Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнпа (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ах, ҫакӑнпа, — хускалса илчӗ амӑшӗ, — ҫыпҫӑнас марччӗ ҫын ҫумне.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

5-9-мӗш класра вӗренекен 5 пин шкул ачи ҫакӑнпа усӑ курма пултарать.

Помоги переводом

Республикӑри туризм порталӗ пулӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m2i8pQJyRJs

Мӗтри ӗнтӗ ӗҫ-пуҫ ҫакӑнпа вӗҫленӗ тесе шутланӑччӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пирӗн территорин пӗр пайне ҫапах та нимӗҫсен фашистла войскисем тытса илни ҫинчен калас пулсан, ӑна вара пуринчен малтан ҫакӑнпа ӑнлантарса памалла: фашистла Германин ССР Союзне хирӗҫ пыракан вӑрҫи нимӗҫ войскисемшӗн лайӑх условисенче тата совет войскисемшӗн лайӑх мар условисенче пуҫланчӗ.

Что касается того, что часть нашей территории оказалась все же захваченной немецко-фашистскими войсками, то это объясняется главным образом тем, что война фашистской Германии против СССР началась при выгодных условиях для немецких войск и невыгодных – для советских войск.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех кандидатсем психологи тата медицина тӗрӗслевӗ тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Хальхи самантра эпӗ, ак, сана юрататӑп, мана ҫакӑнпа ҫитет.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех кунта эпӗ хамӑн юратӑва тата, ҫавна май, ҫынсен юратӑвне те мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиех кӑтартма тӑрӑшнӑ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакӑнпа килӗшмесӗр тӑма та ҫук ӗнтӗ.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, вӑйпут ӑна хӗҫӗпе хырӑмӗнчен чикрӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа икӗ ватӑ сӑмахӗ ҫӗре ҫитрӗ.

Помоги переводом

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ҫакӑнпа усӑ курса, пӑшалӗсемпе переҫҫӗ те переҫҫӗ, пӑлхавҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, Укаслу ӑна хӑй ҫинчен сирсе ывӑтрӗ те, сиксе тӑрса, кӗлет алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, уксах ача уххине туртса карӑнтарчӗ те ҫывӑхри тепӗр кашкӑра тӗллесе печӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа хурлӑх тени ҫитеччӗ ӗнтӗ, ҫук, татах тертленмелле унӑн…

Помоги переводом

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ӳсӗмсем пур, ҫакӑнпа пӗрлех пурнӑҫламалли ӗҫсем те сахал мар»,— палӑртнӑ Владимир Борисович.

Помоги переводом

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Эпир ҫакӑнпа ӗҫ пӗтрӗ пуль тесе.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакӑнпа вӗсен хушшинче хут таткине ӑса пек ҫӳретесси вӗҫленчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эсӗ: «Юлашки ҫулсенче мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен, чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать. СПИД, наркомани, токсикомани, ытти усал чир-чӗр ҫинчен нумайӑшӗ паян кунччен илтме мар, вӗсем ҫинчен тӗлленмен те. Намӑс-симӗсе ҫухатса, порнографилле ар ҫыхӑнӑвӗсене те уҫҫӑнах кӑтартма пуҫларӗҫ. Паянхи пурнӑҫра кам телейлӗ, кам пуян? Кам улталама, ҫаратма, вӑрлама пултарать, хӑй ӳтне сутса пурӑнать, ҫавӑ», — терӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре кӑна мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑнпа ваттисен калаҫӑвӗ вӗҫленчӗ пулас, амӑшӗ чашӑк-тирӗкпе чӑнкӑртатма пуҫларӗ, ашшӗ килкартине тухрӗ, пӳрт алӑкӗ шалтлатса хупӑнчӗ.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней