Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫаксем сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫаксем (тĕпĕ: ҫаксем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать пире хупласа тӑракан тӳпере, анчах чи ҫуттисен ячӗсем ҫаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччӗ-ха): чаплӑ та мухтавлӑ Сулейман Великолепный — Турци султанӗ тата аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ Сахиб-Гирей, пирӗн телейӗмӗр Герай-хан…

Помоги переводом

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫаксем.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫаксем ҫапӑҫрӗҫ ӗнтӗ пире хирӗҫ Макарьев тӗлӗнчен иртнӗ чухне.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая ҫаксем ҫинчен шутласа выртма памарӗҫ, юнашарах ура сасси илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«6. Регистрацилеме килӗшмесӗр тӑмалли сӑлтавсем ҫаксем пулса тӑраҫҫӗ:

«6. Основаниями отказа в регистрации кандидата являются:

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Пӗр ӳстермесӗрех калама пулать, пирӗн ханлӑха ҫаксем тӑрантараҫҫӗ — Тукай, Сарыев, Магмет Беззубов, ҫармӑс куназӗ Акпарс…

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев ирӗксӗрех хӑйӗн ҫипуҫне тӗкӗр ҫинче асӑрхарӗ: аппӑшӗн кӗрӗкӗ, кӑҫатти те унӑннах, пиччӗшӗн калпакӗ — ытла та килӗшмен вара ҫаксем хыткан тӑрнаккая.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑшӗ: ҫаксем виҫҫӗш те Сентиер ачисем пулнӑ теҫҫӗ, — чӑвашран тухнӑ улпута — хаяр Айтара вӗлернӗ хыҫҫӑн, хастар Сентиер хӑйӗн юратнӑ Пинерпийӗпе чӑтлӑх хӳтлӗхӗнче нумай ҫулччен пытанса пурӑннӑ, теҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗне кӗмен ятсенчен шутласан чи малтан куҫса ларнӑ ҫынсем ҫаксем пулнӑ: Элкей, Паймук тата Тенюк.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кам кӗнекисем ҫаксем? — тулхӑрса чӑматана силлерӗ исправник; урайне хӗрлӗ хуплашкаллӑ брошюрӑсем пачки-пачкипе тухса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫаксем унӑн — питӗ хӑвӑрт тата тӳрӗ кӑмӑллӑн.

Он проделал все это очень быстро и добросовестно.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Халӗ вара вӑл — нимӗнпех те палӑрман, мухтавпа, ҫутӑ-йӑлтӑр пулӑмсемпе нимӗнпе те ҫыхӑнман ҫын арӑмӗ; сӑмах май — темӗнле капӑр шухӑш-сӗмленӳсӗр пурӑнать, юратупа парӑну саппасӗ унӑн ҫителӗклех, шӑпах ҫаксем мар-и-ха ахаль, питех те ансат пурнӑҫран ыттисеннипе танлаштарсан тӗлӗнмелле, нумайӑшӗ нихӑҫан та тӗлленмен пурнӑҫ туса хураканни?

Жена ничем не замечательного человека, не имеющего никакого отношения к славе и блеску, жила, между тем, без всяких пышных расчетов, обладая достаточным запасом преданности и любви, чтобы из обыкновенной, очень скромной жизни создать необыкновенную, совершенно недоступную большинству.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакнашкал шухӑш хура питри шур куҫсене аса илтерет; тинтерех ҫеҫ пурӑнма пуҫланӑ хӗр ҫав куҫсем тинкернине чӑтса ҫитерейместех; яланлӑхах ӑн ҫухатни е ухмаха ерни, тен, вилӗм хӑй, — Моргиана йышӑнӑвӗнчен пӗртен пӗр ҫаксем ҫеҫ тухса тӑраҫҫӗ.

Такая мысль напоминала белые глаза на черном лице; их взгляда не могла бы перенести девушка, едва начавшая жить; беспамятство или безумие, может быть, сама смерть, единственно вытекали из решения Моргианы.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Решетке леш енче ҫирӗм тӑватӑ ҫулсенчи ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать: шӑрӑха пула хӗрелсех кайнӑ, ҫепӗҫ пичӗ кӑнпах хӗвелне пиҫсе хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм, уҫӑ ҫамки ҫинчи нӳрлӗ, сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ сарӑ шлепкин хӗрри сарлака; ҫаксем пурте Джесси чунӗнче хӗрхенӳ майлӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.

За решеткой стояла молодая женщина лет двадцати четырех: тонкий загар ее нежного, раскрасневшегося от зноя лица, сияющие голубые глаза и темные волосы, — влажные на влажном, открытом лбу, под широким полем желтой шляпы, отделанной синей лентой, — снискали в сердце Джесси естественное сочувствие.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫаксем пирки аптӑравлӑн уйланса Детрей пӗтӗмпех Джесси шлепкипе ҫыхӑнтарчӗ, анчах хӗрарӑм шухӑшӗн кӑткӑс курӑмне тӗшмӗртейменрен ҫапларах пӗтӗмлетрӗ: кайма вӑхӑт.

Раздумывая над этим, Детрей приписал все шляпе Джесси, но не мог понять сложного хода женской мысли, а потому нашел, что, по-видимому, пора уходить.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Канаш, пулӑшу, анализ, ертӳлӗх, лӑпкӑлӑх-ҫирӗплӗх, ӑс-тӑн — ҫаксем пурте вӑрттӑн, ютшӑнчӑк лайӑхлӑха сӑнарлакан питпе позӑра курӑнаҫҫӗ.

Совет, помощь, анализ и руководство, хладнокровие и мудрость — все дано в этом лице и позе, выражающих замкнутое совершенство.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ун майли — вӗчӗх-усал кӑмӑлӗ тата йывӑр характерӗ, — ҫаксем пирки вӑл халӗ шанчӑклӑ хӳтлӗх тупнӑн ҫӑмӑллӑн лаштах сывласа ярса шухӑшлать.

В ее пользу были — ее истерия и тяжелый характер, о чем она размышляла с облегчением, как о надежной защите.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Атя-ха ҫаксем пирки сӑмахлар мар, — асӑрхануллӑн сӗнчӗ Ева, — мӗншӗн тесен кӑмӑлӑм туртмасть.

— Мы лучше это оставим, — осторожно предложила Ева, — так как я положительно не в ударе.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫаксем пирки вӑл аппӑшне хальлӗхе нимӗн те каламасть, анчах чун тӗпӗнче Моргианӑна вӑл чунне яри уҫнӑ вӑхӑтри урмӑшлӑхӗнче усӑ куракан хӗҫ-пӑшалӗшӗн каҫараймасть.

Пока она ничего не говорила ей об этом, но не могла, в глубине души, простить ей то страшное оружие, которым пользовалась Моргиана во время припадков душевного обнажения.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн иккӗлӗхӗ, сивлек сарказмӗ, Фрези Грант статуйишӗн, хӑйӗн чунӗн питӗ тӗплӗ сыхлакан, темӗнле кӗтесӗшӗн вилни, — ҫаксем мана чылай вӑхӑт хумхантарчӗҫ; эпир ҫынсене сахал чухланин тӗслӗхӗ пулчӗ-тӗр ку.

Его двойственность, его мрачный сарказм и смерть за статую Фрези Грант, за некий свой, тщательно охраняемый угол души, — долго волновали меня, как пример малого знания нашего о людях.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней