Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юрлать (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левен малалла калать: — Тӗрӗс юрлать этем: «Шухӑшлар-ха, тӑвансем: ӗмӗр иртет, ӗмӗр иртет — кун юлать», — тет.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ах-х, ах-х, ахӑм карти хыҫӗнче лӑпсӑр-лӑпсӑр хӗл ташла-ать», юрлать те такмаклать, такмаклать те улать хӑй, лара-тӑра пӗлмесӗр мӑсӑрлантарнӑ май.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юрлаканни юрлать, ихӗрекенни ихӗрет: ихи-хик те ха-ха-ха…

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем хушшинче шӑпчӑк юрӑ юрлать, юман хӑвӑлӗнче ватӑ тӑмана пурӑнать…

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юрлать этем, хӑй вара юрланӑ май эрленет:

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юрлать этем, юрланӑ май чунтанах шуйханать: «Камӑн пурӑнас ҫулӗсене шутлать-ши ҫак вӑрманта авӑтакан куккук?»

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юрлать этем, юрланӑ май уйлать:

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шупашкарти ҫурхи кунсен илемӗ вӑл — сӑвӑсенче час-часах асӑнакан шӑпчӑкла сарӑ хӗвел кӑна мар, вӑл — чӗрӗ, сывлать, калаҫать, юрлать, сана куҫран пӑхать, макӑрать, юратать, ҫиленет.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Каҫсерен сирень вӑрманне тухса юрлать

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Таврара никам та ҫук чухне, уйӑхлӑ ҫурхи каҫсенче унта купӑс сасси илтӗнет, теҫҫӗ, вара Атӑлтан шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрача ишсе тухать те сирень ҫеҫкисенчен чечек ҫыххисем тӑвать, теҫҫӗ, хӑй макӑра-макӑра юрлать, теҫҫӗ…

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӗлӗк чухне эп хам ӗлӗкчӗ, Ман пуҫӑмра сӑсар ҫӗлӗкчӗ, Ҫӗлӗкӗмӗн тӳпи — чӑн тарай, Чи тӑрринчи ҫӳҫи кӗмӗлччӗ, — тесе юрлать Тилли.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл халӑх тамашипе нуши ҫинчен юрлать.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ку таранччен Тилли-Ҫерук кил-йыш, ҫемье хуйхи-суйхи ҫинчен юрлатчӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл халӑх хуйхи-суйхи ҫинчен те юрлать.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли юрлать, юрлать те ашшӗпе амӑшӗ тата хӑй ҫинчен тепӗр хыпар пӗлтерет: вӑл — тӗне кӗнӗ чӑваш.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хурчка… юрӑ юрлать!

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫитсенех пырать вӑл, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ юрлать, юррисенче тӑванӗсене асӑнать.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли, хӑй ҫуралнӑ кунсене, ача чухнехи вӑхӑта, аса илсе, юрлать: Унпа пӗрле пытарнӑ вӑл юрра, Ҫавна тупса эп халь кӗвве хурап.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл пачах урӑхла юрлать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич ҫаплах юрлать, уҫӑ саслӑ хӗр-арӑмсем те чуна тивекен вӑрҫӑ юррине тата вӑйлӑнрах ҫӗклентерсе ячӗҫ:

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич юрлать, унпа пӗрле Сӑпанипе Варук та янӑратаҫҫӗ юрра.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней