӗрӗх ҫултан иртнӗскер, анчах унӑн лаша куҫӗсем пек, мӑн куҫлӑ, тапранкаламан, ҫаврака сӑнӗ-пичӗ таса та яка, пӗчӗк ҫӑварӗ, йӳн йышши пуканен пек, сӑрланӑ пек туйӑнать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗпе пуҫлӑ, кулӑшла пӗчӗк ҫынна пӑхса, каюта умӗнче халӑх тӑратчӗ; ҫынӑн каҫӑр сӑмсаллӑ пичӗ студӗн пек чӗтретчӗ, ҫӑварӗ ывӑннӑ пек уҫӑлса кайнӑ, тути сиккелетчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сергей хӑйӗн шапа ҫӑварӗ пек ҫӑварне хӑлхасем таран кара-кара ярать, салхуллӑ Максим хӑйӗн пӗлмелле мар тӗслӗ сивӗ куҫӗсемпе вӗсене пӑхса шарламасӑр ларать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫурта ҫулӑмӗсен тӑррисем шӑтӑк ҫӑварӗ патнелле тайӑлса килеҫҫӗ; шӑтӑкра тӗрлӗ хӗлхемсем, тумхахсем тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.Острия огней наклонялись к отверстию пещеры; внутри её тускло блестели разноцветные искры, пятна.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пушӑ ещӗк ҫине ларса вӑл анасласа илчӗ, ҫӑварӗ ҫине хӗрес хучӗ те каллех: — Вӑрла-ха, э? — терӗ.Присев на пустой ящик, он зевнул, перекрестил рот и снова: — Украдь, а?
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр пӳлӗмре (кӑмака ҫӑварӗ унталла тухать), вучах умӗнче Уча амӑшӗпе калаҫса ларчӗ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йован пулштуха тути пӑтне илсе пычӗ те ӑна ҫӑварӗ патӗнче тытса тӑчӗ, анчах ик-виҫӗ пӗчӗк сыпкӑм сыпрӗ те пӗлекен ҫын пек: — Аван! Чӑн-чӑн Жупӑри эрех! — терӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ Анна Дмитриевнӑна пӗле пуҫланӑ вӑхӑт тӗлне ун ҫуртӗнче крепостнойсем шутӗнчен кантура ӗҫлеме илнӗ Митюша пурӑнатчӗ, вӑл патне яланах помада сӗретчӗ, ҫӳҫне кӑтралатса янӑччӗ, черкессенни евӗрлӗ сюртук тӑхӑнатчӗ, апат вӑхӑтӗнче Анна Дмитриевна пуканӗ хыҫӗнче тӑратчӗ, Анна Дмитриевна Митюша умӗнче французла каласа, хӑнасене унӑн хитре куҫӗсемпе ҫӑварӗ ҫине пӑхма сӗнетчӗ, анчах сӳнсе пӗтмен хавхана аса илтерекенни нимӗн те ҫукчӗ.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку плансем кашни кун тенӗ пекех ылмашӑнса пыраҫҫӗ тата пӗрне-пӗри хирӗҫлеҫҫӗ пулин те, илӗртӳллӗ туйӑннӑран эпир вӗсене тимлесех итлетпӗр, Люба, пӗр сӑмахне те сиктерес мар тесе, куҫне мӑчлаттармасӑр, атте ҫӑварӗ ҫине тӗллесе пӑхать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫутӑ сенкер куҫӗсем те, ӑшшӑн кулакан сӑнӗ те ҫавсемех, тӑпӑл-тӑпӑл тӳрӗ сӑмси те, пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗ те ҫавсемех, кӗрен тӗслӗ тап-таса питҫӑмартийӗсем ҫинчи пысӑк мар путӑксем те ҫавсемех, чиперкке шап-шурӑ аллисем те ҫавсемех… ӑна ӗлӗкхиллех тап-таса хӗрача тени те темшӗн ҫав-ҫавах килӗшет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вӑл хӑлхисем хыҫне тирпейлесе пуҫтарнине, эпӗ халиччен курман ҫамкипе тӑнлавне уҫӑ хӑварнине пӑхса тӑтӑм; пысӑк симӗс тутӑрпа сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ курӑнмалла ҫӑтӑ-ҫӑтӑ чӗркенине те куртӑм; вӑл хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк пӳрнисемпе ҫӑварӗ тӗлне уҫӑ вырӑн туман пулсан, пӑчӑхса вилме те пултаратчӗ; хӑйӗн амӑшӗ хыҫҫӑн пусма тӑрӑх аннӑ чухне хӑвӑрт пирӗн еннелле ҫаврӑннине, пуҫ сӗлтнине, вара алӑкран тухса кайнине те пӑхса юлтӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн хупӑнарах тӑракан пысӑк куҫӗсем, тӑп-тӑп пӗчӗк ҫӑварӗ кӑмӑллӑ та илемле сӑн-питӗн уйрӑмлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, мӗн туса хутӑн эсӗ мана! — терӗ атте, йӑл кулнӑ май аллине Мими ларнӑ енчен ҫӑварӗ патне тытса.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӑварӗ уҫӑ, сывламасть, Юлашки сывлӑшӗ юрӑпа пӗрле тухса кайнӑ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эпӗ пит хӑрушӑ кайӑк куртӑм, унтан тискертерех кайӑк тӗнчере те урӑх ҫук пулӗ: хӑлха вырӑнне унӑн ҫунатсем, ҫӑварӗ пуҫӗнчен те сарлака, мӗкӗрессе вӑл ҫав тери хытӑ мӗкӗрет, вӑл мӗкӗрнипе пӗтӗм ҫӗр чӗтрет, пӗлӗт те хуралса килет, — тенӗ Тигр.
Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Ун ҫинче кивӗ саплӑклӑ кӗпе пулнӑ; вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле илемлӗхӗпе ҫутӑлса тӑнӑ: куҫӗсем унӑн ҫӑлтӑрсем пек пулнӑ, ҫӑварӗ уйӑх пек, кӗлетки — яштака та авӑнакан хулӑ пек.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Пӗлтӗн-и? — терӗ ача, ҫӑварӗ тулли шурӑ порошок пулнӑран, аран ӑнланмалла.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Тӗрӗс, вӑл ывӑннӑ: ҫӑварӗ карӑлса кайнӑ, шупка хӗрлӗ чӗлхи, хӑй шавлӑн сывланӑ май, пӗрмай чӗтренсе тӑрать.Да, он устал: пасть приоткрылась, розовый язык так и ходил в такт тяжелому, шумному дыханию.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл темскер каласшӑнччӗ, анчах унӑн ҫӑварӗ уҫӑлнипех юлчӗ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тепӗр кунне каҫалапа Жуков спальнӑсене кӗрсе тухрӗ, унтан, аллисене ҫӑварӗ патне рупор пек тытса, крыльца ҫинчен килхушшинелле кӑшкӑрчӗ:
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.