Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ассоль пиллӗк тултарчӗ ӗнтӗ; ашшӗн чӗр куҫҫи ҫине улӑхса ларса тӳмеленӗ жилет вӑрттӑнлӑхне уҫас тесе тӑрмашать е матроссен шавлӑ юррисене питех те кулӑшла юрлать; хӗр ачин самантран саманта улшӑнса тӑракан, кӑмӑллӑ сӑн-питне сӑнанӑҫем Лонгрен питӗнче ӑшӑ кулӑ палӑрма пуҫларӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пашкӑна старик ӳсӗрни кӑмӑла кайрӗ: вӑл сывланӑ чухне, унӑн кӑкринче темиҫе сасӑпа темӗн шӑхӑрать, юрлать.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Паян акӑ юратнӑ йӑмӑкӗ умӗнче халӑх Светтуй Турӑ юрлать.А вот сегодня перед любимой сестренкой народ поет песню о Святом Боге.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ун ӑшӗнче темӗнле кайӑк савӑнсах юрлать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ворошилов та строй патне пырать, каҫса кайсах юрлать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Юр хупларӗ пӗтӗм тӗнчене, — кӑшкӑрса юрлать йӑмӑкӗ Ида.— Снег засыпал белый свет, — распевала на все лады сестрёнка Ида.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пастор псалом юрласа ячӗ, кӗҫех ун сасси ҫумне ыттисем те хутшӑнчӗҫ, кашни хӑй пӗлнӗ пек юрлать.Пастор запел псалом, и все присутствующие его подхватили, каждый на свой лад.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Пӗтӗмпех эп, пӗтӗмпех эп питӗртӗм, Пӗтӗм алӑксене эпӗ питӗртӗм, — ҫаплах юрлать вӑл.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эмиль ашшӗ те чӑпӑрккине ҫавӑркаласа юрӑ юрлать:
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ларнӑ та юрласа ларать вӑл: — Чупса пырать гусар хир тӑрӑх! — юрлать Альфред.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Килмест киле, эрех ӗҫсе ларать пуль-ха, юрлать пуль, ахӑлтатать пуль…
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫак вывеска пӗчӗк магазинӑн ансӑр алӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать, алӑкӑн икӗ енче — тусанлӑ алӑксем, пӗрин умӗнче Ф. Калугин ларать, — вӑл кукша, унӑн сарӑ пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, куҫӗ ҫине лупа тӑхӑнтарнӑ; ҫаврака питлӗ, патвар ҫын, вӑл пӗчӗк хыпкӑчпа сехет механизмӗ ӑшӗнче чакаланса пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пекех кулать, е кӑвак шӑрт пек уссисем айне пытаннӑ ҫаврака ҫӑварне уҫса мӗн те пулин юрлать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ку ҫурт иртен пуҫласа каҫчченех кӗрлесе тӑратчӗ; ҫӗвӗ ҫӗлекен хӗрарӑмсен машинисем таттисӗр чӑштӑртатаҫҫӗ, оперетка хористкисем сассисене тӗрӗслеҫҫӗ, студент хӑйӗн басӗпе гаммӑсене юрлать, ӗҫсе супса ӑсран тухса каяс патнех ҫитнӗ актёр шавлӑн сӑвӑсем калать, ӳсӗрӗлсе кайнӑ проституткӑсем ним майсӑр ҫуйӑхаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Бауманпа юнашар пекех, кӑшт каярахра, пӗр ҫамрӑк ача сассине чӗтрентерсе юрӑ юрлать.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав ушкӑн, ним йӗркине пӗлмесӗр, ҫухӑрашса: … Сильный, державный, Царствуй на славу нам, Царствуй на страх врагам… тесе юрлать.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Меньшевиксемпе пӗр юрӑ юрлать.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗттӗм те ҫӗрӗк мунча евӗрлӗ ҫуртӑн крыльци ҫинче гитара тытнӑ пӗр маттур ҫамрӑк ларать, вӑл мухтанчӑкла паллӑ романса юрлать:
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑл музыкӑна та юратать, картла вылянӑ чухне вара шӑл витӗр пикенсех юрлать; «Лючирен», «Сомнамбулӑран» та хӑшпӗр вырӑнсене асра тытать, анчах та питӗ ҫӳле илет.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Паха юрлать — ятламалла мар.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Анчах та юрласса вара лайӑх юрлать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.