Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫармӑс сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫармӑс (тĕпĕ: ҫармӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр мӑрси, ҫармӑс ҫынни Болдуш, ялан шӳт тума юратаканскер, ӑна куҫ айӗн пӑхса: — Итле-ха, Тукай, сана вӗсем крепость пуҫлӑхӗ тума илсе килмерӗҫ-и? — тесе хучӗ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑҫан туса лартма ӗлкӗрнӗ кӑна вырӑссем? — терӗ ҫармӑс мӑрси.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫапах та часрах тармалла кунтан! — сӑмах хушрӗ ҫармӑс мӑрси Болдуш.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

А эс, Павел Николаевич, вӑтанса ан лар, «ҫармӑс пылӗпе» сыпса ӗҫ чейпе, — тепӗр стакан тултарса пама хушрӗ Ефремов арӑмне.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫармӑс пылӗ, — текелесе ҫӑкӑр касӑкне «пылпа» шуратса ҫиме тытӑнчӗ Ефремов.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗн ӗненмелли пур ҫав хӗрарӑма, ҫармӑс пылӗ ҫисе курман вӗт вӑл.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫармӑс пылӗ вӑл, — кулкаларӗ Алексей Ефремович.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫармӑс пылӗпе! — хавассӑн йышӑнчӗ Эльгеева Анисим Митрофанович.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫармӑс мӑрсисем вӗсем тутар уланӗсем пек чӑртмах мар!

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн вара ҫавӑнта вир енче, ҫармӑс ҫӗр-шывӗнче пурӑнмалла пулать-и?

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таврари ҫармӑс ялӗсем ун аллине кӗрсе ӳкеҫҫӗ, ӑна ясак тӳлеме тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсир киле каясшӑн та мар пулас, кунтах, ҫармӑс вӑрманӗнчех пурӑнасшӑн пулас?

Помоги переводом

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сана та сӗнместӗп ҫармӑс сим пылӗпе ытлашши иртӗхме.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Сахиб-Гирей Чалӑм патне уҫӑлма кайса килесшӗн», «Сахиб-Гирей ҫармӑс вӑрманӗнче сунара ҫӳресе пӑхасшӑн» текен сӑмахсене вӗсенчен никам та ӗненмерӗ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан патне пушкӑрт княҫӗ Салтанбекпа ун аслӑ ывӑлӗ, ҫармӑс княҫӗсем Мамич-Бердайпа Болтуш, Сӗве таврашӗнчи чаплӑ мӑрса Девлизер тата ыттисем те кӗрсе тухрӗҫ.

Помоги переводом

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусана каялла илсе каяс — ку вӑл хана мӑшкӑллани пулать, уншӑн Шигалей пуҫа кастармасан та ярлӑка туртса илме пултарать, тепӗр хут Чалӑма ҫитес — ку вӑл пушӑлла ҫул туни, парнесене ҫав ҫармӑс вӑрманӗнчи кашкӑра парса хӑварни пулать, урӑх ним те мар».

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ӳстермесӗрех калама пулать, пирӗн ханлӑха ҫаксем тӑрантараҫҫӗ — Тукай, Сарыев, Магмет Беззубов, ҫармӑс куназӗ Акпарс…

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Таврари ҫармӑс ялӗсенчен темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме пуҫтартӑмӑр, ак иксӗмӗр тирпейлетпӗр, нумай юлмарӗ…

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар, пушкӑрт, чӑваш, ҫармӑс халӑхӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, вырӑссемпе пӗрле пулса, пур ҫӗрте те шурӑ гвардеецсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗҫ урам вӑранать: малтан тутар сасси илтӗнет, ун хыҫҫӑн вырӑс, вара ҫармӑс кӑшкӑрса иртсе кайнисем, савӑт трубисем шӑхӑртни…

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней