Поиск
Шырав ĕçĕ:
Козодой кайӑк хӑйӗн юррине чарӑнмасӑр, пӗчӗк шанкӑртатса юхнӑ евӗр, юрлать.И пел-шептал свою приглушённую, несмолкаемую, как ручеёк, песню козодой-полуночник.
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
Юрласса юрлать те, анчах хӑй мӗншӗн юрланине те, кам валли юрланине те пӗлмест вӑл.
Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.
«Вӑл хӑйне хӑтарнӑшӑн мана тав туса юрлать ӗнтӗ», тесе шухӑшларӗ ача.Он подумал: «Ведь это он благодарит меня за то, что я спас его от ястреба».
Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.
— Аришка Булкина юрлать, — терӗ Катя йӗрӗнсе.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вш-ш-ш… — юрлать ҫави.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр хӗрӗ чӗререн юрлать:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл кулкаласа юрлать:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Радио юрлать.
Ҫӗрле ҫутатакан ҫеҫкесем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 116–118 с.
Палламан ҫынӑн пӳрт ӑшчикки чухӑн тата илемсӗр: креслосем, диван, лампа тата коверсем пур, урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа пӳлӗмӗ те пушӑ пек туйӑнать; анчах столярӑн хваттерӗнче япаласем тӑп-тулли; темӗн те пур унӑн: сӗтел, верстак, купипе стружка, рубаноксем, стамескӑсем, пӑчӑкӑсем, шетник, читлӗхре ҫирӗк тӑрри юрлать…
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вагонщик юрлать иккен.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Нуша пирӗншӗн юрлать!
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑрт тайлӑмӗнче хура плющ саплӑкӗ пек курӑнса выртакан ҫӗртме пусси пӑспа йӑсӑрланать; чӗлтӗрти ӑрша Дон хӗрринчи сӑрт тӗмескисем ҫийӗн вӗлтӗртетсе юхать; ҫул тӗлӗнчех шӑнкӑрчӑ киленсе юрлать; ҫул урлӑ чупса каҫакан тыркассем шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ытти станицисенчен грузовиксемпе, пӗр кулӑпа анчах килеҫҫӗ, купӑс калаканӗ те таҫта хыҫалта ҫеҫ ларса пырать, темиҫе хӗрарӑм анчах юрлать, — малти грузовикӗ ҫинче ялав вӗҫсе пырать.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аксинья кӑкӑр тулли тухакан ҫинҫе сасӑпа юрлать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дуняша вӑкӑр сӳсменӗ ҫине ларнӑ та ҫинҫе-ҫинҫе сасӑпа юрлать.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫитменнине тата, инкеке тенӗ пекех, дьякӑн, михӗре ларса ҫӳрени хыҫҫӑн, сасси пӗтсе ларнӑ та аран ҫеҫ чӗтренсе тухать; чӑн та ӗнтӗ, таҫтан килнӗ юрӑҫӑ баспа аванах юрлать, анчах тимӗрҫӗ пулнӑ пулсан, ӑҫта ӗнтӗ унта, темиҫе хут лайӑхрах пулӗччӗ, вӑл вӗт, «Отче наши» е «Иже-херувими» юрлама пуҫласан, клирос ҫине хӑпарса тӑратчӗ те, Полтавӑри чиркӳсенче юрланӑ пекех чаплӑ юрлатчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Петро Семиглаз вара Кузнецов енне пӗшкӗнсе: — Хм, юрлать… Сасси вӑйлӑ! — терӗ.Петро Семиглаз наклонился к Кудеярову: — Хм, спивае… Голосист!
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗр-пӗринпе ыталанса утаҫҫӗ; Андрей сӑмах чӗнмесӗр шӑппӑн утать, Марийка юрӑ юрлать.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Таҫта ҫывӑхри кайӑк уҫӑ саспа янратса юрлать, утӑ чӑштӑртатать, — калта капан ҫине улӑхать пулас.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.